Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑрӑх кунсенче ҫынсем шыва кӗме васкаҫҫӗ. Шел те, хӑш чухне тимсӗрлӗхе пула шывра чӑмпӑлтатни инкекпе вӗҫленет. Ҫӗрпӳ районӗнче шыва кӗнӗ чухне 36 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра юлташӗ ҫыран хӗрринче пулнӑ, тусӗ унӑн куҫӗ умӗнчех путса вилнӗ. Арҫын путни пирки РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленине утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 18 сехет те 45 минутра пӗлтернӗ. Вӗсем вырӑна ҫитсен арҫыннӑн виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Арҫын шыва кӗнӗ чухне ӳсӗр пулнӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар. Вӑл пӗве урлӑ ишсе каҫма тытӑннӑ. Анчах варрине ҫитсен куҫран ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнче вырнаҫнӑ вулавӑша арҫын ачана питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран шкул ачи пӑлханма пуҫланӑ. Ара, пулӑшу ыйтмасан вулавӑшра ирчченех ларма тивӗ-ҫке-ха. 9 ҫулти арҫын ачан чӳречене уҫса пулӑшу ыйтма тытӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ӑна илтсе полици чӗннӗ. 25–30 минутран йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ, унтан вулавӑш ӗҫченӗсем килнӗ. Ача каланӑ тӑрӑх, вӑл вулавӑшра туалета кайнӑ. Унтан тухсан никам та ҫуккине курнӑ, вулавӑш хупӑннине ӑнланнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Наталья Гусева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ача хӑй пытаннӑ. Вӗсем алӑка питӗрес умӗн пур пӳлӗме те тӗрӗсленӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, арҫын ача вулавӑша кӗнеке илме мар, туалета кӗме пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре курортра каннӑшӑн налук пуҫтарассине сӑнав шайӗнче кӗртеҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. РФ Патшалӑх Думин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2018–2022 ҫулсенче туристсенчен курортри инфратытӑмпа усӑ курнӑшӑн укҫа илесшӗн. Ку тӑватӑ региона пырса тивет: Крыма, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайӗсене. Налука 18 ҫул тултарнӑ ҫынсен тӳлеме тивӗ. Укҫана регионта 24 сехетрен ытларах пулсан илеҫҫӗ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесен, 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсен, вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ. Вӗсене регионсем хӑйсем палӑртӗҫ. Укҫа-тенкӗ регионти хыснана кӗрӗ. 2018 ҫулта пӗр талӑкра 50 тенкӗрен ытлашши илмӗҫ. Каярахпа ку кӑтарту 100 тенкӗпе танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче ачана хура ҫӗлен сӑхни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ачасем. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне ҫичӗ ҫын — Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче пурӑнаканскерсем — пульницӑра сипленет. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача та, вӑл 12 ҫулта, пульницӑра выртать. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче асламӑшӗ патӗнче каннӑ чухне ҫӗлен сӑхнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ ҫӗленсен пӗр тӗсӗ ҫеҫ — хура ҫӗлен — анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавӑнпа питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Борисов Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Александр Леонидович Борисов шапаша кайнӑ та киле таврӑнман. ЧР ШӖМӗ ӑна шырама тытӑннӑ. 36 ҫулти арҫын Мускава шапаша тухса кайнӑ та ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине кайнӑ чухне вӑл тӗттӗм кӑвак тӗслӗ куртка, ҫавӑн тӗслех джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле кустармалли хура сумка пулнӑ. Александр Борисов 35 ҫулти пек курӑнать, 180 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ ҫутӑ кӑвак. Александр Борисов ӑҫтине пӗлетӗр тӗк пӗр тӑхтамасӑр дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-(83542) 2-10-02. Е 102 ҫавӑрттармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карачри культура паркӗнче «Чӑваш наци кухни» ӗҫме-ҫимен уҫӑ фестиваль конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие «Чӑваш картишӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Фестивале 38 конкурсҫӑ хутшӑннӑ, 10 палатка ӗҫленӗ. Вӗсенче чӑваш наци апачӗн 50 тӗсне тутанма май пулнӑ. Таврана сарӑлнӑ техӗмлӗ шӑршӑ хӑнасене сӗтел хушшине йыхравланӑ. Жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма пӗрре те ҫӑмӑл пулман. «Шӳрпе» номинацире Энтри Пасар ялӗнчи Татьяна Индюкова мала тухнӑ. «Какайран пӗҫернӗ чи лайӑх апат» номинацире ҫав ялти Варфоломей Индюков ҫӗнтернӗ. Вӑл шӑрттан хатӗрленӗ. «Чи лайӑх наци кукӑлӗ» номинацире Валентина Смирнова хӑй пӗҫернӗ хуплӑвӗпе мала тухнӑ. Наци ӗҫми конкурсӗнче Карачри Зоя Семенова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Чӑвашла хатӗрленӗ ролл» жюрие уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Ӑна Тӗрлемесри Рушани Абдулхаева пӗҫернӗ. Вӑл «Наци ноу-хау» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Сетнеровӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Мускав политехника университечӗн Шупашкарти институтӗнче вӗренекен Владимир Сетнеров РФ Президентӗнчен Владимир Путинран тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Мӗншӗн? Владимир кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп мероприятисене йӗркеленӗ чухне нумай пулӑшнӑ. Владимир Сетнеров Раҫҫейри чи лайӑх 200 нимеҫӗ (волонтер) йышне кӗнӗ. Ун умӗн унӑн ҫирӗп конкурс витӗр тухма тивнӗ. Шӑпах чи маттуррисем Мускаври Хӗрлӗ тӳремри Ҫӗнтерӳ парадне тата Севастополь хулинчи ҫар-тинӗс парадне йӗркелеме пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм тӗнчери акцие йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Палӑртмалла: Владимир Сетнеровпа пӗрле патриотлӑх мероприятийӗсене Шупашкарти медицина колледжӗн студентки Татьяна Васильева, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн вӗренекенӗ Анастасия Соколова та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин черетлӗ хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Игорь Михайлов ҫӗнӗ должноҫ йышӑннӑ. Малашне вӑл ЧР юстици министрӗн ҫумӗ пулӗ. Чӑннипе, Игорь Михайлов пирки информаци сахал. Вӑл 1982 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ку таранччен ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ, право тата кадр политикин пайне ертсе пынӑ. Ун умӗн вара Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче вӑй хунӑ, Иван Моторинӑн секретариат ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ. Сӑмах май, министр ҫумӗнче унччен Ирина Семенова ӗҫленӗ. Вӑл ку пукана 6 ҫул йышӑннӑ, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен ведомствӑран кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра тинех ыйту татӑлнӑ. Герб пирки тавлашу темиҫе ҫула пынӑ. Тинех вӑл мӗнле пулассине йышӑннӑ. Гербӑн мӗнле пулмалла? Ку тавлашу 8 ҫул пынӑ. Чылайӑшӗ киввине хӑварма сӗннӗ. Ӑна 1976 ҫултах йышӑннӑ. Анчах вӑл геральдика сакунне пӑхӑнман, ӑна регистрацилеме май ҫук. Юлашкинчен йышӑну тунӑ. Ҫӗнӗ герб авторӗ — Сӗнтӗрвӑрринчи ӳнерҫӗ Вадим Шипунов. Халӗ документсене ҫӗнӗ символикӑна патшалӑх регистрне кӗртмешкӗн Питӗре Геральдие ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи Ленин район прокуратуринчен Гагарин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри ҫӑхавпа ҫитнӗ. Вӑл хӑйсен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ атӑ-пушмак лавкки шавлать тесе евитленӗ. Атӑ-пушмак сутакансен ӗҫне прокуратура тӗрӗсленӗ. Чӑн та, лавкка нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен сывлӑхне сиен кӳрет иккен. Сасӑпа хӑйсен таварне рекламӑланипе ҫуртрисене канӑҫсӑрлантарни пирки унтисем маларах та шалӑп ҫырнӑ. Ун чухне усламҫӑна Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем апла хӑтланма юраманнине асӑрхаттарнӑ-ха. Анчах пӗр хӑлхаран кӗрсе тепринчен тухса кайнӑ пулинех: хальхинче прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хутсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухса усламҫӑна явап тыттарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.