Шупашкарти «Акконд» кондитер хапрӑкӗ Тӑвай районӗнче ял хуҫалӑхне ҫирӗп аталантарать. «Акконд Молоко» (чӑв. Акконд сӗт) ят панӑ хӑйӗн предприятине кӑҫал кӑна 50 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ. Ӗнер предприяти 250 пуҫ пӑрулӑх ҫӗнӗ вите уҫнӑ.
Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал предприяти пӑру вити иккӗ тунӑ, тырӑ хранилищи, утӑ хранилищи хута янӑ, ӗне сумалли зала юсаса ҫӗнетнӗ, сӗт цехне анлӑлатнӑ.
«Акконд Молоко» продукцие тӗрлӗ хутаҫпа кӑларать, ҫав шутра — кӑкшӑм евӗрлине те. Ҫимӗҫ предприятин лавккисене кӑна мар, ытти суту-илӳ точкисем тӑрӑх та саланать.
Ҫӗнӗ пӑру вити уҫнине кура сӗт туса илессин калӑпӑшӗ предприятире малашне те ӳсессе шанаҫҫӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма тӗрлӗ тӳре-шара, ҫав шутра Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, хутшӑннӑ.