Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тепӗр икӗ ҫултан пӗр ӗмӗр тултарать. Тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи театрне 1918 ҫулта Иоаким Максимов-Кошкинский Хусанта йӗркеленӗ. Репертуарти пӗрремӗш спектакль — Алексей Островскин «Не так живи, как хочется»(чӑв. Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн) пьеси тӑрӑх лартнӑскер. Паян театра СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев режиссер илемлӗх ертӳҫи пулса ертсе пырать. Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш академи драма театрне хатӗрленсе ирттермелли мероприятисем ирттересси пирки 163-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Вӗсене 2017—2018 ҫулсенче йӗркелемелле. ЧР Министрсен Кабинечӗн ку енӗпе ӗҫ ушкӑнӗ тата план хатӗрлемелле, муниципалитетсене тата кирек епле харпӑрлӑхлӑ организацисен те мероприятисене хутшӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |