Хулара
![]() Шупашкарти канашлу Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине хупнӑ хыҫҫӑн ӑна рекультивацилесе ҫӗре йӗркене кӗртмеллине унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Республикӑн тӗп хулин шутланнӑ май ҫав ӗҫшӗн явапли — Шупашкар. Ӗҫе пурнӑҫлакан подряд организацине палӑртма икӗ хутчен конкурс ирттерни те ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗччӗ. Нумаях пулмасть уҫӑ аукционта «Автодор» предприятие суйланӑ. Ҫак эрнери тунти кун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттерекен канашлура Питтукассинчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине рекультивацилессине те хускатнӑччӗ. Унта Михаил Игнатьев ку подряд организацине шанмасӑр калаҫнӑ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кануран тухсах свалка ыйтӑвӗпе хулари тӳре-шарапа канашлу ирттернӗ. Унта «Автодорах» ӗҫе кӳлӗнтермелли пирки калаҫса кайнӑ. Ҫакна та пӗлтерер: рекультиваци валли федераци хыснинчен 113 миллион тенкӗ ытла уйӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан тупрана туртса илӗҫ, республикӑна 11 миллион тенкӗ ытла штраф тӳлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ. Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест. Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри вӑрман касакансем Раҫҫей чемпионачӗн регион шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Тупӑшу Киров хулинче ҫурла уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта Киров облаҫӗнчи, Чӑваш Енри, Тутарстанри 17 ҫын хутшӑннӑ. Чӑваш Ен командин йышӗнче Артем Шашков, Сергей Субботин, Андрей Климин пулнӑ. Командӑна Николай Судаков ертсе пынӑ. Пирӗн ентешсем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче мала тухнӑ. Кунсӑр пуҫне Сергей Субботин харпӑр ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарти депутатсем хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламан. Кунашкал йышӑнӑва Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ. Лару ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ. Кун йӗркине пилӗк ыйту кӗртнӗ. Малтанах хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйласси пирки хушма ыйту кӗртнӗ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна ырламан. Аса илтерер: экс-мэр Ирина Клеменьева хӑйӗн тӗлӗшпе тӑватӑ пуҫиле пуҫарсан ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Унтанпа мэр тивӗҫӗсене Николай Владимиров пурнӑҫлать. Ҫитес лару авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртӗ. Тен, хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне ун чухне суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать. Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ. Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче экзоскелета тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл кӳмере ларакан сусӑрсене ура ҫине тӑма пулӑшать. Кунашкал аппарата Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫейри темиҫе хулара – Мускавра тата Екатеринбургра – тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Сколковӑри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ. Экзоскелет медицина реабилтацийӗ тата социаллӑ адаптаци валли кирлӗ. Пациентсем сывлӑхне лайӑх енне улӑштарма май туса панӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем бруссем ҫине тренировка ирттереҫҫӗ, унтан костыльпе утма хӑнӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хулин экс-мэрне Ирина Клементьевӑна килти ареста лартнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть следовательсем суда ходатайствӑпа тухнӑ. Вӗсем килти ареста 3 уйӑхлӑха тӑсма ыйтнӑ. Суд следовательсем ыйтнине тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа Ирина Клеменьева кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен килти арестра пулӗ. Аса илтетер: экс-мэра должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн 3 эпизодпа айӑпласшӑн. Следовательсем 19 ухтару ирттернӗ, 40 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Ирина Клеменьевӑн 40 ытла пин тенкине, Шупашкарти, Чулхулари виҫӗ хваттерне, виҫӗ ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Ирина Клеменьева хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистрале ҫитес ҫул тума пуҫласшӑн. Халӗ Мускавран Чулхулана ҫити магистраль проектне ырланӑ иккен. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей Правительстви магистраль проектне юсама тавӑрса панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Правительстви проекта ҫӗнӗрен тишкерме ыйтнине экспертсем патшалӑх хӑй хывакан укҫа сая ан кайтӑр тенипе сӑлтавланӑччӗ. Кӑҫал ҫул проектне туса пӗтермелле. «Мускав–Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тума пуҫлассине «Территория смыслов на Клязьме» Пӗтӗм ҫӗршыври форумра Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен вице-президенчӗ Александр Мишарин ҫамрӑксен ыйтӑвне хуравланӑ май каланӑ. «Мускав—Хусан» магистраль 770 км тӑршшӗ пулӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тума палӑртнӑ: «Мускав—Чулхула» тата «Чулхула—Хусан». Проект хакӗ — 1,2 трлн тенкӗ, ҫав шутран 613,5 млрд тенки пӗрремӗш тапхӑрта инфраструктура тума кайӗ, 501,4 миллиарчӗ — иккӗмӗшне валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Дина Гаврилова кӗнеки Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑн «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Эстонию» кӗнекине хӑтлӗҫ. Ҫӗпӗртен Эстоние ҫитнӗ кушак ҫинчен ҫырнӑ юмаха социаллӑ сатира шутне кӗртнӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать. Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн. Чӑваш Енре Эстони ҫыравҫи Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата Валерий Туркай сӑвӑҫсемпе тӗл пуласшӑн. 2015 ҫулта Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче «Силпи» фестиваль иртнӗ чух ҫав чӑваш поэчӗсемпе паллашнӑ та вӗсем тӑван культурӑшӑн хыпса ҫуннине курнӑран килӗштернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче каҫхи клубра арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Шупашкарти Ленин районӗнчи тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмахпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр каҫ Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи кану заведенийӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хурал хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хунӑ та пӗр вӑхӑт ҫапла тытса тӑнӑ. Арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫ-тӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |