Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан 10-ри шӑпӑрлан путакан ачана ҫӑлнӑ. Ку темиҫе кун каяллах пулнӑ-ха, анчах кун пирки халь тин пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Денис Ведяшов ҫемйипе пляжра каннӑ. Вӑл путакан 6-ри ачана асӑрханӑ та пулӑшма часрах васканӑ. Денис пӗчӗкскер шыв айне ҫухалнине пуринчен малтан курнӑ. Вӑл ӑна юлташӗпе ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. 6-ри ача шыв нумай ҫӑтнӑран кӑвакарсах кайнӑ. Юрать, ҫыран хӗрринче виҫӗ арҫын пулнӑ, вӗсенчен пӗри ачана пирвайхи пулӑшу кӳнӗ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Тухтӑрсем ҫитнӗ тӗле ача тӑна кӗнӗ, анчах мӗн пулса иртнине ӑнланман. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана ҫӑлнӑ Денис 4-мӗш класа куҫнӑ. Вӑл спорткомплекса ҫӳрет, шӑпах ҫавӑнта ишме вӗреннӗ те. Денис ҫемье чи аслӑ ача. Вӑл кӗҫӗннисене ырӑ тӗслӗх кӑтартать Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин халӑх канашӗ тата республикӑри халӑхпа сӑнав комиссийӗ вӑхӑтлӑх изоляторсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсем унта тытса пынисене мӗнле условире усранипе паллашнӑ. Комсомольскинчи вӑхӑтлӑх изолятора лекнисем нимшӗн те кӑмӑлсӑрланман. «Эп кунта час-часах килетӗп. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чей параҫҫӗ, шыв параҫҫӗ, чей вӗретеҫҫӗ! Тӗрмерипе танлаштарсан лайӑх тӑрантараҫҫӗ», — савӑнса каласа кӑтартнӑ пӗри. Чӑн та, камерӑра шыв та, санитари кӗтесӗ те пур иккен. Камерӑна унта лекнисем хӑйсем тасатса тӑраҫҫӗ. Чирлисем, пирус туртакансем тата хӗрарӑмсемпе ҫул ҫитменнисем валли — расна камерӑсем. Патӑрьел районӗнчи изолятор та унти услови енчен тӗрӗслевҫӗсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки РФ спорт министрӗ Павел Колобков хушӑва алӑ пуснӑ. Хушура Чӑваш Енри тӑватӑ спортсмена Раҫҫей спорт мастерӗн ятне парасси пирки каланӑ. Вӗсен йышӗнче Полина Петухова кикбоксер, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем. Сӑмах май, кӑҫал кунашкал хисеплӗ ята пирӗн республикӑри 34 спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр икӗ спортсмен вара тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗн ятне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Кино каҫӗ» акцире тӑватӑ фильм кӑтартӗҫ. Виҫҫӗшӗ – тулли метражлӑ, пӗри – анимациллӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кино каҫӗ» ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Кӑтартмалли фильмсене ахаль суйламан. ТАСС информаци агентствин сайтӗнче вӗсемшӗн сасӑланӑ. Унта ҫак фильмсемшӗн ытларах сасӑ панӑ: «Кухня: Последняя битва» (режиссерӗ Антон Федотов, 12+), «Время первых» (режиссерӗ Дмитрий Киселев, 6+), «28 Панфиловцев» (режиссерсем: Ким Дружинин и Андрей Шальопа, 12+). Пӗчӗккисене вара «Снежная королева-3: Огонь и лед» кӑтартӗҫ. Вӑл анимаци проекчӗсен сасӑлавӗнче мала тухнӑ. Шупашкарта «Кино каҫӗ» акци «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ – 20 сехетре. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Рыбаков уполномоченнӑй Чӑвашри усламҫӑсем ҫур ҫул никам хӳтӗлемесӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн каллех хӳтлӗхе кӗрсе ӳкӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн паянхи хушӑвӗпе тивӗҫе Александр Рыбакова шаннӑ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, омбудсменӑн унчченхи должноҫӗ те усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ. Маларах та вӑл вӗсене пулӑшас енӗпе тимленӗ. Анчах патшалӑх службинче мар. Коммерцилле мар автономи организацийӗнче. Республика ертӳҫипе паян тӗл пулсан Александр Рыбаков хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ, усламҫӑсен правине тата саккунлӑ интересне хӳтӗлессишӗн тата Чӑваш Ен экономикин аталанӑвӗшӗн мӗнпур вӑйне тата пӗлӗвне пама шантарнӑ. Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш АССРӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медале, «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ Морис Яклашкин режиссер паян 70 ҫулхине паллӑ тӑвать. «Хыпар» хаҫатра нумаях пулмасть ун пирки ҫырса кӑтартнӑ материалта Морис Яклашкина Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнчи фельдшерпа акушер ялӗнче санитаркӑра ӗҫленӗ амӑшӗ тухтӑра ярасшӑн пулнине уҫӑмлатнӑ. Канашри медучилищӗне ҫул тытнӑскер унти педучилищӗн музыка уйрӑмне вӗренме кӗрет. Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллине тӑватӑ теҫетке ҫул ертсе пырать вӑл. Чӑваш симфони музыкине сарас тӗллевпе 2000 ҫулта симфони оркестрне йӗркеленӗ. Юбилей ячӗпе ӑна паян ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, ЧР Культура министерстви те саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне пациента паян вертолетпа илсе килнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пекки халиччен Чӑвашра пулман. Вертолетпа килнӗ ҫын Хусанти клиники пульницинче сипленнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут иртнӗ. Пулӑшу кирлӗ арҫыннӑн ҫурӑм шӑммин мӑй патӗнчи пайӗ аманнӑ. Пациента санитари вертолечӗпе илсе килнине Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ ырланӑ, хӑш-пӗр сурансене вӑхӑтра пулӑшу кӳни питӗ паха пулнине каланӑ. Хусанти пациента кӗтсе илме Чӑваш енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов та ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари авиацине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта тата ун ҫывӑхӗнче ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнине кашниех сисрӗ-тӗр. Тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Хулара ырӑ мар шӑршӑпа «киленсе» ывӑннӑ ҫынсем Роспотребнадзора пӗлтернӗ, шӑршӑ саракан предприятие шыраса тупма ыйтнӑ. Ӗнер Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗ. Лапсара ҫитнӗ. Ӑҫта мӗн чухлӗ сероводород, аммиак, азот диоксичӗ пулнине палӑртма кашни тӑваткал метр пуҫне миҫе миллиграмм тивнине виҫнӗ. Роспотребнадзорта «Юрма» предприятин кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ упранакан Ассакасси ҫывӑхӗнчи территорие эрнесерен тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Хальхинче шӑршӑшӑн «Юрма» айӑплӑ маррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал КВНӑн премьер-лигине кӑтартать. Экран умне меллӗрех вырнаҫӑр, мӗншӗн тесен ун чухне «Чӑваш Ен» командӑна та курма май пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери КВН фестивалӗ Сочире кӑрлач уйӑхӗнче иртет. Эфира вара ӑна ҫулла кӑлараҫҫӗ. Пирӗн республикӑн команди те эфирта пулӗ. КВН ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 23 сехетре пуҫланӗ. Шел те, «Чӑваш Ен» 1\4 финала тухайман. Халӗ вӑл Хусанта иртекен Пӗрремӗш лигӑна хутшӑнать. Сӑмах май, ҫурлан 5-мӗшӗнче телкуравҫӑсем РФ ШӖМӗн «Подъем» командине те курӗҫ. Ку команда утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Подмосковье сегодня» кӑларӑм ҫырнине ӗненсен Раҫҫей штангин «патша майрине» Татьяна Каширинана Шупашкарта йывӑр атлетика енӗпе иртекен ҫӗршыв чемпионатне ирӗксӗр янӑ пулса тухать. Ногинскри Татьяна Каширина спортсменка чи нумай титуллӑ штангистка пулнӑ май вӑл тӗнче чемпионатне кайма унчченех ирӗк илнӗ. Чӑваш Енре иртекен ҫӗршыври чемпионата килме ӑна ӑмӑрту сумне ӳстерессишӗн чӗнсе илнӗ имӗш. Вӑл тата унӑн тренерӗ Владимир Краснов Раҫҫейӗн йывӑр атлетика федерацийӗн президенчӗ ыйтнине хирӗҫлеме хӑяйман-мӗн. Татьяна Каширина Шупашкарти ӑмӑртӑва хутшӑнма хӑтланса ҫывӑх вӑхӑтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче иртекен тӗнче первенствине хатӗрленеймесӗр юлма пултарать тесе шухӑшлать эпир маларах асӑннӑ кӑларӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |