Чӑваш Енри влаҫ органӗсем коммуналлӑ тӑкакшӑн тӳлеменнисене асӑрхаттараҫҫӗ. Парӑма татмасан хваттертен барака куҫарма сӗнеҫҫӗ вӗсем.
Кунашкал мелпе Раҫҫейри темиҫе регионта усӑ кураҫҫӗ. Раҫҫейре кунашкал парӑмӑн хисепӗ триллиона яхӑн ҫитнӗ. Ку хисеп, шел те, ӳсме пӑрахмасть. Коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеменнисене барака куҫарма тытӑннине Мускав округӗнчи хаҫат та пӗлтерет. Пӗр арҫын 35 пин те 250 тенкӗ тӳлемен. Ӑна общежитие куҫарнӑ. Ытти хулара хальлӗхе парӑмҫӑсем тӗлӗшпе ҫирӗпех мар-ха: электроэнергие, ӑшӑ шыва, газа чарса лартаҫҫӗ.
Хӑш-пӗр хулара парӑмҫӑсен канализацине хупма тытӑннӑ. Анчах ку та пулӑшмасть-мӗн. Пӗр хӗрарӑм хӑйӗн каяшӗсене чӳречерен ывӑтма пуҫланӑ.
Чӑваш Енре лару-тӑру кӑшт урӑхларах. Хваттер хуҫисем мар, коммуналлӑ компанисем парӑма кӗреҫҫӗ.