Республикӑра
![]() Полици ӗҫченӗсен кунӗ умӗн РФ ШӖМӗ ачасен «Манӑн атте-анне полицире ӗҫлет» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерет. Шӑпӑрлансем хӑйсен ӗҫӗсенче аслисем ӑҫта ӗҫленине уҫса кӑтартма тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енре «Полицейские — ырӑ сӑмах» видеосаламсен клнкурсне ирттерме шухӑшланӑ. Чи лайӑх ӗҫсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартӗҫ. Жюри ачасен 30 ытла ӗҫне пӑхса тухнӑ. Чи пӗчӗкки — 4 ҫулта. Дарья Николаева ӗҫне «Атте — командировкӑра» ят панӑ. Муркашри шкулта вӗренекенскер виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти 48-мӗш шкулта ӑс пухакан Валерия Архипова «Полици пире сыхлать» ӗҫӗпе иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ — Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекен Анастасия Свеклова. Вӑл ӗҫне «Анне патӗнче ӗҫре» ят панӑ. Малти вырӑнсене тухнӑ ӗҫсем Раҫҫей шайӗнче иртекен финала хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |