Сумлӑ сӑмах
Тӗнчере
Ҫак кунсенче эпӗ 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳреве хутшӑнтӑм. Кӑҫал унӑн ҫулӗ Казахстан ҫӗрне выртрӗ, Туркестан хулине. Ҫавна май ҫул ҫинче тунӑ хӑш-пӗр шухӑшсемпе паллаштарас килет. Пӗрремӗшӗ. Пилӗк пӳрне пирки чӑваш юмахне илтсе пуль? Манса кайнӑ пулсан аса илтерме те пултаратӑп. Пилӗк пӳрне улаха пухӑннӑ та калаҫаҫҫӗ тет. «Ҫиес килет», — тет пуҫ пӳрни. «Укҫа ҫук», — хуравлать шӗвӗр пӳрне. «Кивҫен илес», — калать вӑтам пӳрни. «Илсен парасси», — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет ятсӑр пӳрни. Кача пӳрни вара: «Ҫиес те тарас!», — терӗ тет татӑклӑн. Юмах кӑна-ха та, анчах ҫак пӗчӗк юмахра та тӗпчемелли, ҫӗннине пӗлмелли пайтах. Пӳрне ячӗсене вӗренме лайӑх пулни пирки халь асӑнса тӑмӑп. Сӑмахӗ вара кача пӳрнин сӗнӗвӗ ҫинчен. Ак халь ҫул ҫинче пултӑм та ҫак юмах аваллӑхӑн хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне уҫса пама пултарнине куртӑм. Сӑмахран, авал хупахсенче мӗнле апатланни пирки. Мӗншӗн тарасшӑн-ха кача пӳрне? Хуравӗ вара ҫиелте иккен. Ҫул ҫинче чайханасене сахал мар кӗрсе тухрӑмӑр. |
Политика
![]() Ӗнер Шупашкар ҫывӑхӗнчи Ҫӗктер поелокӗнче депутатсем пулнӑ. Вӗсене унта пурӑнакансем чӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ депутачӗ Сергей Семенов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, пухӑва пуҫтарӑннисенчен ытларахӑшӗ — Инҫет Ҫурҫӗртен куҫса килнисем. Сергей Семенов депутат нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫуршар ҫул вӗри шывсӑр пурӑннинчен тӗлӗннӗ. Сивӗ шыв пур иккен, анчах вӑл аран юхать. Оппозици шутланакан парти пайташӗ тепӗр парти пайташӗсене ҫавӑншӑн ӳпкелени сисӗнет. Лешсем суйлав кампанийӗ вӑхӑтӗнче ку ыйтӑва татма шантарнӑ имӗш. «Ҫынсем питӗ кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, пулӑшу пулассине тата влаҫа ӗненмеҫҫӗ!» — тенӗ Сергей Семенов. Тӗлпулӑва пынисене депутат коллективлӑ ҫыру хатӗрлеме сӗннӗ. Ӑна вӑл республика прокурорӗ патне ҫитерме, хускатнӑ ыйтусемпе ӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Етӗрнери спирт савучӗ Етӗрнери спирт савучӗ, унччен 7 ҫул хушши ахаль ларнӑскер, ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Нумай пулмасть унта Иван Моторин премьер-министр та пырса кайнӑ. Хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑнана каласа панӑ тӑрӑх савут хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех пуҫланӑ, анчах малтанах унти оборудованипе кӑлтӑксем сахал мар сиксе тухнӑ. Тултаракан аппаратӑн операторӗ Николай Платонова ӗненес пулсан хальхи вӑхӑтра пур станок ӗҫне те йӗркеленӗ, вӗсем чӑхӑмламасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тавар кӑларас енӗпе те малтанхи калӑпӑш таран ӳснӗ. Андрей Егоров директор пӗлтернӗ тӑрӑх хуҫалӑха ҫӗнӗрен ӗслеттерсе янӑ хыҫҫӑн кӗленчесен дизайнне улӑштарнӑ, анчах рецептурине малтанхинех хӑварнӑ. Паянхи кун спирт савучӗ пурӗ 12 тӗс ҫутӑ эрех кӑларать. Ӑна республикӑра тата ун тулашӗнче сутаҫҫӗ. Сӑмах май, хӑйӗн спиртне (унпа вӗсем маларах мухтанатчӗҫ) Етӗрнери савут кӑлармӗ. Ку саккуна хирӗҫлет имӗш — пӗр вырӑнтах спирт та водка та кӑларма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Опурӑпа балет театрӗ (2014). Н. Плотников тунӑ сӑн Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Раҫҫейри чи пысӑк тупӑшлӑ 25 театр йышне лекнӗ. Укҫа-тенкӗне РБК журнал шутласа тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ савӑнмаллиех мар — хыснаран илекен укҫа-тенкӗне шута илмесен Раҫҫейре пӗр тупӑшлӑ патшалӑх театрӗ те ҫук. Театрсене тишкерме аналитиксем Раҫҫейри 650 патшалӑх театрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗсемпе тӑкакӗсене илнӗ. Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна 7 823 млн тенкӗ пӗтӗмӗшле тупӑшпа Раҫҫей Пысӑк театрӗ йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ рейтингра 19-мӗш вырӑна лекнӗ: пӗтӗмӗшле тупӑш 137 млн тенкӗ, комерциллӗ тупӑш — 16 млн тенкӗ, тӑкак — 100 млн тенкӗ. Чи нумай укҫаллисен йышне ҫавӑн пекех И.Гончаров ячӗллӗ Чӗмпӗрти драма театрӗ (17-мӗш вырӑн), Удмуртин вырӑс драма патшалӑх театрӗ (20-мӗш вырӑн) лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Никитӑпа пӗрле ҫула тухма шут тытнӑ Настя Сафонова Тӗнче тӑрӑх ҫулҫӳреве велосипедпа тухнӑ Никита Васильев пирки эпир сире пӗлтерсех тӑтӑмӑр. Халь чӑваш ҫулҫӳревҫи пирки тепӗр хыпар ҫитрӗ — ҫул ҫинче вӑл халь пӗччен мар иккен, унпа пӗрле Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова пырать. Хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса (Ҫӗнҫӗпӗр хулинче радиоертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ) вӑл Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ. Барнаула ҫитнӗ хыҫҫӑн Наҫтука ҫӗнӗ велосипед парнеленӗ, хула ҫыннисем ӑна ҫула хатӗрлесе янӑ. Сӑмах май вӑл ку вӑхӑт тӗлне хӑйӗн пӗрремӗш 100 ҫухрӑмне та хыҫа хӑварнӑ. «Акӑ Наҫтукӑн пӗрремӗш ҫӗр ҫухрӑм те пулчӗ. Эпӗ чӑн та тӗлӗнтӗм. Унччен нихҫан та йывӑр ҫӗклемпе инҫе ҫула тухман хӗршӗн Настя питӗ лайӑх пырать. Ӑна кӗтме тивменнипе пӗрех, сӑртсем ҫинелле ҫеҫ уншӑн хӑпарма йывӑртарах. Анчах вӑхӑт кӑна тӳрлетӗ. Мӗн калас, эпӗ хам та ывӑннӑскер», — ҫапларах нумай пулмасть пӗлтернӗ Никита хӑйӗн блогӗнче. Аса илтеретпӗр, Никита хӑйӗн ҫулҫӳревне 2015 ҫул вӗҫӗнче тухнӑ. Вӑтам Азире хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Инҫет Тухӑҫалла ҫул тытнӑ. Тепӗр хӗле Никита Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азире ирттернӗ — Китайра, Вьетнамра, Лаосра, Камбоджӑра, Тибетра, Монголинче пулнӑ. |
Хулара
![]() Шупашкарта ача пахчи умӗнче хир сыснисем чупса ҫӳренӗ. Ҫынсем ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ. Хир сыснисене иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. 21 сехетре Магницкий урамӗнче хир сыснисен кӗтӗвӗ иртсе кайнӑ. Ачасем те инҫех мар вылянӑ. Аслисем вӗсене айккинелле илсе кайнӑ. Ара, хир сыснисем шар кӑтартма пултараҫҫӗ-ҫке-ха. Видеокамерӑсем те хир сыснисене ӳкерсе илнӗ. Ҫав кӗтӗвех, ахӑртнех, Ботаника сачӗ ҫывӑхӗнче ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре пулнӑ. Унта та вӗсене камера ӳкерсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ташлама вӗрентӗҫ Шупашкар хулинче ташлама тӳлевсӗр вӗрентӗҫ. Ку ӑсталӑха алла илес е ансат хусканусене вӗренес текенсен кӗсйи ҫӳхелменни паха ҫеҫ мар, занятисем уҫ сывлӑшра, урамра, иртни. Хӗрлӗ лапамра занятисем ҫу каҫипех иртӗҫ. Ҫанталӑк начар пулсан ҫеҫ килте ларма тивӗ. Хитре ҫанталӑкра эрнекунсерен, шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен 18 сехетре йыхравлаҫҫӗ. Ташша юратакансене шӑматкунсерен, 16 сехетре, Лакрей вӑрманӗнче те хапӑл тӑвӗҫ. Унта "Ретро" стилӗллӗ канмалли кун" проект пурнӑҫланннӑ май чуна ҫывӑххине тупма май килӗ. «Капелия», «Стиляги», «РИТМ», «ASTA-DANCE», «ФЛЭЙМ» ташӑ студийӗсемпе шкулӗсем сальсу тата хастл, танго тата свинг, бал ташши, street dance, вальс, бачата, блюз, ча-ча-ча тата ытти хӑш-пӗр ташша вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Францире сумлӑ «Тур де Франс» велочупу старт илет. Унта пирӗн ентеш Григорий Чернов та хутшӑнӗ. Гриша велочупӑва хӗллех хатӗрленме тытӑннӑ. Ку унӑн пирвайхи опычӗ мар, 2014 ҫулта вӑл ҫакнашкал ҫула парӑнтарнӑ. Вӑл «В» категорире тупӑшӗ. Велочупӑва Европӑри ҫӗршывсенчи 10 пин ытла ҫын хутшӑнӗ. АПШран та килӗҫ. Профессионалсем 3 тата 4 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ. Юлашки эрнере спортсменсен пӗр хутчен ҫеҫ канма юрать. Тур вӗҫӗнче кам пӗрремӗш ҫитет – ҫавӑ ҫӗнтерӳҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Клавдия Афанасьева Паян, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Польшӑра 23 ҫулчченхи ҫамрӑксен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европа чемпионачӗ пуҫланнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыври икӗ спортсменка лекнӗ. Анчах иккӗшӗ те вӗсем нейтралитет мелӗпе тупӑшаҫҫӗ. Кристина Сивкова спринтра ӑмӑртӗ, Чӑваш Енри Клавдия Афанасьева вырсарни кун, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, старта тухӗ. 20 километра тупӑшма хӗрсем Мускав вӑхӑчӗпе 12 сехетре тӑрӗҫ. Унта ҫӗнтерсен Чӑваш Енри хӗрӗн Лондонра ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен иртекен Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче Клавдия ҫитӗнӗвне питех те шанаҫҫӗ. Унтисем каланӑ тӑрӑх, Европа стартне тӑракансенчен унӑн рекорчӗ — 1:26.37 чи лайӑххи. Сезонта та вӑл ыттисенчен лайӑх кӑтартупа( 1:28.29) палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти Трактор музейӗнче чӑваш туй сыпӑкне ӳкернӗ. Ӑна ҫитес уйӑхра «Играй, гармонь любимая» (чӑв. Выля, юратнӑ купӑс) кӑларӑмра кӑтартассине пӗлтереҫҫӗ. 1986 ҫултанпа эфира тухакан кӑларӑма Трактор музейӗнче ӳкерме аваллӑх управҫисем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн. Музейра Геннадий Заволокинӑн «Частушка», Агрегат савутӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем, республикӑри тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. «Играй, гармонь любимая!» кӑларӑм ертӳҫисем Анастасия тата Захар Заволокинсем музейпа паллашнӑ, унтисене телекӑларӑм ячӗпе парне панӑ. Музейра вара чӑваш туйӗш сыпӑкне тата ытти хӑш-пӗр сценӑна ӳкернӗ. Чӑваш Енри пултаруллӑ купӑсҫӑсем тата ушкӑнсем эфира авӑн уйӑхӗнче тухӗҫ. Шӑпах ҫавӑн чухне телекӑларӑма куракансем патне ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.