Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чемен картинче» Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.01.2016 18:57 | 1977 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра паян Шупашкар районӗн Елки иртрӗ. Влаҫрисем ӑна «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панӑ.

Уяв Вӑрманкас-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче иртнӗрен ҫак тӑрӑхра вырнаҫнӑ кашни ял тенӗ пекех (мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрин картишӗ пуш-пушахччӗ, юрпа витӗннӗскер выртатчӗ) хӑйсен картишне Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе тата Сурхурипе капӑрлатма ӗлкӗрнӗччӗ. Ку ӗҫе вӗсем сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр темиҫе кун хушши тунӑ. Кашни ял тӑрӑхӗ унсӑр пуҫне хӑй тӑрӑхӗнчи техӗмлӗ апатпа хатӗрлеме тӑрӑшрӗ. Уява пынӑ кашни хӑна тенӗ пекех вӗсен техӗмлӗ апатне тутанма пултарчӗ, вӗри чейпе картишре пӗҫернӗ тӗрлӗ апат сивӗ ҫанталӑкра шӑннӑ ҫынсене ӑшӑнма май пачӗ.

«Этнозима» уява ирттерекенсем вырӑсла хатӗрленӗ — ертсе пырассине те, юрӑ-кӗвӗпе илемлетессине те. Чӑвашла юрӑ-ташӑ та пурччӗ, анчах вӗсем уявра тӗп вырӑнта пулмарӗҫ.

Тӳре-шарасенчен уява Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Андрей Николаев тата район администрацийӗн ертӳҫи Георгий Егоров ҫитнӗ. Вӗсем пухӑннӑ халӑха Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламларӗҫ. Калама кӑмӑллӑ, Георгий Егоров хӑйӗн сӑмахне тап-таса чӑвашла каларӗ.

Уява вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи халӑх ҫеҫ мар, республикӑран килнӗ хӑнасем те пухӑннӑ. Ҫав шутра ентешлӗх пуҫлӑхӗсем те пулчӗҫ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр пухӑннӑ халӑха Ентешлӗхсен канашӗн ертӳҫи, «Денд-а-мед» пуҫлӑхӗ Зорин Юрий Александрович саламларӗ. Вӑл та хӑйӗн сӑмахне чӑвашла каларӗ.

Кунӗ сивӗ пулин те кунта пухӑннисем валли тӗрлӗ аттаркционсем ӗҫлерӗҫ: шуса анмалли вар, юрҫӳренпе (снегоходпа) те, тройка лашапа та, кӳлнӗ йытӑсемпе те ярӑнасси, вӗрен тӑрӑх утма хӑнӑхасси тата ытти те.

«Ку уява эп Якатуй тенӗ пулӑттӑм», — пӗлтерчӗ хӑйӗн шухӑшне ҫак тӑрӑхра ҫуралнӑ паллӑ ӑсчах Виталий Станьял, — «Акатуй — ҫуллахи уяв, ку вара хӗллехи». Чӑн та яка вар тӑрӑх та, ҫунасемпе те ачасем хӗвӗшсех ярӑнатчӗҫ.

Уяв ял халӑхне те, хӑнасене те кӑмӑла кайни лайӑх сисӗнетчӗ.

Аса илтеретпӗр, «Чемен картине» Эдуард Бахмисов тӑрӑшнипе, Сергей Сорокин усламҫӑ пулӑшнипе Виталий Станьял ҫуралнӑ ял ҫывӑхӗнче йӗркеленӗ. Кунта ялсен картишӗсемпе турул таврашӗсене кӑна мар, вӑрманта пура та вырнаҫтарнӑ. Иртнӗ ҫул ку вырӑнта чылай пысӑк мероприяти иртрӗ, кӑҫал та вӗсен шучӗ сахал мар пуласса шанма пулать.

#Станьял, #Шупашкар районӗ, #Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, #Ҫӗнӗ ҫул, #уявсем

 

Сӑнсем (87)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем