Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынсен кранӗнчен таса мар шыв юхнӑ. Ҫавна май халӑх прокуратурӑна ҫӑхавпа ҫитнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, прокуратура Йӗпреҫре, Пӑвара тата Шӑрттан ялӗнче пурӑнакан ҫынсен сивӗ шывне тӗрӗсленӗ. Предприяти шыва тасатакан реагентсемпе усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев органӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Предприяти директорне ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн представлени ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех прокуратура сивӗ шыв пусӑмӗ норматив ыйтнипе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче техника тата ретро-автомобильсен парачӗ иртӗ. Уява ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. ЖКХ предприятийӗсем хула кунне уявлама хатӗрленӗҫ кӑна мар, мероприятисене те хутшӑнӗҫ. Парада коммуналлӑ техника та хутшӑнӗ. Унтах ҫул тӑвакан машинӑсене, ҫӑлав службин техникине, троллейбус управленийӗн машинисене курма май пулӗ. Малтанлӑха маршрут палӑртнӑ. Парад Шупашкарти аэропортран Юханшыв порчӗ таран кайӗ. Машинӑсем ретпе пӗр пек хӑвӑртлӑхпа пырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи ветерансен ҫурчӗсем хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Ку сӑмах унччен те ҫӳрекелетчӗ-ха, халӗ ҫакна яваплисем ҫирӗплетсех каланӑ. Шупашкар районӗнче халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем хальхи вӑхӑтра тӑваттӑ. Пушарпа кӗрешекенсем хакланӑ тӑрӑх вӗсенчен пӗри, Кӑрмӑшри, ҫеҫ хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтерет. Ыттисене юрӑхсӑр тесе йышӑнма вӗсем йывӑҫ ҫуртсенче вырнаҫни хистенӗ. Специалистсем хурланӑ Янӑшри, Хыркассинчи, Шорккари уйрӑмсене хупма палӑртнӑ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтнине Кӳкеҫри ветерансемпе инвалидсен ҫурчӗ ҫеҫ тивӗҫтерет иккен. Апла пулсан ялти ватӑсене Кӳкеҫе куҫараҫҫӗ тесе пӗтӗмлетме пулать. Юрӑхсӑр ҫуртсене 2017—2018-мӗш ҫулсенче хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Надежда Гладкова ҫитес эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен, Сӗнтӗрвӗрри хула администрацине ертсе пыма тытӑнӗ. Пуҫлӑха кама лартассине хулари депутатсем ӗнерхи ларура пӑхса тухнӑ. Надежда Гладкова кандидатурине вӗсем пӗр шухӑшлӑн ырланӑ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Надежда Гладкова биографине тишкерсен вӑл пур енлӗ пултарни сисӗнет: секретарь-машинистка та, кадрсен пайӗн инспекторӗ те, шкулти пионервожатӑй та, ҫӗр йӗркелӳҫӗ те, Шупашкар район администрацийӗнчи экономика пайӗн специалисчӗ те, инженер та, ял хуҫалӑх предприятийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ те. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче 2016 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче халиччен пулман уяв иртет. Унта йӗкӗрешсемпе виҫӗрешсене тата тӑватӑрешсене чӗнеҫҫӗ. Мероприятие йӗркелесе ирттерекенни — район администрацийӗн гражданла актсене ҫыракан пайӗ тата районти тӗп вулавӑш. Вӗсем йӗкӗреш ачаллисен амӑшӗсен сӗнӗвне шута илсе ку мероприятие ирттерме йышӑннӑ. Уяв ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хулари Культура тӳремӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Фестиваль парадран пуҫланӗ. Программа юрӑ-ташӑпа, хаваслӑ ытти мероприятипе пуян пуласса шантараҫҫӗ. Фестивале пухӑннисене хавхалантарма йӗркелӳҫӗсем пуян ҫынна тупса хунӑ. Вӑл пылак апат-ҫимӗҫ туянма укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшать. Конкурссенче палӑрнисене тав туса кунсӑр пуҫне Хисеп хучӗсемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тӳлевсӗр ҫул ҫӳреме хакла ларӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви нумаях пулмасть саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унта республикӑн Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесшӗн. Сӑмах май, юлашки икӗ ҫул ҫурӑра транспортра билетсӑр ҫӳренине республикӑра пачах та тӗрӗслемен, никама та штрафламан. Ку хыпара транспорт министрӗ Владимир Иванов саккун проектне ӑнлантарса ҫырнинче пӗлтернӗ. Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртсен штраф виҫи хальхи 100 тенкӗ вырӑнне 1000 тенкӗпе танлашӗ. Багажшӑн укҫа тӳлеменнисен штрафӗ 500 тенке ҫитсе ларӗ. Штраф виҫи хӑпарнине кура тӗрӗслев ирттерме пуҫласса шанма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Паян Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗ ячӗпе парк тата унтах стела уҫнӑ. «Хыпар» хаҫатӑн ӗнерхи номерӗнче ӗҫе Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗн, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн уйрӑмӗн заведующийӗн Родион Казанцевӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ тесе ҫырнӑ. Ырӑ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе десантниксем маларах субботник йӗркеленӗ. Кивӗ Эйпеҫ тӑрӑхӗнчен сывлӑш десант ҫарӗнче 33 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен пӗрине, вӑл 1915 ҫулта ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫар десанчӗн гварди дивизийӗнче хӗсметре тӑнӑ — Макар Алимасова — вилнӗ хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ. Ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе тӗрлӗ ҫулта пурнӑҫланӑ ытти десантник та пысӑк шайра пурнӑҫланӑ, вӗсем ҫемьере те хисеплӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн, полицин генерал-майорӗн Сергей Неяскинӑн ячӗпе тав ҫырӑвӗ килнӗ. Шупашкарта пурӑнакан кӑҫал ҫулла полицине Гузовский урамӗнчи ача-пӑча лапамӗнче ҫамрӑк ҫынсен ушкӑнӗ спиртлӑ шӗвексем ӗҫнине икӗ хутчен полицие пӗлтернине каланӑ. Ӗҫекен хӗрсемпе каччӑсем усал сӑмахсемпе хытӑ калаҫнӑ. «Ҫавӑншӑн эпӗ полицине пӗлтертӗм, 102 номерпе шӑнкравларӑм. Право енчен мера йышӑнма ыйтрӑм. Оперативлӑ дежурнӑй мана сӑпайлӑ итлерӗ, манӑн пӗлтерӗве йышӑнчӗ. Общество йӗркине пӑсакан вырӑна тепӗр 5-10 минутран полици экипажӗ килчӗ. Картишӗнче шӑплӑх пуҫланчӗ. Общество йӗрки йӗркеленчӗ», — тенӗ ҫырура. Куншӑн ҫыру авторӗ васкавлӑ тата тухӑҫлӑ мера йышӑннӑ полици ӗҫченӗсене тав тунӑ. Хула ҫыннине унӑн телефон пӗлтерӗвне ӑнлантару хучӗсемсӗр йышӑнни савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Николай Миллин Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ чӑваш патшалӑх тытӑмӗнчи ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орган ертӳҫисем шайӗнче чӗлхе саккунлӑхне аталантарас шухӑшпа ҫыхӑннӑ ыйтӑм ирттернӗ май Елчӗк район администрацине те икӗ ыйту янӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртмелле-ши? Иккӗмӗш ыйту: Чӑваш Республикин патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи пур ӗҫтешсен те Чӑваш Республикинчи патшалӑх чӗлхисене, чӑваш тата вырӑс чӗлхине, тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна Чӑваш Конституцийӗнче е республика саккунӗнче ҫирӗплетсе хӑвармалла мар-ши? Елчӗк район администрацийӗ ҫапларах хуравланӑ: 1. Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунне яваплӑх пирки уйрӑм пункт кӗртсен юрать. «Яваплӑх» тенине мӗнле шайра пӑхмалла? Ку уйрӑм ыйту. 2. Чӑваш Конституцине чӑваш тата вырӑс чӗлхисене тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна кӗртни вырӑнсӑр. Ҫапах та патшалӑх органӗсене ӗҫе илнӗ чухне чӑвашла калаҫма-ҫырма пӗлнине шута илмеллех. Министрсем таранах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Раҫҫейри ТОП-25 мэрсен йышне кӗнӗ. Вӑл 17-мӗш йӗркерен 16-мӗшне хӑпарнӑ. Танлаштарӑма информаци коммуникацийӗсен «Рейтинг» центрӗ хатӗрленӗ. Экспертсем Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайне уҫнине палӑртнӑ. Ӑна, сӑмах май, республика тата федераци хыснисенчи укҫа-тенкӗпе хута яраҫҫӗ. Алексей Ладыков танлаштарӑмра чи лайӑххисен йышне кӗнине Шупашкар экономика кӑтартӑвӗ тӗлӗшпе ӳсни те витӗм кӳнӗ. «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн хулара 27 ҫула юсаҫҫӗ. Хулан туризм аталанӑвне лайӑхлатакан мероприятисене те экспертсем лайӑх енчен хакланӑ. Танлаштарӑм кӑтартӑвне кадет корпусӗ хута кайни, Республика кунӗ тӗлне ҫӗнӗ пӗлтерӗшлӗ объектсем уҫӑлни те витӗм кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |