Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫнӗ, халӗ ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗпе Николай Панкратовпа тӗл пулнӑ. Ватта Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх вырӑнӗнче тесе мухтанӑ. Николай Панкратов вара ялсене ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби аслӑ ҫулсенчисене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнине хыпарлать. Виҫӗмкун Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗ ҫумӗнчи ваттисен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. «Ку вӑл — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тӗлпулу», — тенӗ асӑннӑ канаш ертӳҫи Лев Кураков. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Виталий Станьяла хурласа Кураков Туркай умӗнче айӑпа кӗнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑрлач уйӑхӗнче каллех троллейбуссен маршрутне пырса тивекен улшӑну пулӗ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен 14-мӗш тата 16-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене пӗрлештересшӗн. 9-мӗш троллейбуса вара унчченхи пекех ҫӳреттересшӗн. Ҫӗнӗ маршрут «14-мӗш» пулӗ. Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗпе ҫӗнӗ кӑнтӑр районне ҫыхӑнтарӗ, «Маштехникум» таран кайӗ. Университетран тухса виҫӗ кӗпер урлӑ каҫӗ, унтан Мир проспекчӗпе, Эгер бульварӗпе, Ленин Комсомолӗн урамӗпе кайӗ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен 9-мӗш троллейбус унчченхи ҫулпах ҫӳреме пуҫлӗ. Аса илтерер: унӑн маршрутне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче улӑштарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Смирнов Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑйӗн тепӗр ҫумӗпе паллаштарнӑ. Халӗ унӑн виҫӗ ҫум: Леонид Вакс, Светлана Зуева тата Александр Смирнов. Министр шӑпах Александр Смирновпа паллаштарнӑ та. Вӑл чӑваш полицийӗн пуҫлӑхӗ те пулса тӑнӑ. РФ ШӖМӗ кун пирки хушӑва раштавӑн 11-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Александр Смирнов кӳршӗ республикӑран – Мари Элтан – килнӗ. Вӑл унта 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа полици пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Хӑй Орел хулинче ҫуралса ӳснӗ. Александр Смирнов – 39 ҫулта. Вӑл «Службӑра палӑрнӑшӑн», «Общество йӗркине сыхланӑ ҫӗрте палӑрнӑшӑн» тата «Службӑри паттӑрлӑхшӑн» медальсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раштав уйӑхӗн 17-18-мӗшӗнче Чӑваш Енре Раҫҫей Паттӑрӗн Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ. Унта 160 регионти 130 ытла спортсмен ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче паллӑ спортсменсем те пулнӑ. Пирӗн ентеш, Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Гаврилов Шупашкара раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче РФ Президенчӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн килнӗ. Вӑл Раҫҫей Геройӗсен йышӑнӑвӗнче пулнӑ. Спортсменсем Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирӗклӗ кӗрешӳре хӗрӳ тупӑшнӑ. Палӑртса хӑвармалла: Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов пуҫарнипе 2017 ҫулта Шупашкарта хула кунӗнче «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ авиашоу ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Лента» гипермаркет ҫывӑхӗнчи микрорайонта пурӑнакан ҫынсен сехри хӑпнӑ. Вӗсем 1 эрне ҫурӑ ӗнтӗ хула ҫывӑхне пынӑ кашкӑрсене сӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кашамансене сӑн ӳкернӗ. Ҫынсем кашкӑрсене бинокольпе пӑхаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кашамансем виҫҫӗн, кӑнтӑрла ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Кашкӑрсем унта 1 эрне ҫурӑ пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Шупашкарта кашамансем чӑнах та пур-и? ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫеченӗ Николай Косулин ку хыпара тӗрӗслеме шантарнӑ. Ведомство каланӑ тӑрӑх, унччен республикӑн тӗп хулинче кунашкалли пулман. «Ҫыхӑнура» канашлура вара ҫапла пӗлтернӗ: ҫав виҫӗ чӗрчун — кашкӑр мар. Ҫав вырӑнта йытӑ йӗрне ҫеҫ тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ пуҫлӑха хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха. Унчченхи ӗнертенпе ӗҫрен кайнӑ та ун вырӑнне ҫӗннине вӑхӑтлӑха ҫирӗплетнӗ. Улатӑр хулинче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗнче вырӑнти «халӑх тарҫисем» хулан сити-менеджерӗ Александр Герасимов хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Александр Герасимов хӑй ирӗкӗпе ыйтса ҫырнӑ пулать. Паянтанпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Назарова пурнӑҫлать. Ӗнерех хулари депутатсем ҫӗнӗ сити-менеджера суйламалли вырӑнти комисси пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Унсӑр пуҫне комиссие республика Элтеперӗ ҫирӗплетекен ҫынсем кӗреҫҫӗ. Кандидатурӑна Депутатсен пухӑвӗ ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти урамсенче питӗ шуҫлак, утма та хӑрушӑ. Чылай ҫӗрте тротуар ҫине хӑй ӑр е ятарлӑ тӑвар сапман. Хӑть коньки тӑхӑн та ҫула тух. Нумаях пулмасть Шупашкарта пӗр хӗрарам 4 уйӑхри ачине йӑтса таҫта кайма тухнӑ. Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм тротуарпа утса пынӑ чухне шуса ӳкнӗ. Амӑшӗ хӑй йӗркеллех, анчах, шел те, пӗчӗк ача хытах ҫапӑннӑ, вӑл вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. «Про Город» хаҫатра ҫак пулӑма ҫынсем хӗрсе сӳтсе явнӑ. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, амӑшӗн йӗкӗреш пулнӑ. Тепӗр ачи ашшӗпе килте юлнӑ, кусем кирлӗ ҫӗре кайма тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Ача эмел ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Юрать, халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ун чухне ҫумра аслисем пулман. Икӗ ҫулти ача йодомаринлӑ 40 эмел ӗҫсе янӑ. Вӑйлах наркӑмӑшланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Полицейскисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Аслисем асӑрхаман чухне ача эмел ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх, шел те, тӑтӑшах тӗл пулать. Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшӗн тимлӗрех пулмалли пирки тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Раҫҫейӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсен списокне пӗлтернӗ. Ҫӗршыври сумлӑ премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫул ӗҫлекен СССР халӑх артистки, Тӑвай районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ, ГИТИСра вӗреннӗ Вера Кузьмина тивӗҫнӗ. Вера Кузьмина пултарулӑхӗ иксӗлми, унӑн кашни ролӗ ӗнентерӳллӗ те чуна пырса тивекен пулса тухнине чӑваш театрне юратакансен тахҫанах пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Хамӑр чӑваш авторӗсен произведенийӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакль-и е ют ҫӗршыври тата вырӑс классикӗсен хайлавӗ тӑрӑх калӑпланӑскер-и — юратнӑ артистӑн яланах чӗрӗ сӑнар «пиҫет». 2015 ҫулта «Ылтӑн маска» премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи,СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев тивӗҫнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Энергоперекет предприятийӗсене парӑма кӗнӗ ҫынсем патне Хӗл Мучипе Юр Пике ҫитнӗ. Ҫук, Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама мар, парӑм пирки аса илтерме. ЧР суд приставӗсене федераци службин порталӗнче нумаях пулмасть массӑллӑ рейд ирттерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче 1 миллион та 700 пин тенкӗ парӑма шыраса илнӗ, 99 пурлӑха арестленӗ. Рейд хӑйне евӗр иртнӗ. Суд приставӗсемпе тата газовиксемпе Хӗл Мучипе Юр Пике ҫула тухнӑ. Вӗсем 10 пин ытларах парӑма кӗнӗ ҫынсен алӑкӗнчен шакканӑ. Сӑмах май, кӑҫал парӑмҫӑсенчен пӗтӗмпе 40 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |