Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи хӗрарӑм хӑйӗн ачисене хӗнесе пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗрӗслев ҫакна палӑртнӑ: вӑл 2024 ҫулхи пуш-ака уйӑхӗсенче тата чӳк уйӑхӗнче 2009 ҫулта тата 2025 ҫулта ҫуралнӑ хӗрӗсене хӗненӗ.
Тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хӗрарӑм хӗрне ӗнсерен ҫапнӑ, унтан пуҫӗпе компьютер сӗтелӗ ҫине кӗрслеттернӗ. Кун хыҫҫӑн ачан сӑмсинсен юн кайнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ун пуҫӗнчен фарфор турилккене ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ытти факта та тупса палӑртнӑ.
Халӗ следстви пырать. Ӗҫе район прокуратури сӑнаса тӑрать.
