Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳри юрӑхсӑра тухнӑ фермӑра 17 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Екатерина Трофимова пӗлтернӗ. Хӗр виллине ӗнер тупнӑ. Ҫав хӗр хӑйӗн ҫине алӑ хума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. 17 ҫулти хӗр икӗ кун каялла ҫухалнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем таҫта та шыранӑ. Пӗр класра вӗренекен тусӗсем ӑна кивӗ фермӑра тупнӑ, анчах вӑл ун чухне сывламан ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан Кирилл ури ҫине татуировка тунӑ. Унта вӑл Алексей Навальныйӗн портретне ӳкерттернӗ. Кирилл — волонтер. Семен Кочкин Твиттерта ҫак сӑнӳкерчӗке пост тунӑ. Навальныйӗн пичӗ тӑррине тӗнче тетелӗнче анлӑ сарӑлнӑ сӑмаха ҫырнӑ: «Так, …!». «Пирӗн волонтер кунта тату тунӑ» тесе ҫырнӑ Семен. «Сулахай ура ҫинчи татуна мана ирхи 5 сехетре тус турӗ. Ку — политика мар, искусство ҫеҫ», — тенӗ Кирилл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлӳ кунӗ тӗлне «Шкула пуҫтарӑнма пулӑш!» акци йӗркелӗҫ. Ӑна патшалӑх учрежденийӗсен профсоюзӗ тата Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӑн аппарачӗ ирттерӗ. Акцие ҫурла уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Вӑл 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кӑмӑл пулсан кӗнеке, канцтавар, шкулта кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, ача-пӑча пултарулӑхне аталантармалли япаласем илсе килме май пур. Вӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен реабилитаци центрӗнче тата ытти учрежденире пурӑнакан ачасене кирлӗ. Сусӑр шӑпӑрлансене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасене пулӑшас килет-и? Акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Япаласене социаллӑ учрежденисене илсе пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑрнар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче хӑйне евӗр мероприяти иртнӗ. Ял халӑхӗ ватӑ юман патне пухӑннӑ, ун тавра вӑйӑ картине тӑрса ӗлӗкхи чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. Ҫӗньялсем ку мероприятие Раҫҫейри экологи ҫулталӑкне халалланӑ. Сӑмах май, ватӑ юман 432 ҫултан кая мар ӳсет. Мероприятие юман чӑвашсемшӗн уйрӑмах хаклӑ йывӑҫ пулнине шута илсе йӗркеленӗ. Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫак юман Ҫӗньял йӗркеленсе кайичченех ӳснӗ. Ял вара нумаях пулмасть 200 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Йывӑҫ миҫе ҫултине Николай Ефимов палӑртнӑ. Ҫак хисепе юман умне хӑма ҫине ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Самарти этнокомплексра 23 наци картишӗ пулӗ. Вӗсене кӑҫал юпа уйӑхӗ тӗлне туса пӗтерӗҫ. Ҫак этнокультура паркӗ Раҫҫейри чи пысӑк комплекс пулӗ. Танлаштармашкӑн: ытти регионта 7-12 наци картишӗ ҫеҫ. Самарта вара 23 картишрен тӑракан архитектура ансамблӗ пулӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗччен 23 картише те туса пӗтерӗҫ. Кашни картишре наци вулавӑшӗ, алӗҫ мастерскойӗ, йӑла тата пултарулӑх япалисем пулӗҫ. Хальччен унта осетинчен хурал башнине, чӑваш пӳртне тунӑ ӗнтӗ. Тата йывӑҫ арман тума палӑртнӑ. Ҫитес ҫул наци уявӗсене ирттермешкӗн ҫуллахи сцена ӑсталӗҫ. Мероприятие 12 пин ҫын таран хутшӑнма пултарӗ. Ҫавӑн пекех ҫемье паркӗ пулӗ, унта 340 йывӑҫ лартнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йытӑсем кушака ҫурса тӑкнӑ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем нумайланнине пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки вӗсем халӑх сечӗсенчен пӗринче вӗҫӗмех ҫыраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем поселокри Карл Маркс урамӗнчи 108, 110-мӗш, Советски урамӗнчи 84, 84 К1, 86, 86 К1, 88, 90, 90 К1-мӗш номерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене йытӑ сасси ҫывӑрма кансӗрлет тесе ҫырнӑччӗ. Кӳкеҫ поселокӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Вершинина вӗсем йытӑсене тытма ӳкӗтлетпӗр тесех каланӑччӗ. Паян вара кӳкеҫсем Вершинин пуҫлӑх йытӑсене ытларикунсерен тытнине ӗнентерни пирки хыпарланӑ. Ытларикун тытаҫҫӗ пулсан мӗншӗн халӗ те йытӑсем ҫынсене каҫсерен хӑйсен шавӗпе канӑҫсӑрлантараҫҫӗ тесе кӑмӑлсӑрланнӑ вӗсем. Сӑмах май кӳкеҫсем вырӑнти хуҫасене хӗлле урамсене тасатма юр ҫуккишӗн те, урамсенче хунарсем ҫунманнишӗн те кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ кӗнеке Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат 85 ҫул тултарчӗ. Уявне хаҫатҫӑсем кӗреке хушшине пуҫтарӑнсах хальлӗхе палӑртман-ха. Ӑна вӗсем, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӗр мӑнтӑрӗпе уявласшӑн. Шупашкар районӗн летопиҫне куллен кун ҫырса пыракан «Тӑван Ен» хаҫатӑн сакӑр теҫетке ҫул ҫурӑри кун-ҫулне тишкерсе Фадей Константинов таврапӗлӳҫӗ, хаҫатӑн хастар ялкорӗ кӗнеке кӑларнӑ. Хаҫатран виҫӗ ҫул ҫеҫ аслӑрах Фадей Константинович каланӑ тӑрӑх, материала пухма тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Пулӑшнисене автор ятран асӑнса кайнӑ. «Тӑван Ене» сахал вӑхӑт ертсе пырсах хаҫат историйӗнче палӑрмалла ырӑ улшӑнусем кӗртнӗ тата кӗнекене пуянлатма пулӑшнӑ Борис Чиндыков драматург, поэт, куҫаруҫӑ, публицист та ҫӗнӗ кӗнекене хаваспах туяннӑ. Хӑйне валли кӑна мар, район хыпарҫине хӑй ертсе пынӑ вӑхӑтра пӗрле ӗҫленӗ Виктор Бычков дизайнер валли те. Шӑпах иккӗшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ун чухне хаҫатӑн сӑн-сӑпатне дизайнпа верстка тӗлӗшӗнчен пуҫӗпех ылмаштарнӑччӗ. Тӗслӗх вырӑнне вӗсем ют ҫӗршывра тухса тӑракан хаҫатсене те сахал мар тишкеретчӗҫ. Борис Чиндыков кӗнекене тӗлӗнмелле ӑслӑ та пултаруллӑ чӑваш ачине, Муркаш район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халь Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Виктор Бычкова парнелӗ. |
Тӗнчере
![]() Японири NSK компани 13 минут ҫурӑ ҫаврӑнма пултаракан спиннер шухӑшласа кӑларнӑ. Ахаль спиннера илес пулсан вӑл темиҫе минут ҫеҫ ҫаврӑнайрать, ун хыҫҫӑн чарӑнать. Нумай вӑхӑт хушши ҫаврӑнтармашкӑн япун ӑстисем тӗнче уҫлӑхӗнчи уҫлӑхташсенчи (спутниксенчи) подшипникпа усӑ курнӑ. Ҫапла май вӗсен спиннерӗн хакӗ 17 пин иенӑпа (157 доллар е 9400 тенкӗ) танлашнӑ. «Пӗлсех тӑратпӑр, эпир кӑларнӑ япала чи вӑрах ҫаврӑнма пултараканскер», — тенӗ компанийӗн микропрезици пайӗн пуҫлӑхӗ Тосикадзу Исии. Спиннер — юлашки вӑхӑтра модӑна кӗнӗ тетте. Варринче унӑн тимӗртен е керамикӑран тунӑ подшипник вырнаҫнӑ, айӑккисенче — темиҫе ҫунат. Пӗрисем ку тетте кӑмӑла лӑплантарать тесе шутлаҫҫӗ, теприсем сывлӑха сиен кӳрет тесе. Нумай пулмасть Роспотребнадзор та спиннерсемпе кӑсӑкланса кайнӑ — ачасен сывлӑхӗшӗн сиен пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Японири Токио университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче аспирантурӑра вӗренекен Мураками Такенори чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ чӑваш чӗлхипе культурин пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкулне ҫӳрӗ. Шкул ҫурла уйӑхӗн 6-20-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Мураками чӑвашла вӗренес тесе вӗренӳпе методика литреатурине тата словарьсем туяннӑ. Аспирант пулас диссертаци валли те материал пухать. Япони ҫынни пирӗн республикӑра епле пурӑнӗ-ха? Ӑна аслӑ шкулӑн студентсен пӗтӗм тӗнчери клубӗн пайташӗсем пулӑшӗҫ. Мураками пушӑ вӑхӑчӗпе усӑ курса Атӑл леш енне, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ паркӗ» асӑну комплексне ҫитсе килнӗ ӗнтӗ. Вӑл «Сувар» этнокультура паркӗпе паллашма та ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарӑн ҫурланӑ кунӗнче массӑллӑ зарядкӑна тухасси 2011 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ. Массӑллӑ зарядкӑна паллӑ ҫӑлтӑра чӗнесси те йӑлана кӗнӗ. Сӑмах май, 2013 ҫулта Шупашкар хули рекордсен Гиннес кӗнекине кӗнӗ. Ун чухне Хӗрлӗ тӳреме 30 пине яхӑн ҫын хускану тума килнӗ. Кӑҫал массӑллӑ зарядка ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пулӗ. Хальхинче ӑна кам ертсе пырӗ-ха? Паллах, паллӑ ҫӑлтӑр. Анчах унӑн ятне хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ хула ҫыннисемпе хӑнисене зарядкӑна чӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |