Ҫулсеренех республикӑри ял-хулисенче вырнаҫнӑ бассейнсене, спорт лапамӗсене, тренажер залӗсене тата катокӗсене пӗр-пӗр кун укҫасӑрах кӗртеҫҫӗ. Вӑл кунсене Спортпа сывлӑх кунӗсем ят панӑ.
Кӑҫал та, 2016 ҫулта, унашкал кунсем пулӗҫ. Енчен те ытти кунсенче республика тата муниципалитет шайӗнчи спорт ҫурчӗсене укҫа тӳлесе кӗмелле пулсан уйӑхра пӗр кун вӗсен алӑкӗсем пурин валли те уҫӑлӗҫ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ тӑрӑх Спортпа сывлӑх кунӗсем 2016 ҫулта ҫак кунсене лекӗҫ: кӑрлачӑн 9-мӗшӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗ, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ (ку вӑхӑталла чылай каток ӗҫлеме пӑрахӗ ӗнтӗ), ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫӗртмен 18-мӗшӗ, утӑн 16-мӗшӗ, ҫурлан 13-мӗшӗ, авӑнӑн 24-мӗшӗ, юпан 22-мӗшӗ, чӳкӗн 19-мӗшӗ, раштавӑн 10-мӗшӗ. Ҫак кашни кун шӑматкуна лекет.
Аса илтеретпӗр, Спортпа сывлӑх кунӗсем пирӗн республикӑра 2014 ҫултанпа иртеҫҫӗ. Ӑна ирттересси Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.