«Пӗрремӗш каналпа» кӑтартакан «Атя, пӗрлешер» (Давай поженимся) кӑларӑма пӑхма питӗ кӑмӑллатӑп. Теприсем шоу тесе хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ-ха ӑна. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах сӑмахӑм ун пирки мар-ха. Мана унта пӗр хӗрарӑм хӑйӗн историйӗ пирки каласа кӑтартнӑ чух пӗр вӑрттӑнлӑха уҫни асра юлчӗ. Хайхискер ӗнентернӗ тӑрӑх, ӑна упӑшки питӗ тарӑхтарса пурӑннӑ пулать. Кайран, арҫын ҫӗре кӗрсен, вӑл ӑна ҫунтарнӑ. Упӑшкине ҫунтарсан юлнӑ кӗле вӑл килте упрать-мӗн.
Упраканни упратӑр-ха. Хӑйӗн минтерӗ айне хурса ҫывӑрсан та тем мар. Ара, ҫынна килӗшет пулсан хӑйӗн ирӗкӗ темелле ӗнтӗ. Кӗсьере кашни кун чиксе ҫӳресен те нимӗн те калаймӑн.
Анчах ҫунтарни лайӑх япала-ши вӑл е лайӑхах мар-ши? Эпӗ килӗшмен пулӑттӑм. Хама та ман ҫунтарттарас килмӗччӗ. Мантан ыйтсан эпӗ ун пек тума ирӗк паман пулӑттӑм. Чаплӑ тупӑка пытарни кирлӗ мар-ха мана. Выльӑха чавса чикнӗ пек нимсӗр-мӗнсӗр пытарсан та кӳренмӗттӗм. Чаплӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнтартма та ыйтмӑттӑм, анчах ҫунтарма килӗшмӗттӗм.
Ку ыйтупа паллаканӑмсемпе те калаҫрӑм. Вӗсем вара хӑйсене ҫунтарнине хирӗҫ маррине пӗлтерчӗҫ.
Шупашкарта крематори тума палӑртни эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Крематори кирли пирки, аса илтеретпӗр, Шупашкар хула администрацийӗнче кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче иртнӗ ларусенчен пӗринче каланӑччӗ. Хула тӳре-шари сӗннипе крематори, вилнисене пытармалли вырӑн валли ҫӗр лаптӑкне палӑртма проектсене хатӗрлеме пуҫланӑ тесе «Про город» портал ӗнентернӗччӗ ун чухне. Хӑй вӑл ку хыпара влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче курни пирки палӑртнӑччӗ.
Хулари масарсем тулса пыни паллӑ-ха. Шупашкарти 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче 2005 ҫулта уҫнӑ. 11-мӗшӗнче пытарма вырӑн юлман-мӗн, леш тӗнчене ӑсаннисене 12-мӗшӗнче кӑна пытарма пулать. Анчах унти лаптӑк та кӑҫалхи раштав уйӑхӗсенче тулса лармалла тесе шухӑшланине пӗлтерчӗ асӑннӑ пичет кӑларӑмӗ кӑҫалхи ҫулла. Утӑ уйӑхӗнче хула администрацийӗ 2-шер гектарлӑ лаптӑксене ҫӑва валли хатӗрлеме тытӑннӑ пулса тухать ун чухнехи хыпара ӗненсен. Вӗсенчен пӗринче крематори те пулмалла иккен. Ӑна тума укҫаллӑ ҫынна шыраҫҫӗ тесе ҫырчӗҫ ун чухне.
Ним те ан шикленӗр,тӑвансем. Яла пытарма шантарса хӑварӑр та - ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ял масарӗнче вырӑн пурне те ҫитет.