Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 57 ҫулти арҫын инветсиципе тупӑш курас тенӗ те хӑй пухса пынӑ 1,6 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Сӑмах май каласан, арҫын пӗр предприятире тӗп инженерта ӗҫлекенскер иккен. Анчах ултавҫӑсем такама та шӑнман пӑрпа лартса яма пултараҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑхра вӑл тӗнче тетелӗнче унпа палламан ҫын калаҫу пуҫарнӑ. Хӑйӗнпе менеджер тесе паллаштарнӑ ҫын нефть компанине инвестици хывса тупӑш курма пулать тесе ӗнентернӗ. Тӗп инженер 1,6 миллион тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, инвестиципе илнӗ тупӑшпа машина туянма ӗмӗтленнӗ. «Хушма тупӑш» пирки вӑл чылайччен никама та пӗлтермен.