Республикӑри 17 районта кӗрхи тыр-пула пухма тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи малтан вырмана кӑнтӑр енчи районсем тухаҫҫӗ. Кӑҫал вара Ҫӗрпӳ районӗ уй-хире чи малтан тухнӑ.
Андрей Хорошавин фермер хуҫалӑхӗнче акмалли лаптӑка ҫулсерен пысӑклатса пыраҫҫӗ. 3800 гектара ҫӗр ҫине тулӑпа ыраш ҫеҫ мар, рапс, йӗтӗн, горчица, хура тул, пӑрҫа, ясмӑк та акнӑ. Йӑлтах хӗвеланӑҫри ҫӗршывсене ӑсатаҫҫӗ вӗсем. Фермер Турципе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.
Хуҫалӑхра тулла республикӑри вӑтам кӑтартуран ытларах пухса илеҫҫӗ. 1 гектартан 30 центнертан кая мар выраҫҫӗ вӗсем. Комбайн пучахсене ҫеҫ вырать, туни хӗл каҫма юлать. Ҫапла ҫӗре тутлӑлантарасшӑн.
Ҫӗрпӳ районӗнчи 6 хуҫалӑх вырмана тухнӑ. Хальлӗхе 380 гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ, 930 тонна тырӑ ҫапнӑ. Ҫанталӑк парсан вӗсем икӗ эрнере ӗҫе вӗҫлесшӗн.
Хальлӗхе республикӑра 2 пин ытла гектар ҫинчен тыр-пул пухса кӗртнӗ. Вӑтамран 1 гектартан 27 центнер туса илеҫҫӗ. Чи пысӑк кӑтарту хальлӗхе Патӑрьел районӗнче. Вӗсем 1 гектартан 44 центнер тырӑ туса илеҫҫӗ.