|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ Ҫырчалли чӑвашӗсем ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре автохулан Ҫӗнтерӳ паркӗнче Уява пуҫтарӑнассине пӗлтернӗ. Хаҫатҫӑсем ҫырнӑ тӑрӑх, ӑна унти чӑвашсен асатте-асаннесен йӑлине пӑхӑнса ҫуллен ирттереҫҫӗ. «Кӑҫал та йӑларан пӑрӑнмӗҫ», — пӗлтернӗ «суварҫӑсем». Тутарстанри хастар чӑвашсем уяв картине тӑма республикӑри, хулари мӗнпур чӑваша тата хӑнасене йыхравлаҫҫӗ. Тутарстанри чӑвашсен хаҫачӗ, сӑҫах май, 1993 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫласа пичетленнӗ. Унӑн тӗп редакторӗ — Константин Анатольевич Малышев. Редакцийӗ Хусан хулинче вырнаҫнӑ. «Сувар» эрнесерен тухать. Учредителӗ — Тутарстанри массӑллӑ коммуникацисен «Татмедиа» агентстви. Телепрограммӑсӑр пуҫне кашни страница чӑвашла пичетленсе тухать. |
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче пушар алхаснӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушар пӳртӗн шалти пайне тата тӑррине сиенлетнӗ. Шел те, ҫулӑм виҫӗ арҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 50 ҫулти кил хуҫин тата 40-ри, 37 ҫулти ентешӗсен виллине тупнӑ. Ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнине кӳрши асӑрханӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Путишле тес путишлех те мар ҫак тӗслӗх Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, асӑннӑ хулара пурӑннӑ пӗр этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн кравать айне пытаннӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна пӗрех асӑрханӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 56-ри хӑнапа 49-ти кил хуҫи тавлашса кайнӑ. Асли кӗҫех алла ҫӗҫӗ ярса тытать, тарӑхтаракана мӑй тӗлӗнчен 4 хутран кая мар чикет. Кил хуҫи вилет, хӑна тарать. Вӑл пӗр тусӗ патӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫавӑнта ӑна шыраса пырсан хайхи арҫын кравать айне кӗрсе тарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тарӑх, ҫын вӗлерекене суд 14 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» ята тивӗҫнӗччӗ. Ун хыҫҫӑн пике хӑй вӗренекен аслӑ шкулта пресс-конференци те ирттерчӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ те унпа тӗл пулчӗ. Ӗнер вӑл, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, салтак евӗр тум тӑхӑнса урама тухнӑ, ҫывӑх тӑванӗн сӑн ӳкерчӗкӗпе «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑннӑ. Ҫӗршыври кӑҫалхи чи чипер пикепе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев урамра тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич та, пике те — сӑн ӳкерчӗксемпе. Раҫҫей чиперккипе ӳкерӗннӗ фотона Михаил Игнатьев Инстаграмри хӑйӗн страницине лартса хунӑ. Сӑмах май, ҫав акцие республика ертӳҫин мӑшӑрӗпе ывӑлӗ те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Ӗнер Чӑваш Енен пӗрремӗш президенчӗ, РФ Федераци Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл хӑйӗн юбилейне Алтай Республикинче кӗтсе илнӗ. Ӑна унта регион пуҫлӑхӗ Александр Бердников чӗннӗ. Николай Васильевич Алтайра Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уява хутшӑннӑ: Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патне чечексем хунӑ, Ҫӗнтерӳ парадне йышӑнӑ. Вӑл Федераци Канашӗн Председателӗн Валентина Матвиенкӑн саламне те илсе ҫитернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче экс-президент Чӑваш Ен пирки те аса илнӗ. «Сирӗнпе ҫакӑн пек калаҫатӑп, мӗншӗн тесен нумай ӗмӗр каялла Алтайра чӑваш халӑхӗн историйӗ те пуҫланнӑ. Пирӗн несӗлсем пӗрле ҫапӑҫнӑ, ҫутҫанталӑка парӑнтарнӑ. Тавралӑха тепченӗ тата хӑйсен философине йӗркеленӗ», - тенӗ Николай Федоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пурне те пӗлсе-илтсе тӑракан «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра паян ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кулянмалла лару-тӑру ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ имӗш. Унта хаклӑ темиҫе ресторан вырнаҫнӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫавӑнта Элтеперӗн 20-ри ывӑлӗпе сенаторӑн 17-ри ывӑлӗ 15-ри виҫӗ каччӑпа ҫапӑҫса кайнӑ имӗш. 17-ри каччӑ дзюдо енӗпе ӑста иккен те вӑйне ытларах вӑл кӑтартнӑ пулать. Шар курнӑ каччӑсен ашшӗ-амӑшӗпе Вадим Николаев сенатор калаҫнӑ-мӗн. Пӗр каччӑн ҫемйи журналистсемпе малтан хӑйне хӑюллах тытнӑ пулсан кайран вӗсемпе те калаҫма тӑхтанӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре миграци службинче вӑй хунӑ хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче вӑл суя акт хатӗрленӗ, унта ют ҫӗршыв ҫынни тӑванӗн авариллӗ ҫуртӗнче пурӑннине кӑтартнӑ. Чӑннипе вара хӑлтӑр-халтӑр пӳртре унӑн хуҫи те, тӑванӗ те кун кунламан. Халӗ следстви пырать, следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Шупашкарта пурӑнакан 93 ҫулти Юрий Петров Мусквари парада хутшӑннӑ. Шурсухала ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамри тӗп трибуна ҫинчен уяв мероприятийӗсене сӑнама май килнӗ. «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври 8 ветерана темле ыр кӑмӑллӑх организацийӗ Мускава чӗннӗ. Анчах унта ҫитсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: ватӑсем валли йыхрав хучӗ ҫук-мӗн. Ресторанта апатлантарма шантарнӑ-ха. Анчах ватӑ ҫын апат ҫиессишӗнех Мускава кайманни паллӑ ӗнтӗ. Пӑтӑрмах пирки вӑрҫӑ ветеранӗн мӑнукӗ Мария Тишина халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакна Мускав мэрӗ Сергей Собянин асӑрханӑ, ыйтӑва татса пама шантарнӑ. Ыр кӑмӑллӑх организацийӗ урлӑ кайнӑ ветерансем ҫапла вара Мускаври парада лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра полицейскисемпе следовательсем Шупашкарти «Овас» суту-илӳ тата Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ ҫывӑхӗнчи сквера хупӑрланӑ. Унта темиҫе минут маларах арҫын перӗнсе вилнӗ. Арҫын сквера килсен сак ҫине ларнӑ та ҫынсен умӗнчех перӗнсе вилнӗ. Ун ҫумӗнче «Сайга» сунар пӑшалӗ тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Унта криминал пурри палӑрман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, перӗнсе вилнӗ арҫыннӑн икӗ ача тӑлӑха юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хӑйсен ирӗкӗпе чи малтан тухса кайнисене асра тытнине палӑртса кедр лартнӑ. Йывӑҫсем унччензи Трак ярмӑрккин территорийӗнче ӳсӗҫ. Кедрсене лартма Красноармейски тата Тракри вӑтам шкулсенче вӗренекенсем те нимеҫӗ пулса хутшӑннӑ. Красноармейски район вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кедра Людмила Васильева хӑйӗн аслашшӗ ячӗпе лартнӑ. Ашшӗне, Илья Иванова, хисеплесе унӑн хӗрӗсем Раисӑпа Галина лартнӑ. Арҫын вӑрҫа 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Хӑйне евӗр акцие хутшӑннӑ хастарсем капла мероприятисем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче тунӑ ҫӗнтерӗвӗн хакне, иртнӗ кун-ҫула асра тытма май парать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
