Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Чӑваш Енри вӑрманта саккуна пӑсса вырнаҫтарнӑ 20 вӗлле хурчӗ тупнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫын хӑй тӗллӗн лартнӑ. Ку — саккуна пӑсни-мӗн.

Ҫавна май административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. РФ Вӑрман кодексӗн 38-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, вӑрманта ял хуҫалӑх (утар) тытса пыма юрать. Лаптӑксене ҫак тӗллевпе тара параҫҫӗ е укҫа тӳлемесӗр усӑ курма май пур.

Вӑрманта утар тытас тесен ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине ҫитмелле, тара илмешкӗн е укҫасӑр усӑ курмашкӑн заявлени ҫырмалла.

Вӑрманта вӗлле хурчӗсене никамран ыйтмасӑр вырнаҫтарсан административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка тӑкак кӳнӗшӗн штраф тӳлеттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44268
 

Сывлӑх
Кураври самант
Кураври самант

Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗнче Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн грант проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан "Тимлӗхпе сывататпӑр" куравӗ уҫӑлнӑ. Тӳрех палӑртар: ку ахаль выставка мар, арт-терапилли.

Выставкӑра Клавдия Виноградовӑн хӑйне евӗр картинисем вырӑн тупнӑ. Автор хӑй те ӑна уҫма хутшӑннӑ, хӑйӗн чун киленӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Клавдия Виноградова мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех «Электроприбор» савӑтра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Пенсие кайсан вӑл флористсен курсӗнче вӗреннӗ, батикпе кӑсӑкланса кайнӑ. Хӑйӗн картинисене чунне парать, вӗсене ҫамӑллӑн ӳкерет. Усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ пациентсене унӑн картинисем илем тӗнчине илӗртеҫҫӗ, чире парӑнтарма шанӑҫ кӳреҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.

Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, арт-терапи паянхи кун реаблитацири чи лайӑх меслетсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Онкологире вара вӑл — сыватакан пултарулӑх, вӑл этем чунне илемлӗ ӳнер урлӑ витӗм кӳрет.

 

Сывлӑх

Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44304
 

Политика
Михаил Ноздряков
Михаил Ноздряков

Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздрякова Севастопольте хисепленине вӑл тӑрӑхра ҫак кунсенче чӑваш парламенчӗн делегацийӗпе пулнӑ Игорь Моляков каласа кӑтартнӑ. Кӑнӑр енчи регионти ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе паллаштарма иртнӗ эрне вӗҫӗнче Валерий Филимонов спикер пресс-конференци пухнӑ.

Михаил Ноздрякова 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Севастопольти финанс департаменчӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне лартнӑ. Аса илтерер, Ноздрякова 2014 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, финанс министрне йышӑннӑ вырӑнтан хӑтарнӑччӗ.

Михаил Ноздряков 1970 ҫулта ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Питӗрти патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл «Политика экономийӗ» специальноҫа алла илнӗ. 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен 2010 пуш уйӑхӗччен РФ Перекет банкӗн республикӑри управляющийӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна ВТБ банкӑн Шупашкарти филиалне ертсе пыма шаннӑ. 2011 ҫулта вӑл Чӑваш ен Правительствинче ӗҫлеме тытӑннӑ, министра ҫитнӗ.

 

Кӳршӗре

Пушкӑртстанра ҫывӑх кунсенче иртекен «Туганлык» пӗтӗм халӑхсем хушшинчи тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ 11 театра пӗр сцена ҫине пухӗ. Унта Хакас Республикинчи, Кӑркӑстанри, Дагестанри, Азербайджанри, Кабарда Балкарти, Тыва Республикинчи, Казахстанри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри тата Турцири театрсем ҫитӗҫ.

Шупашкарти теартсенчен фестивале К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ каймалла. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл «Куккуклӑ сехет» спектакльне кӑтартӗ. Пьеса авторӗ — Марина Карягина.

Фестивальте ҫичӗ номинаципе чыслӗҫ: «Чи лайӑх режиссура», «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ», «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ», «Чи лайӑх сценографи», «Чи лайӑх юрӑ-ҫемӗ», «Иккӗмӗш планти чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» тата «Иккӗмӗш планти чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ».

 

Республикӑра

Улатӑр хулинче пурӑнакан Сергий тата Ольга Гороховсен ҫиччӗмӗш ача ҫуралнӑ. Вӗсем 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫулталӑкран ывӑл ҫуралнӑ. Кайран тепӗр пилӗк ача кун ҫути курнӑ.

Ҫемье пуҫне Сергий Горохова Улатӑрта нумайӑшӗ пӗлет. Ӑна Сергий диакон пек паллаҫҫӗ. Вӑл Улатӑрти епархин миссионер уйрӑмне ертсе пырать. Сергий тӗн, халӑх, патриотизм юррисене шӑрантарма кӑмӑллать.

Ҫемье пуҫлӑхӗ ачисене те юрӑ юрлама вӗрентнӗ. Гороховсем хӑйсен ҫемйин гимнне те хатӗрленӗ. Ҫиччӗмӗш ача ҫуралнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура регистрациленӗ чухне вӗсем ӑна пурте пӗрле шӑрантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44276
 

Статистика

Чӑваш Енрӗ халӑх йышӗ чакса пырать. Ҫакна Чӑвашстат пӗлтерет.

Ведомство шутланӑ тӑрӑх, ҫулталӑкри ҫын вилеслӗхӗ ҫавнашкалах юлӗ: 16 пин ҫын. Ача ҫураласлӑх вара 16 пинрен 11 пине ҫитӗ. Чӑвашстат 2036 ҫул тӗлне республикӑра 1 миллион та 143 пин ҫын пурӑннине шутласа кӑларнӑ. Ку, хальхипе танлаштарсан, 100 пин ҫын сахалрах. Халӗ 1 миллион та 236 пин ҫын пурӑнать.

Халӑх йышӗ чакнине миграци те витӗм кӳрет. Ҫулсерен Чӑваш Енре ҫын нумай каять, килекенсем вара сахалрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44284
 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 13 сехетре Етӗрне районӗн тӗп пульницине 11 ҫулти хӗрачана илсе килнӗ. Вӑл ӳсӗр пек курӑннӑ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрачана тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ. Шурӑ халатлисем ҫакна палӑртнӑ: 11-ти хӗрача ҫемйи кӗрекере ларнӑ хушӑра улма-ҫырла сӗткенӗ, йышне спирт кӗрекенскере, ӗҫнӗ.

Ачана япӑх пулсан тӑванӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫапла лекнӗ вӑл пульницӑна.

Полицейскисем уявра кӗрекере ларнӑ чухне аслисене тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Ачасенчен куҫ вӗҫертмелле мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://m.pg21.ru/news/44266
 

Культура
Мускаври спектакле М. Карягина афишласа Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑн ӳкерчӗк
Мускаври спектакле М. Карягина афишласа Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑн ӳкерчӗк

«Умра ман — ҫул ҫӳрев уйӑхӗ», — тесе пӗлтерчӗ ҫак кунсенче ҫак вӑхӑтри пултаруллӑ сӑвӑҫ, драматург, кӑсӑклӑ телекӑларӑмсем хатӗрлекен журналист Марина Карягина.

Чӑн та, ҫаплах пулӗ вӑл уншӑн. Ытларикун, авӑн уйӑхӗнче, Марина Мускава иртекен Раҫҫейри халӑхсен литература фестивальне тухса кайӗ. Унта чӑваш литератури ҫинчен каласа парӗ, сӑвӑ вулӗ, кӗнекесем хӑтлӗ.

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ӗпхӗае ҫул тытӗ. Унӑн «Куккуклӑ сехет» пьеси тӑрӑх спектакльне Ӗпхӳре, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен театр фестивалӗнче, кӑтартӗҫ.

Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускава Валерий Яковлев тӗп режиссер лартнӑ виҫӗ спектакльпе: «Константин Иванов», «Куккуклӑ сехет» тата «Пихампар чунӗ манра» — каять. Гастроле культура учрежденийӗ чӑваш театрӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Марина Карягинӑна пьеса авторӗ пек тата тележурналист евӗр сюжет ӳкерме илсе каяҫҫӗ.

Пур енлӗ пултаруллӑ калем ӑсти унтанах ют ҫӗршыври кинофестивале кайӗ — вӑл ӳкернӗ документлӑ фильма акӑлчанла куҫарнӑ. Тӗплӗнрех кун пирки каярах пӗлтерӗпӗр.

 

Кӳршӗре
Тутарстанри шкулсенчен пӗринчи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ кун
Тутарстанри шкулсенчен пӗринчи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ кун

Тутарстанри Руслан Айсин политолог «Азатлык» радиона панӑ интервьюра наци чӗлхисене ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки ҫӗршыв ертӳҫи каланин сӗмне урӑхларах курать. Ун шучӗпе Мускав малтан Пушкӑртстана хӗснӗ, халӗ Тутарстана хӗсесшӗн.

Наци чӗлхине вӗрентесшӗннисене пусарас шутпа урӑхла юхӑм пуҫлӗҫ: вырӑс чӗлхине шкулта вӗрентнине хӗсеҫҫӗ тесе ашшӗ-амӑшӗ шӑв-шав ҫӗклӗ, вӗсене информаци тӗлӗшӗнчен пулӑшӗҫ.

Тутарстанри политолог шухӑшланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстан ертӳҫи Рустам Хамитов федералсене халех парӑннӑ: вӑл пушкӑрт чӗлхине ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне шута илсе вӗрентмелле тенӗ. Тутарстанра та Мускав хистенине пӑхӑнма пултараҫҫӗ.

...РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева регионсенче патшалӑх чӗлхи тесе ҫирӗплетнӗ наци чӗлхисене вӗрентни ачасен правине пӑсмасть тени шанчӑк парсан кӑна...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/28709194.html
 

Страницӑсем: 1 ... 2307, 2308, 2309, 2310, 2311, 2312, 2313, 2314, 2315, 2316, [2317], 2318, 2319, 2320, 2321, 2322, 2323, 2324, 2325, 2326, 2327, ... 3906
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫӗртме, 01

1990
35
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...