Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Зотов суранӗсем. К.Ишутов тунӑ сӑн Иртнӗ кӗҫнерникунпа эрнекун хушшинчи каҫхине «СНЕГ» харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем саккуна пӑсса ӗҫлекен казиносене тӗрӗслеме тухнӑ Константин Ишутовпа Сергей Зотова хастарсене хӗненӗ. Чи малтанах хуралҫӑсем хулари Вокзалҫум урамӗнчи 1д ҫурта ҫитнӗ Сергей Зотова тытса чарнӑ. Ӑна пулӑшма Константин Ишутовпа Алексей Лапшин тухнӑ, анчах вӗсене те вӑйпа пӳлӗмре тытса хупнӑ. Хастарҫӑсем темиҫе вӑхӑт хушши йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравласа ҫитеймен. Подвалти пӳлӗмрен тухма хӑтланнӑ чухне харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем хастарсене вӑйпа тытса чарма хӑталаннӑ, суранлатнӑ, хаклӑ фотоаппарата ҫӗмӗрнӗ. Хастарсенчен Алексей Лапшин кӑна хӗн курман. Саккуна пӑсса ӗҫлекен астармӑш вӑйӑ заведенийӗсемпе Константин Ишутовпа ытти хастарсем Шупашкарти пӗр суту-илӳ ҫуртӗнче казино асӑрханӑ хыҫҫӑн пуҫланӑ. Унашкал вырӑнсем хулара йышланнин сӑлтавне хастарсем Сергей Неяскинпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӑл республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн вырӑнне ларнӑ хыҫҫӑн имӗш астармӑш вӑйӑ заведенийӗсем хулара йышланса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски районӗнчи йӗрке хуралҫи асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ, халӗ унпа малалла ӗҫлеҫҫӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 27-ри йӗрке хуралҫи «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Ҫанталӑк условийӗ те начар пулнӑ. Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне вӑл икӗ арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсем вилмеллех аманнӑ. Инкеке тата пӑтӑрмаха лекнӗ йӗрке хуралҫи ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман. Тухтӑрсем вӑл руль умне ӳсӗрле ларнине палӑртман. Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ пакунлӑ ҫамрӑк этеме саккун 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян Канаш районӗнче лашапа ӑмӑртакансем тупӑшнӑ. Вӗсем Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсен спартакиади умӗн иртнӗ. Тӳре-шаран ӑмӑртӑвӗ пуҫланиччен Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Канаш районӗнчи лашасемпе тупӑшу йӗркеленӗ. Вӗсем вӑкӑр, така тата хур выляттарнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче камсем ҫӗнтернине тата маларах асӑннӑ выльӑх кама тивнине асӑнман. Тӳре-шара ӑмӑртӑвӗ пирки каласан вӗсем мини-футбол, хутӑш эстафетӑра (кунта чупса тата велопед ҫине ларса ҫӗнтерӳшӗн талпӑннӑ) тата вӗрен туртассипе тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва уҫма республика Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, культура министрӗн ҫумӗ Иван Архипов хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шӑмӑршӑри шкулта ӗҫлекен вӗрентекен Константин Кусаинов кире пуканӗ йӑтас енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивале тата Казахстанӑн кире пуканӗн триатлонӗ енӗпе йӗркеленнӗ пӗрремӗш уҫӑ чемпионатне хутшӑннӑ. Константин Кусаинов ачасене вӑй-хал культурине вӗрентет. Вӑл 100 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Кире пуканне тӗртсе ҫур сехетре 385 хутчен ҫӗкленӗ вӑл. Унччен кӑшт маларах вара «Олимпийское троеборье» хусканура мала тухнӑ. Ҫапла майпа Шӑмӑршӑ арҫынни икӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Халӗ Константин Кусаинов кирек пуканӗн триатлонӗ енӗпе иртекен Пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑна хатӗрленет. Вӑл Беларуҫри Витебск хулинче иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти 2-мӗш шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ чухне ҫурӑлман мина тупнӑ. Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ ОМОН ӗҫченӗсем вӑл 82 миллиметрлӑ минометлӑ мина пулнине ҫирӗплетнӗ. Шкулта тупнӑ мина ҫын сывлӑхӗшӗн тата пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Ҫар припасне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна взрыв пуласран контейнера хурса ятарлӑ полигона илсе тухнӑ, унта тӗп тунӑ. Халӗ ҫав мина вӗренӳ учрежденине мӗнле лекнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова постановление ала пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, «фанфурик» малашне те сутма юрамӗ. Ку йышӑну хальлӗхе 3 уйӑх вӑйра пулӗ. Право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ постановленире палӑртнӑ тӑрӑх, шӗвекре этил спирчӗ 28 процентран нумайрах тӑк сутма юрамасть. Ҫавӑн пекех спиртран тунӑ апат хушкӑчӗсене, ароматизаторсене сутма чарнӑ. Ку йышӑну кантӑк ҫумалли шӗвексене пырса тивмест. Аса илтерер: «фанфуриксене» пӗрремӗш хутчен пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче сутма чарнӑ. Унтанпа чарӑва икӗ хутчен тӑснӑ: 60 тата 90 кунлӑха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти ҫӑлавҫӑсем путакан хӗрачана ҫӑлнӑ. Икӗ хӗр пӗрчи шӑпӑрлансен шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. 19 сехет те 19 минутра Евгений Ильин тата Геннадий Кириллов ҫӑлавҫӑсем шывра икӗ ҫын сулкалашнине асӑрханӑ. Пӗри путнӑ, тепри пулӑшу ыйтса кӑшкӑрашнӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӳрех пулӑшма васканӑ. Путаканни 10 ҫулти хӗрача пулнӑ. Вӑл пляжа ашшӗ-амӑшӗсӗр килнӗ. Ӑна шывран кӑларсан ҫывӑх ҫыннисене панӑ. Ҫӑлавҫӑсем хытарсах асӑрхаттараҫҫӗ: ачасене пляжа, шыва кӗме пӗччен ямалла мар. Ҫыран хӗрринче полици дежурствӑра тӑрать. Аслисемсӗр ҫӳрекен ачасене курсан тӳрех йӗрке хуралне ӑсатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Экономика министрне Владимир Аврелькина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, ку наградӑна ӑслӑлӑхра, экономикӑра, социаллӑ культурӑра, общество тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсенче палӑрнӑ ҫынсене параҫҫӗ. Ку таранччен Владимир Аврелькинӑн ЧР Промэнерги министерствин, РФ Промторг министерствин хисеп хучӗсем пулнӑ. Владимир Аврелькин министерствӑна 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен ертсе пырать. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнчен вӑл вице-премьер та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай район администрацийӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ суд умӗнче явап тытнӑ. Вӑл культура ҫурчӗсен директорӗсене темиҫе ҫул укҫа пухма ыйтнӑ: район конкурсне кӗмешкӗн 100-150 тенкӗ илме хушнӑ. Ҫак укҫа культура учрежденийӗн балансӗ ҫине каять тесе суйнӑ та хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫапла майпа вӑл 57 пин тенкӗпе хуҫаланнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл хулари пӗр учреждени директорне хӑйӗн пӗлӗшне методиста ҫур ставкӑпа вырнаҫтарма ыйтнӑ. Анчах леш арҫынӗ ӗҫе тухман, шалӑвне вара ҫав хӗрарӑмпа пайланӑ. Киревсӗр хӑтланнӑ ҫынсене 4,5 тата 2 ҫул та 4 уйӑхлӑха условлӑ майпа айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсен 80 тата 25 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан тӑрӑхра «Ҫӗнӗ хула» микрорайон ҫӗкленнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех. Республика кунӗ тӗлӗнче унта «Новоград» ят панӑ (чӑв. Ҫӗнӗ хула) ача пахчи уҫӑлнӑччӗ. «Ҫӗнӗ хула» ҫывӑх вӑхӑтра тата сарӑлӗ. Унта 8 пин ытла ҫын пурӑнмалӑх нумай хваттерлӗ ҫуртсем тума пуҫлӗҫ. 32 ҫурт ҫӗклеме палӑртаҫҫӗ. Атӑл юханшывӗ ҫывӑххине шута илсе ҫыран еннелли вырӑнта ҫуртсене ҫӳллех тумассине шантараҫҫӗ. Кун пирки ӗнер халӑхпа итлев ирттернӗ чух та асӑнса хӑварнӑ. 27,2 гектар ҫинчи ҫӗнӗ микрорайон та общество инфраструктурине туллин аталантарма шантараҫҫӗ: 320 пепкелӗх ача сачӗ, 1000 ачалӑх шкул тума шухӑшласа хунӑ. Пысӑк хуласенче тата нумай хваттерлӗ ҫуртсенче машинӑсене лартас ыйту сиксе тухнине шута илсе парковкӑсем тата гаражсем тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.