Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Куславккасем те Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне уҫӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.02.2016 18:49 | 1517 хут пӑхнӑ
Культура Куславккасем - Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта ирттернӗ уявра.
Куславккасем - Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта ирттернӗ уявра.

Трак тӑрӑхӗнче (Красноармейски районӗ) Кино, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗсене тата Элли Юрьевӑн ҫулталӑкне Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Иртнӗ эрнекун вара Шупашкарти филармони залӗнче Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ уяв мероприяти иртрӗ. Унта ытти тӑрӑхрисемпе пӗрлех куславккасем те пулнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта: «Паян пирӗн пурсӑмӑрӑн та пӗр тӗллев — ҫитӗнекен ӑрӑва ӗҫ ҫыннине сума сунма, унӑн пархатарлӑ ӗҫне ӑша хывса пурӑнма вӗрентесси. Тӑван ҫӗршывӑмӑра, тус-юлташсене хисеплеме, вӗсемшӗн чунтан тӑрӑшса вӗренме, ӗҫлеме пулӑшасси», — тесе палӑртнӑ.

Ҫак эрнере, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Раҫҫейре палӑртнӑ кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне Куславкка районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.

#Элтепер, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, #Красноармейски, #юбилейсем, #культура, #Кино ҫулталӑкӗ, #Куславкка районӗ, #ӳнер

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем