Чӑваш Енре пенсионера ҫаратнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм патне палламан арҫын кӗрсе тӑнӑ. Хайхискер хӑйне газовик тесе паллаштарнӑ. «Газовик» газ плитине тӗрӗслеме пуҫланӑ. Пӗр плита ӗҫлемен, унпа шкап пек усӑ курнӑ. Кун пирки пӗлтерсен газовик унти япаласене кӑларма хушнӑ. Ӑпӑр-тапӑр хушшинче укҫа та пулнӑ.
Укҫана хӗрарӑм пӳлӗме илсе кайса хунӑ. Тепӗртакран арҫын ун хыҫҫӑн кайнӑ. Каярахпа хӗрарӑм 80 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ.
Арҫын 30 ҫулти пек курӑнать, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Тӗттӗм тӗслӗ тумланнӑ. Вӑл ӑҫта иккенне пӗлекенсене 02 (020) номерпе шӑнкӑралама ыйтаҫҫӗ.