Пӗр пульницӑра ӗҫлекен ҫын 39 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ пӑхнине ӗҫтешӗсенчен пӗлнӗ. Хайхискер хӑй те унпа тӗл пулма шухӑшланӑ.
Юмӑҫ пӑхакан ҫак хӗрарӑм пульница ӗҫченне пӑснине сирмешкӗн 15 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ суммӑна илсе килнӗ. Хӗрарӑм енчӗкӗнче укҫа юлнине пӗлнӗ-мӗн — татах илсе килме ыйтнӑ. Ҫапла мӗскӗн хӗрарӑм 31 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Юмӑҫ укҫа-тенке «тасатса» ӑна тепӗр кунхине тавӑрса пама шантарнӑ. Ҫак вырӑнтах курнӑҫма калаҫса татӑлнӑ вӗсем. Анчах юмӑҫ ку йӑла-йӗрке пирки никама та шарлама хушман.
Ултав серепине лекнӗ хӗрарӑм полицирен ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл 50 ҫулти пек курӑнать, 165–170 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ хура. Сумки те хура тӗслӗ. Вӑрӑм чечеклӗ юбка, тӗттӗм футболка тӑхӑннӑ пулнӑ.