Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() Фейерверк ямалли вырӑнсем. Никӗсӗ: Яндекс.Картта Шупашкар хулин Ленин районӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗн каҫхине фейерверксене ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ — вӗсене ҫав лаптӑксенче ҫеҫ яма хушаҫҫӗ. Капла май фейерверк янӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма май пулӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, унсӑр пуҫне район лаптӑкӗнчи ҫурт-йӗр те сиенленмӗ. Ҫак вырӑнсене палӑртнӑ: 1) Б. Хмельницкий урамӗнчи 80-мӗш ҫурт патӗнчи лаптӑк; 2) Комуналлӑ Слапата урамӗ патӗнчи ҫул унки патӗнчи вырӑн; 3) Эгер бульварӗнчи 43-мешпе 45-мӗш ҫуртсем хушшинчи лаптӑк; 4) Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи парк; 5) И. Яковлев урамӗнчи 16-мӗш ҫуртпа Кӑкшӑм урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗпе 7-мӗш ҫурт хушшинчи вырӑн; 6) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ умӗнчи вырӑн; 7) Чапаев скверӗ; 8) «Дорисс-парк»; 9) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 30-мӗш ҫуртпа транспорт унки хушшинчи лаптӑк; 10) Наци вулавӑшӗ умӗнчи И.Яковлев палӑкӗн тавралӑхӗ; 11) «ТрансСтройТех» техникумпа катастрофа медицинин республика центрӗн тата 149-меш ача пахчи хушшинчи лаптӑк; 12) Мир проспектӗнчи 98-меш ҫурт умӗнчи лаптӑк; 13) Садовӑй микрорайонпа Сӑкӑт кӗперӗ хушшинчи пуш вырӑн. Ленин район администрацийӗ фейерверк янӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнма сӗнет. Унсӑр пуҫне фейерверксене ятарлӑ лавккасенче туянсан аван пулни пирки пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |