«Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) бюджетлӑ авиакомпани билет хакӗсене ҫывӑх вӑхӑтра ӳстерме пултарать. Ҫакна унтисем хӑйсен принциплӑхӗпе сӑлтавланӑ-мӗн. «10 килограмм таран таякан багажа тата салона 18 тӗрлӗ япала хурассине тарифа кӗртӗпӗр», — ӑнлантарнӑ унтисем.
Принцип енне каясси вара Ространснадзор авиакомпание хӗрарӑм рюкзакӗсене салона тӳлевсӗр хума хушнипе ҫыхӑннӑ. Капла хушупа килӗшмесӗр авиакомпани Мускаври Арбитраж судне ҫитнӗ, анчах тӳресем ӑна майлӑ пулман.
Рюкзакпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хӑй вӑхӑтӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа сиксе тухнӑ. Ӑна ҫав хатӗршӗн хушма укҫа тӳлеттернӗ. Чечек пек чипер депутат кунпа килӗшмесӗр тӗрӗслевҫӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Билетсене йӳнӗпе сутакан авиакомпани тупӑшӑн пӗр пайне багажшӑн тӳлеттерсе тӑвать иккен. Тӳлевсӗр багаж списокне анлӑлатма тивсен авиакомпани билета хаклатасси пирки асӑрхаттарнӑ.