Чӑваш Енре тӳре-шара йышӗ чакнӑ. Кун пирки официаллӑ статистика ӗнентерет.
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне пирӗн республикӑра патшалӑхӑн гражданла служащийӗсен йышӗ 5,3 пин ҫынпа танлашнӑ. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каяллахипе пӑхсан йыш 4 процента яхӑн чакни сисӗнет.
Федерацин патшалӑх органӗсенче 3979 ҫын тӑрӑшнӑ, ку вӑл унччен илсе кӑтартнӑ датӑринчен 3,4%, е 140 ҫын, сахалтарах.
Республикӑн влаҫ органӗсенче те 3979 ҫын тар тӑкать. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчипе танлаштарсан, унти портфельлӗ йыш 3,4% чакнӑ. Цифра ҫине куҫарсан, 75 ҫын сахалтарах пулин те ӗҫе пурнӑҫлама ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче те тӗрлӗ тивӗҫе пурнӑҫлакансен шутне кӑштах пӗчӗклетнӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче унта 2578 ҫын тимленӗ. Вӗсен йышне 1,5% процент, е 40 ҫын, чакарнӑ.