Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» 90 ҫулхи юбилейне уявларӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 04.12.2015 17:39 | 1807 хут пӑхнӑ
Республикӑра Дмитрий Моисеева саламланӑ самант
Дмитрий Моисеева саламланӑ самант

Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Хӑнасемпе тӳре-шара Пуканесен театрне пухӑнчӗҫ.

«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» ӗҫченӗсене тарта вулаканӗсене саламламашкӑн чылай сумлӑ хӑна килчӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин информаципе аналитика пайӗн пуҫлӑхӗ Евгения Кудряшова хаҫат редакторне ведомствӑн Хисеп грамотипе чысларӗ. Елена Лукина коррректора тата Алина Изман корреспондента вара министрӑн Тав хутне парса хавхалантарчӗ. Ирина Алексеева корреспондент Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн Тав хутне тивӗҫрӗ. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Арланов Ирина Кошкина корреспондента Издательство ҫурчӗн Тав хучӗпе чысларӗ.

Историе илес тӗк, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче «Ҫамрӑк хресчен» ятпа тухма тытӑннӑ. Ун чухне унӑн тиражӗ 1500 экземпляр пулнӑ. Пӗрремӗш редакторӗ — Мӗтри Исаев (Авраль). Унтан хаҫат тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист». 1966 ҫулта чӑвашла варианчӗ тухма пӑрахнӑ. Ӑна 1996 ҫулта «Хыпар» Издательство ҫурчӗ ҫӗнӗрен кӑларма тытӑннӑ. Малтанах 9 номер вкладыш пек тухнӑ. Унтан хаҫат пек тухма пуҫланӑ вӑл. Редактор тивӗҫӗсене Геннадий Максимов пурнӑҫланӑ. Унтан тӗрлӗ ҫулта ку тивӗҫе Роза Власова (Скворцова), Николай Коновалов, Надежда Яковлева пурнӑҫланӑ. Халӗ — Дмитрий Моисеев. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫӗнӗрен тухма пуҫланинче Алексей Леонтьевӑн тӳпи пысӑк. Вӑл ун чухне Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ пулнӑ. Алексей Петрович юбилейпе саламланӑ май «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫӗнӗрен тухма пуҫланӑ историпе паллаштарчӗ.

Палӑртса хӑвармалла: хаҫат тиражӗ ӳссе пырать. 2008 ҫулта вӑл 5–6 пин экземплярпа тухса тӑнӑ пулсан халӗ — 8400 яхӑн экземплярпа. Пӗлтӗр «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» гимнӗ «ҫуралнӑ». Сӑмахӗсене Альбина Юрату ҫырнӑ, кӗввине — Людмила Кинер. Уяв шӑпах ҫак юрӑпа пуҫланчӗ ӗнтӗ.

Тӳре-шара, сумлӑ хӑнасем саламлӑ сӑмахӗсене каланӑ хыҫҫӑн куракансем чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗпе киленчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах ҫынсем «Ҫамрӑксен хаҫатне» ҫырӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче лотерея ирттерчӗҫ. Чи пысӑк парнене — мультваркӑна — Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнчен килнӗ хӗрарӑм выляса илчӗ.

«Хыпар» хаҫат сайтӗнче фоторепортажпа паллашма пултаратӑр.

Сӑнсем (70, Николай Плотников тунисем)

#юбилейсем, #уявсем, #Пукане театрӗ, #МИХсем, #Ҫамрӑксен хаҫачӗ, #Хыпар, #Пӑлапуҫ Пашьел, #Патӑрьел районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем