Канашри машиностроени савутӗнче хальхи йышши лифтсем кӑларма тытӑнӗҫ. Предприяти саккас илнӗ ӗнтӗ: 100 лифт кӑлармалла.
Канашри савут ҫӗнӗ производствӑна алла илет. Ытларах вӑл унччен сортлакан хатӗр-хӗтӗрӗ кӑларӗ. «Канмаш» ҫулталӑкне 1200 кабина тӑвӗ.
Раҫҫейре лифтсем питӗ кирлӗ. Ӑна лайӑх туянаҫҫӗ. Лифта темиҫе савут ҫеҫ кӑларать. Чылайӑшӗ кивелнӗ ӗнтӗ, вӗсене тахҫанах улӑштармалла. Ҫулталӑкне 35 000 лифт кирлӗ.
Канашра лифт кӑларма тытӑнас ӗҫе 300 миллион тенкӗ инвестици хывнӑ. Савут директорӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен пахалӑхӗ ют ҫӗршывра кӑларнисенчен япӑх пулмӗ. Лифтсем 400–1250 килограмм чӑтаканнисем, видеосӑнавпа тата сенсор экранпа пулӗҫ.
Саккас панӑ 100 лифта Хусана, Самара, Мари Республикине ӑсатӗҫ, Шупашкарта та хӑварӗҫ.