Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Паха тӗрӗ» хапрӑк производство лаптӑкӗсене пысӑклатасшӑн. Кун пирки Шупашкар район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Производство лаптӑкне пысӑклатас ыйтӑва Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров «Паха тӗрӗ» хапрӑка ертсе пыракансемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра хускатнӑ. Енсем ҫак эрнере, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, курнӑҫнӑ.
Хапрӑкӑн тӗп директорӗ Наталья Пасынкина предприятие аталантарма тата производство калӑпӑшне ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ун валли хальхи йышши производство комплексӗ кирлӗ-мӗн.
Шупашкар район пуҫлӑхӗ хапрӑка ырласа калаҫнӑ. Вӑл районӑн кӑна мар, Чӑваш Енӗн те брэнчӗ пулса тӑнине палӑртнӑ. «Пирӗн хамӑр тӑрӑх кун-ҫулне упраса хӑварма тивӗҫ», — тенӗ вӑл. Ҫӗнӗ производство лаптӑкӗ хушма ӗҫ вырӑнӗсем уҫасса та шанаҫҫӗ.