Тӗнче тетелӗ
![]() Павел Дуров йӗркелесе пуҫарса янӑ тепӗр мессенджер Telegram ҫӗнелсе тухать: унта ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш чӗлхине кӗртмелле. Кун пирки Фейсбукри «Ирӗклӗх» ушкӑнра Yuman Yagut-Timӗr хыпарланӑ. Telegram — пӗр-пӗринпе хутшӑнмалла приложени. Ӑна «Контактра» халӑх тетелне пуҫарса янӑ Раҫҫей усламҫи, программисчӗ, Википединче хыпарланӑ тӑрӑх, тенкӗллӗ миллиардер, Павел Дуров, пуҫарнӑ. Telegram мессенджера пуҫарас шута пултаруллӑ ҫамрӑк 2011 ҫултах тытнӑ. Шифр технологине унӑн пиччӗшӗ, Николай, вӑл — математик, йӗркеленӗ. 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫӗнӗ мессенджера iOS платформа никӗсӗ ҫинче ӗҫлеттерсе янӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Телеграмм блог-платформӑпа пуянланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче асӑннӑ мессенджер урлӑ янӑ ҫырусене ҫавсен авторне хуратмалли функци (ҫав ҫырӑва илнӗ ҫын ун хыҫҫӑн ӑна вулаймӗ) кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |