Элӗк районӗнчи Тени ялӗнче пурӑнакан ватти-вӗтти пӗрле пухӑнса спорт уявне пуҫтарӑннӑ. Вырӑнти тӳре-шара мероприятие нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна вӗсем Спортӑн хӗллехи енӗсен кунне халалланӑ.
Спортӑн хӗллехи енӗсен кунне пирӗн ҫӗршывра икӗ ҫул каялла кӑна ирттерме йышӑнчӗҫ. Ӑна Сочинче иртнӗ Олимпиадӑна уҫнӑ кун палӑртаҫҫӗ.
Тенинче ҫӑматӑ пемелле тупӑшас шухӑша вӑл тӑрӑхри ял администрацийӗ тата хӗрарӑмсен вырӑнти канашӗ тытнӑ.
Ӑмӑртӑва пуҫтарӑннисене Тени ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Васильева саламланӑ.
Урана ҫӑматӑ тӑхӑннисем кӑна мар, урӑх йышши атӑ-пушмакпа пынисем те ялти спорт уявне кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Тени шкулӗнчи тӑххӑрмӗш класс ачисем юрӑ-ташӑпа хаваслантарнӑ.