Сӗнтӗрвӑрринчи аптӑкӑсенчен пӗрин пуҫлӑхне фармацевт ӗҫ-хӗлне пӑснишӗн айӑпланӑ. «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн филиалӗ шутланакан Сӗнтӗрвӑрринчи 17-мӗш номерлӗ аптекӑра пулнӑ ку кӑлтӑк.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем аптекӑна Росздравнадзор специалисчӗсемпе пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем эмел тата медицина хатӗрӗсен ҫаврӑнӑшне епле йӗркеленине хакланӑ. Шӑпа ҫав вӑхӑтра тӗрӗслевҫӗсем кӑлтӑк асӑрханӑ та.
Аптӑкӑн суту-илӳ залӗнче хӑш-пӗр эмеле ытлашши ӑшӑ вырӑнта, тӗрӗсрех, производительсем кӑтартнинчен ӑшӑрах ҫӗрте, упранине асӑрханӑ. Ку вара йӗркеллӗ япала мар, ҫавӑншӑн аптека пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫе миравай тӳре патнех ҫитернӗ. Лешӗ пуҫлӑха 4 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.