ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5,5 пине яхӑн ҫын официаллӑ майпа ӗҫсӗр шутланать. Ваканси вара темиҫе хут нумайрах.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценрсенче паянхи куна 14,5 пин ваканси шутланать. Ведомство ертӳҫи Сергей Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ака-ҫу уйӑхӗсенче републикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ тӑрук чакнӑ. Ҫак тапхӑрта тӳрех 700 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.
Министерство панкрута тухма пултаракан предприятисене сӑнасах тӑрать. Тӗслӗхрен, Шупашкарта пулнӑ «Данон» савутра вӑй хунӑ ҫынсене пурне те ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫавах центр «пушӑ» юлмӗ, кунта кӗҫех «Чӑвашавтодор» ӗҫченӗсем килме тытӑнмалла.
Тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлекенсем тӗлӗшпе те питӗ тимлӗ. Халӗ 17 предприятире 7857 ҫын кунашкал мелпе тӑрӑшать. 7400 ҫын эрнере 4 кун тӑрӑшать. «Трактор савучӗсем» концернра тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем нумай.
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ Канашра, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Шупашкар районӗнче ҫивӗч.