Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.08.2016 09:02 | 6244 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Пӑтӑрмахсем

Нумаях пулмасть тӑванӑн телефонӗ ҫине СМС-ҫыру килчӗ. «Ывӑлӑр аварие лекнӗ. Ӑна пула ҫынсем аманнӑ. Ӑна тӗрмерен хӑтарас тесен укҫа тӳлеме тивӗ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлама пултаратӑр», — тесе ҫырнӑ унта. Тӑванӑм ватлӑх енне сулӑннӑ. Унӑн ывӑлсем те, хӗрсем те пур. Ҫырӑва курсан хӑраса ӳкнӗ вӑл. Ара, мӗнле амӑшӗн тӗпренчӗкӗ пирки кунашкал хыпар пӗлсен сехри ан хӑптӑр? Тӳрех шӑнкӑравлама тӑнӑ вӑл. Юрать, кӗҫӗн хӗрӗ юнашар пулнӑ. Вӑл ултавҫӑсен серепи пулнине тӳрех ӑнкарнӑ.

Вӑхӑт иртнӗ. Хуравламаннине кура лешсем татах тапӑннӑ. Унашкал СМС-ҫырусем татах янӑ. Юлашкинчен кӗҫӗн хӗрӗ чӑтайман — кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ та эх! тустарнӑ та тустарнӑ. Кун пирки полицие пӗлтерессипе хӑратсан ҫеҫ хӑпнӑ ҫавскер.

Кунашкал тӗслӗхсем нумай тӗл пулаҫҫӗ. Шӑнман пӑр ҫине ларса юласси инҫех мар. Уйрӑмах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ӗненеҫҫӗ ултавҫӑсене.

Ултавҫӑсем ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуяҫҫӗ. Пӗр хӗрарӑм ачипе Шупашкар урамӗпе пынӑ. Вӗсем патне палламан хӗрарӑм пынӑ. «Сирӗн умран иртсе каяймастӑп. Эсир хӑрушлӑхра», — тенӗ вӑл. Лешӗ хӑраса ӳкнӗ. Ара, унӑн ҫемйинче чӑнах та пӑтӑрмахсем пулнӑ. Ҫитменнине, ҫав самантра, «экстрасенс» килӗ патне утнӑ чухне, ӑна тав тӑвакан ӑнсӑртран тупӑннӑ. Хайхи экстрасенс ҫемьене «тасатмашкӑн» укҫа кирлине пӗлтернӗ. 40 пин тенке экстрасенс ҫав кунах ҫав вырӑнта тавӑрса пама шантарнӑ. Анчах йӗп пек ҫухалнӑ вӑл.

Нумаях пулмасть Муркаш районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм та суя-экстрасенсран шар курнӑ. Ун пирки вӑл телевизорпа курса пӗлнӗ. Хӗрарӑм ҫемьере хуйхӑ пулнӑ. Экстрасенс йӑлтах вырӑна лартма шантарнӑ, йӑла-йӗркене пурнӑҫлама пӗр вӗҫӗм укҫа ыйтнӑ. Лешӗ 700 пин тенке яхӑн тӑкакланӑ.

Ҫемьере пӑтӑрмах сиксе тухсан экстрасенсран пулӑшу кӗтмелле мар. Тен, вӗсем гипнозпа усӑ курса ҫынна чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ? Ҫӑмӑл мелпе пуйма ӗмӗтленекенсем халӗ нумай. Кун пирки йӗрке хуралҫисем кашни кун чан ҫапсан та ҫынсем ултавҫӑсене ӗненме пӑрахмаҫҫӗ.

Манӑн тӑванӑм та чутах вӗсен аллине ҫакланман. Усал хыпар пӗлсен ҫын тӳрех ҫухалса каять, ун пек самантра ӑна мӗн хушан — ҫавна пурнӑҫлать вӑл. Ывӑлӗ е хӗрӗ, тӑванӗ инкеке ҫакланнине пӗлсен чи малтан ун патне шӑнкӑравласа пӗлмелле. Чӑнах та пулӑшу кирлӗ-и ӑна?

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ултав, #инкексем, #пулӑшу

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем