Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Надеждинсем Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 27.11.2016 18:02 | 1271 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Надеждинсем
Надеждинсем

Нумаях пулмасть Мускавра «Семья года – 2016» (чӑв. Ҫемье ҫулталӑкӗ — 2016) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшакан фонд йӗркеленӗ ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 79 регионӗнчи 294 ҫемье хутшӑннӑ. Асӑннӑ йышран 79-шне ҫулталӑк ҫемйи ят панӑ.

Чӑваш Ене ҫӗршыври конкурсра Шупашкарти Надеждинсем хӳтӗленӗ. Тӑватӑ ачаллӑ ҫемье пиллӗкмӗшне усрама илнӗ. Вӑл «Созвездие» ача пахчине инклюзивлӑ ушкӑна ҫӳрет. Надежлинсене конкурс йӗркелӳҫисе «Семья – хранитель традиций» (чӑв. Ҫемье — йӑла-йӗркене упраканӗ) номинацире чысланӑ.

Маларах «Ҫулталӑкри ҫемье» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗччӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакан Уткинсене ҫитекен пулман.

#фондсем, #Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, #Чӑваш Ишекӗ, #Патӑрьел районӗ, #конкурссем, #ҫемьесем, #ачасем, #ача пахчисем, #сусӑрсем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org