Сулав ҫывхарнӑ май политиксен хушшинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухнине эпир ҫырнӑччӗ-ха. Пӗр парти пайташӗсем те пӗр-пӗринпе тем пайлама тытӑннӑ самантра тем тӑвакан та пур. Коммунистсем пирки каласан, Валентин Шурчановпа пӗр чӗлхе тупайманнисем унӑн карикатурисене сарма тытӑннине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Валентин Шурчанова парти пайташӗсенчен хӑшӗсем хӑйӗн ывӑлне ҫул уҫса пырать тесе ӳпкелени те пулнӑччӗ. Чӑвашри коммунистсен ертӳҫи Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, пӗр ҫемьерисем пулни организаци тӑнӑҫ аталаннине тата пӗр шухӑшлине пӗлтерет тесе ӑнлантарнӑ. Ун пек тӗслӗхсем «миллионшар» тенӗ май Англине, Германие тата Раҫҫее тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартнӑ. Партирен тухнӑ Дмитрий Евсеева та хӑй вӑхӑтӗнче аппӑшӗ (вырӑсла каласан, тётя) илсе пынӑ-мӗн.