Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр

Водительсемшӗн Ҫӗрпӳ кӗперӗ ҫӑпан пекех пулса тӑчӗ-тӗр. Ара, унта «пӑкӑра» ларса ывӑнтарчӗ пуль вӗсене. Уйрӑмах — канмалли кунсенче. Ӑна хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ҫак кунсенче ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ.

«Прикамье» автоҫул управленийӗ патшалӑх туянӑвӗнче контракта 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе лартнӑ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Контрактпа килӗшӳллӗн, унта пыракан ҫулсене хӑтлӑлатӗҫ, асфальт сарӗҫ, коммуникацисем тӑвӗҫ.

Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ.

 

Республикӑра

«Тавах паттӑрлӑхшӑн» акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта пурӑнакан 98 ҫулти ветерана Хусана илсе кайса килнӗ. Алексей Яковлев унта 40 ҫул пулсаман, хула мӗнле улшӑннине кур тӗлӗннӗ.

Ҫулҫӳреве «АсАвто» автомобилистсен ассоциацийӗн президенчӗ Максим Забалуев йӗркеленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ветеранпа экскурси ирттернӗ, паллӑ вырӑнсене кайса курнӑ.

Шел те, ытти ветеран сывлӑх хавшанине пула Хусана ҫитсе курайман. Алексей Яковлев вара Хусанта пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑл ветерансене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна мар, ахаль чухне те аса илнӗшӗн хӗпӗртенӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара Хусанта пурӑнакан ветерансем хӑнана килнӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн ветерансене Хусана илсе кайма палӑртнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44149
 

Республикӑра

Пӑрачкав ял уявне паллӑ тунӑ чухне ҫамрӑк ҫынсене пӑшалтан пенӗ. Ҫакна ЧР ШӖМӗн пресс-служби те ҫирӗплетет.

Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Ку ҫӗрле пуҫланнӑ. Ҫурҫӗр тӗлнелле кафе умне машина пырса чарӑннӑ. Унччен те пулман — пӑшал сасси илтӗннӗ. Кафе умӗнче тӑнӑ икӗ каччӑн ури аманнӑ.

1990 тата 1997 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ йӗкӗт пульницӑна лекни пирки ирхи 3 сехет те 40 минутра ШӖМе пӗлтернӗ. Вӗсене УАЗ Патриот машинӑран пенӗ-мӗн. Ҫамрӑксен аялти ура пайӗ суранланнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑшалтан перекен ҫын ҫакна ятарласа туман. Анчах пӑшала машинӑра илсе ҫӳренӗ чухне йӗркене пӑснӑ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44146
 

Раҫҫейре

Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тата Крым республикин парламенчӗсен депутачӗсем тӗл пулнӑ. Чӑваш Енри йыша Валерий Филимонов спикер ертсе пырать. Пирӗн тӑрӑхри делегацие Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур фракцин пайташӗ лекни паллӑ. Чӑваш парламенчӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, йыша коммунистсенчен Александр Андреев, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен Сергей Семеновпа Игорь Моляков лекни курӑнать.

Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Владимир Константинов хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫлес шухӑша ырласа йышӑннине тата палӑртнӑ.

Крым Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленӗ.

 

Хулара

Шупашкар урамӗсене кашни ҫулах чечекпе илемлетеҫҫӗ. Тепӗр клумбӑна пӑхсан ӳнер хайлавӗ тейӗн! Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши, чечекпе мӗнле кӑна кӳлепе ӑсталамаҫҫӗ-ши?!

Куҫа йӑмӑхтаракан илемпе киленнипех ҫырлахмаҫҫӗ иккен хула ҫыннисем: урамри чечексене вӗсенчен хӑшӗсем кӑкласа кайса хӑйсен пахчине лартаҫҫӗ. Кун пирки паян «Советская Чувашия» журналистне Рита Кирилловӑна Шупашкарти Чапаев скверӗнчи чечек клумбине тирпейлекенсем каланӑ. Татса кайнӑ чечексене пуҫтараканскерсем ӳсӗрсем е ӗҫсӗр ҫапкаланакан ҫамрӑксем пуҫтахланнӑ пуль тесе кӑмӑлсӑрланнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах теприсем урамри чечексене хӑйсен пахчине илемлетме тесе урӑ пуҫпах тӑпӑлтарса каяҫҫӗ-мӗн.

 

Политика
Александр Осипова (сылтӑмри)
Александр Осипова (сылтӑмри)

Ҫитес уйӑхран Каҫал тӑрӑхне Александр Осипов ертсе пыма пуҫлӗ. Комсомольски районӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ ҫак ҫынна тӑван тӑрӑхри муниципалитета сити-менеджер пулса ертсе пыма паян суйланӑ.

Районти Депутатсен пухӑвне конкурс комиссийӗ икӗ кандидата сӗннӗ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫнӗ вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ Александр Краснова (вӑл – капиталлӑ строительствӑпа ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ) тата Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗн директорне Александр Осипова. Уҫҫӑн ирттернӗ сасӑлавра Александр Осипов ҫӗнтернӗ.

Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Самаркинпа тунӑ контракта вӑхӑчӗ тухнӑ тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӑсса паманччӗ. А. Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни те паллӑ.

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫев аппарачӗ ҫул-йӗр ҫинчи правилӑсене пӑсакансене тупса палӑртӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтерет.

Пилотсӑр вӗҫекен аппарата республикӑри чи хӑрушӑ, авари тӑтӑш пулакан ҫул ҫине янӑ ӗнтӗ. Вӑл хальлӗхе Ҫӗрпӳ районӗнчи ҫул ҫийӗн вӗҫсе ҫӳрет. Вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснине ӳкерӗ.

Ҫӗрпӳ районти ҫул участокне ахальтен суйламан. Уйрӑмах юлашки вӑхӑтра унта авари нумай пулать. Ытларах чухне — водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине пула.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/44132
 

Спорт

Шӑмат кун Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче кӑҫалхи Универсиадӑн медалистне, Шупашкар каччине Владислав Поляшова, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков кӗтсе илнӗ. Министрпа пӗрлех перрона каччӑн тусӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, тӑванӗсем ҫитнӗ.

Ушкӑнри тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртура Владислав Поляшов Раҫҫей командин йышӗнче пӑхӑр медале тивӗҫнӗччӗ. Кашта ҫинчи хӑнӑхтарура вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Каччӑ ҫитӗнӗвӗшӗн унӑн тренерӗ, шупашкарти Олимп резервӗ 6-мӗш спорт шкулӗн директорӗ, Спорт гимнастикин республикӑри федерацийӗн президенчӗ Анатолий Васильев та чунтан савӑннӑ. Сӑмах май, Анатолий Васильев — спорт гимнастики енӗпе Европа чемпионӗ пулнӑ, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗ.

Ас илтерер, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Дарья Спиридоновӑпа Кирилл Прокопьев гимнастсене Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Иккӗшӗн ячӗпе те вӑл телеграмма янӑ. Кирилл Прокопьев гимнаст ирӗклӗ хӑнӑхтарура ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Дарья Спиридонова пӗрене ҫинчи хӑнӑхтарупа ҫӗнтернӗ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура «Химпром» ҫывӑхӗнче тем пысӑкӑш шӑршлӑ кӳлленчӗк тӑнине тӗрӗсленӗ. Ун пирки интернет-порталсенчен пӗринче хыпарланӑ.

Тӗрӗслеве прокурорсемпе пӗрлех Роспотребнадзор, Роспирироднадзор, Росреестр, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн, республикӑн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствин специалисчӗсем хутшӑннӑ.

«Управление отходами» (чӑв. Каяшсене тытса тӑрасси) акционерсен обществин полигонӗ тата сортлакан савучӗ ҫывӑхӗнчи шӑршлӑ шыв кӳлленсе тӑнӑ. Канализаци ҫӑлкуҫӗнчен юхса тухакан шыв вӑрманалла юхнипе вӑл пӗр ҫӗрте пӗвеленсе тӑнӑ.

Тӗрӗслевҫӗсем тӑпран ҫиелти сийне тата шыва тӗрӗслеме илнӗ.

Ҫут ҫанталӑка сиен мӗн чухлӗ кӳнине палӑртсан айӑплисене явап тыттарӗҫ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗри хваттерте парикмахерски уҫнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ хваттере вӑл халӑха йӑлари пулӑшу кӳрекен заведение ҫавӑрнӑ. Апла тума, тӗрӗссипе, саккун чармасть-ха. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан — йӗрки. Пурӑнмалли хваттере урӑх тӗллевпе усӑ курас тесен ятарлӑ хутсем хатӗрлемелле, тивӗҫлӗ органсене систермелле.

Ҫӗнӗ Шупашкарти хваттерте парикмахерски уҫнине унтисем республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӗлтернӗ. Тӳре-шара нумаях пулмасть тӗрӗслеме персе ҫитнӗ. Чӑн та, суя сӑмах е элек пулман ҫӑхав. 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 66-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттере урамран тӳрех кӗмелле алӑк кассах парикмахерски туса хунӑ.

Пурӑнмалли ҫурта пурӑнмалла маррине куҫарнӑ пурлӑха кадастр учетне тӑратманнине пула ун хуҫи налукран пӑрӑннине палӑртнӑ. Кӑлтӑка пӗтерессипе тӳре-шара мера йышӑнма палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2315, 2316, 2317, 2318, 2319, 2320, 2321, 2322, 2323, 2324, [2325], 2326, 2327, 2328, 2329, 2330, 2331, 2332, 2333, 2334, 2335, ... 3908
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 03

1929
96
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
73
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...