Чӑваш Енре чиркӳрен турӑшсемпе ытти эреше вӑрланӑ ҫынсене тытса чарнӑ. Йӗксӗксем пирӗн республикӑра кӑна мар, кӳршӗ регионта та палӑрма ӗлкӗрнӗ.
Улатӑрти арҫынсен мӑнастирӗнчен ылтӑн эреш ҫухални пирки юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче полицие пӗлтернӗ. Унччен кӑшт маларах икӗ ҫамрӑк ҫын сентрене питӗ лайӑх сӑнанӑ, ыйтса пӗлнӗ. Анчах нимӗн те туянман.
Тӳрех ҫавсем вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Вӗсем Улатӑр районӗнчи темиҫе храмра та пулнӑ. Вӗсем пекрех ҫынсем Мари Республикинче те хурахла ӗҫсем тунине пӗлтернӗ.
Каччӑсене Шупашкарта тытса чарнӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӳре те хаклӑ япаласем ҫухалнӑ. Ахӑртнех, ку ӗҫе те вӗсем тума пултарнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.