Культура
![]() Питӗрти Наци литературисен вулавӑшӗнче (вӑл асӑннӑ хулари Пахча урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «Чӑваш литературин каҫӗ» иртӗ. Вӑл 18 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Уяв программи Диана Гаврилова ҫыравҫӑн «Ты лучше всех» (чӑв. Эсӗ пуринчен те лайӑххи) ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланипе пуҫланӗ. Дина Гаврилова пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, вӑл Эстонире пурӑнать. Хӑй Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Унӑн кӗнекисенче тӗп вырӑнта — асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ. Питӗрти чӑваш шур сухалӗсенчен пӗри, Виталий Золотов, та унта хутшӑнмалла. Литература каҫне хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравӗ те йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |