Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче республикӑра пурӑнакансен район-хулапа паллашма май пуррине унчченех пӗлтернӗччӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулнӑ. Унта хӑнасене Ҫӗнӗ ҫул представленийӗсемпе кӗтсе илнӗ. Хӑнасем район историйӗпе, йӑли-йӗркипе, вырӑнти мещенсен, хресченсен, купсасен йӑлипе паллашнӑ. Ҫавӑн пекех Даньковсен ҫуртне кӗрсе курма, вутӑ ҫурма, шыв йӑтма, мунча хутма, ҫунашкапа ярӑнма, наци апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗренме май пулнӑ. Вӑрман Пилемӗч ялӗнче вара тӑмран хатӗр-хӗтӗр тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Унтан Шуршӑлти А.Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗнче пулма май пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Кивӗ Илтрекьел ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере тӗрӗ музейӗ тейӗн. Ҫакна унти чӑвашсен ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсенчен тӑракан комисси автономи йӗркеленӗ «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх шкул», «Чи лайӑх чӑваш чӗлхи класӗ» конкурссене заявкӑсем панӑ Аксу тата Нурлат районӗсенчи ялсенче тӗрӗслевпе кайсан курнӑ. Кивӗ Илтрекьелти Зинаида тата Василий Баландовсен хӑйнеевӗр тӗрӗ музейӗ пур-мӗн. «Стенасем, минтерсем ҫинче, турӑш кӗтесӗнче — йӑлт тӗрленӗ чечексем. Диван витти те тӗрӗллӗ. Кил хуҫи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑл хӗресле тӗрлеме кӑна пӗлнӗ, унтан лап тӗрре вӗреннӗ. Тӗрӗсен эрешне хӑй шутласа кӑларать», — тесе пӗлтерет вӗсем патӗнче пулса курнӑ Константин Малышев журналист. Ӗмӗрне правленире ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑмӑн чӑваш тӗррине те вӗренес килет-мӗн, сурпансем ҫинчи эрешсене курсан уйрӑмах иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш наци библиотекин «Мерчен» залӗнче Архипов Севастиан Михайловича асӑнса уяв ирттернӗ. Архипов Севастиан Михайлович (08.01.1921–18.12.2014) Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче ҫамрӑк ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. Фронтовик Курск пӗккинче, Харьков, Луцк, Лубна, Белгород хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна Рашкоф (1944) хулин коменданчӗ пулма уйӑрса лартнӑ. 1945 ҫулсенче Скальмежиценово (Польша) хулинче 3 хутчен аманнӑ, госпитальсенче сипленнӗ. Севастиан Архипова хастарлӑхшӑн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗшпе 2-мӗш степенлӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, 13 медальпе чысланӑ. 1946 ҫулта каччӑ тӑван ялне таврӑнать. Ҫулталак хушши Тутарстанра тӑрӑшать, унтан каллех Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта пуҫламӑш класри ачасене вӗрентме пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнчи Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене М.А. Алексеевпа У.Н. Ильинана раштавӑн 29-мӗшӗнче «Красноармейски районӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ. Ветерансене Упи ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Надежда Ивановна Дмитриева тата унтах ӗҫлекен специалист-эксперт Алина Александровна Алексеева тав сӑмахӗ каланӑ, вӗсене чысласа медальсене ҫакса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ каҫ республикӑра виҫӗ ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Пушар пӳртсене ҫӗрпе танлаштарнӑ. Ҫур ҫӗр иртсен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси ялӗнче гараж ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм алхаснине кил хуҫисен тӑванӗ курнӑ. Вӑл шӑпах унтан иртсе пынӑ. Вӑл хӑвӑртрах лешсене вӑратнӑ, ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ҫулӑм пӳрте, гаража тӗп тунӑ. Гаражри урапа та ҫунса кӗлленнӗ. Кил хуҫи ҫулӑмран тухнӑ чухне питне пӗҫертсе янӑ. Ҫавӑн чухнех Патӑрьел районӗнчи Ксыл-Чишма ялӗнче 75 ҫулти хӗрарӑм килӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫӗрлехи 2 сехетре кил хуҫисем тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫӗрлехи 3 сехетре пушарнӑйсем патне Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнчен шӑнкӑрав килнӗ. Ҫулӑм 40 ҫулти хӗрарӑм килне тӗп тунӑ. МЧС ӗҫченӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тата урапана ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ спектакль лартӗҫ. К.В. Иванов ячӗллӗ ҫав театрӑн художество канашӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен Александр Вампиловӑн "Прошлым летом в Чулимске" пьесине суйласа илнӗ. Бурят драматургӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман, вӑл 35-рех вилнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. "Прошлым летом в Чулимске" пьеса ҫырнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫулхине "Ангара" альманахра 1972 ҫулта пичетленнӗ. Унти ӗҫ-пуҫ тайга тӑрӑхӗнчи район центрӗнче пулса иртнӗ. Пьесӑри тӗп сӑнар, Валентина, чайнӑйра ӗҫлет. Вӑл Шаманов следователе куҫ хывнӑ. Лешӗн ҫулӗ уҫӑлса пымалла пек, анчах вӑл пысӑк пуҫлӑхӑн ывӑлне айӑплама хӑять. Спектакль премьерине кӑҫал ҫуркуннне куракан патне ҫитерӗҫ. Спектакле Наталья Сергеева режиссер лартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш куна Етӗрне хулинчи ҫынсем ҫутӑсӑр ирттернӗ. Электричествӑна каҫхи 9 сехетре сӳнтернӗ те ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ панӑ. Алексей каланӑ тӑрӑх, ҫутта ӑнсӑртран сӳнтернӗ. Компьютер умне ларма та, телевизор курма та май пулман. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫутӑ ҫур хулан пулман. Ҫавӑнпа ҫурта ҫутма, телефонпа ҫутатса ҫӳреме тивнӗ. Вырӑнти горсвета шӑнкӑравланӑ – хурав пулман. Электричество сӳннине халӑх тетелӗсенче сӳтсе явнӑ. Етӗрнесем хӑйсене Крымрисемпе танлаштарнӑ. Лешсем чылай вӑхӑт ҫутӑсӑр ларнӑ-ҫке-ха Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. 1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ. 5-11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулӗ. Шупашкарти шкулсенче апат хакӗ 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе хӑпарман-мӗн. Ҫав вӑхӑтранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ 26,7 процент хӑпарнӑ иккен. Шкулта ачасене апатлантарма тӳлесси 15 процентран ытла хӑпармасть пулмасть тесе ӗнентерет хулари тӳре-шара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртсе каякан ҫулталӑкӑн юлашки кунӗсенче Чӑваш Енӗн хӑш-пӗр министерствипе ведомствинче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнӗ. Республикӑн транспорт министрӗн ҫумне Николай Максимов ятлӑ ҫынна лартнӑ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм каланӑ тӑрӑх, е ун ятлӑ ҫын, е ҫав ҫын унччен Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Ирина Кошкина вара ку вырӑнсӑр юлнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ Виктор Кочетков вара ҫак ведомствӑн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ асӑннӑ ведомствӑра пуҫлӑхра унччен тӑрӑшнӑ Сергей Димитриев республикӑра ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ Ӗҫ министерствине ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Темиҫе кун каялла, раштавӑн 30-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта предприяти малашне епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Предприятири лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура та (вӑл раштавӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ) сӳтсе явнӑ. Обществӑра кайӑк-кӗшӗк апачӗ пӗр уйӑхлӑха, ветеринари препарачӗсем 2–3 эрнелӗхе кӑна ҫитеҫҫӗ-мӗн тата предприятин ҫутӑшӑн тата налук тӳлессипе парӑмсем те пуррине палӑртаҫҫӗ. Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсен 49 проценчӗ республика аллинче пулнине кура Чӑваш Ен влаҫӗсен лару-тӑрӑва ҫирӗп асӑрхаса-сӑнаса тӑмалла. Ку шухӑша Михаил Игнатьев Элтепер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |