Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шӑпарлансем канакан вырӑнсенче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ.
Специалистсем уйлӑхри пӳлӗмсенче тивӗҫлипе тасатманнине, вӗсене вӑхӑтра уҫӑлтарманнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑванмалли пӳлӗмсенче крансем йӗркеллӗ ӗҫлемен. Аслисем ачасен кун йӗркине те тивӗҫлипе йӗркелемен.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑшӗн (ку ачасене апатланӑвне, пурӑнмалли условисене те пырса тивет) 214 административлӑ протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе штрафсем 614,8 пин тенкӗлӗх пухӑннӑ.