Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Атнар ялне шыв кӗртме 152 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.05.2026 12:09 | 26 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялне шыв кӗртме хыснаран 152, 2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку цифрӑна патшалӑх закупиксен сайтӗнче палӑртса хӑварнӑ.

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн администрацийӗ ялта шыв кӗртме килӗшекен организацие шырать. Уншӑн вырӑнти хыснаран 152,2 миллион тенке уйӑрма хатӗр. Подрядчика ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче палӑртмалла.

Шывпа тивӗҫтерессине икӗ ӑстрӑмпа пурнӑҫламалла: контракта алӑ пуснӑ вӑхӑтранпа 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тата 2027 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Ӗҫе контрактпа палӑртнӑ вӑхӑтран иртерех вӗҫлесен те юрать тесе пӗлтернӗ.

Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Ӑна вуланисенчен хӑшӗсем шыв кӗртме ҫавӑн чухлӗ укҫа тухса кайма пултарнине шанмасӑртарах ҫырнӑ.

#ял пурнӑҫӗ. Атнар, #укҫа-тенкӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #шыв, #ял пурнӑҫӗ. Атнар, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем