Шупашкарта пурӑнакан ватӑран ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан компанисенчен пӗри миллион тенкӗ ыйтса квитанци ярса панӑ.
Цифрӑна курсан кинеми сехӗрленсех ӳкнӗ. Хутра «1 160 000,00» тенкӗ тӳлемелле тенӗ-ҫке.
Пӑтӑрмахӗ республикӑн тӗп хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районта пурӑнакан иккӗмӗш ушкӑн инваличӗпе сиксе тухнӑ.
Аптӑранӑ ватӑ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев патне йышӑнӑва кайнӑ.
Халӑх тарҫи Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, кинемей: «Ывӑлӑм, мӗншӗн? Мӗншӗн манӑн миллион тӳлемелле? Ӗмӗрӗпех ҫӗршывшӑн ӗҫлерӗм, вӗсем манран миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ», — тесе куҫҫуль витӗр каланӑ.
Сусӑра кӑна мар, вӑйпиттине те ним мар чӗресӗр тӑвакан цифра Шупашкарти «Водоканал» предприятирен ҫитнӗ пулать. Хайхи шывшӑн тата канализацишӗн ҫавӑн чухлӗ сумма ыйтать-мӗн.
Кун пек пӑтӑрмах пирки депутат яваплӑ органсене ҫырупа тухнине пӗлтернӗ.