Колони ҫуннӑПӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш юсанмалли колони ҫуннӑ. Пушар авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑ. Каҫхи 9 сехетре ҫулӑм алхасма тытӑнсан васкавлӑ медпулӑшу тата МЧС ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Чӑваш Енри УФСИН пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм отрядсенчен пӗрин тӑрринче тухнӑ. Пушара асӑрхасанах айӑпланнӑ ҫынсене тепӗр пӳлӗме куҫарнӑ. 21 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Телее, учреждени ӗҫченӗсем те, айӑпланнӑ ҫынсем те шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, 3-мӗш юсанмалли колонире пушар пӗрремӗш хут тухман. Унччен те унта унашкалли пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Асфальтпа бетон савучӗн пуҫлӑхӗ налука пула ята кӗнӗ. Чӑваш Енӗн тӗпчевҫисем предприяти пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, савут директорӗ предприяти харпӑрлӑхҫи иккен. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, савут пуҫлӑхӗ хушма хакран илекен налука 2013-2015-мӗш ҫулсенчи хӑш-пӗр кварталта, тупӑшран илекеннине 2013 тата 2015-мӗш ҫулсенче тӳлемен. Налукҫӑсене пӗтӗмпе 7 миллион тенкӗ ытла тӳлесе ҫитермен имӗш. Укҫана хӗссе хӑварассишӗн пурлӑх декларацинче, тӗслӗхрен, пӗчӗкрех цифрӑсем юри кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Предприяти пуҫлӑхӗн тата хапӑрлӑхҫин пуҫиле майпа явап тытасран пӑрӑнма май пур. Чееленсе мар. Парӑма кӑмӑлпа татсан. Ку йӗркене РФ Уголовлӑ-процессуаллӑ кодексӗн 28-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Уявра. Марина Карягина тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ. Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ). | ||
Спорт
![]() «Наци кросӗ» пӗтӗм Раҫҫейри спорт уявне Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗ пӗр ҫул та хутшӑнмасӑр юлман тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Ватти те, вӗтти те ял варринче вырнаҫнӑ шкул стадионне пуҫтарӑнса сывлӑх кунне уяв вырӑнне хурса сумлать. Паян чи малтан «Ҫӑлкуҫ» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем старта тӑнӑ. Г. Волков, Д. Мтин, Я. Анюрова финиша чи малтан ҫитнӗ. Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем кроса пысӑк йышпах хутшӑннӑ. Чи хӑвӑрт чупса К. Анюрова, А. Сандыркин, А. Андреев (1-2 классем), А. Мтина, В. Скрипкин э(3-4 классем), К. Хмелёва, Д. Волков (5-7 классем), Л. Чернова, А. Волков (8-9 классем), В. Чернова, А. Кузнецов (10-11 классем) ҫӗнтернӗ. Аслисем хушшинче Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.В.Чернов финиша малтан ҫитнӗ. Ӑмӑртура палӑрнисем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ Вячеслав Телятова асра тытнине палӑртса каҫ иртнӗ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче телеоператор 80 ҫул тултаратчӗ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче вилнӗ. Вулавӑшӑн «Мерчен» музыка тӗпелӗнче иртнӗ асӑну каҫне наци культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗсем (малтан тӑрӑшнисем тата хальхи вӑхӑтрисем), вӗренекенсем, журналистсем хутшӑннӑ. Асӑну каҫне Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музыкҫӑ, композитор тата телеертӳҫӗ Александр Осипов уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Вячеслав Телятов телеоператор пурнӑҫӗ, унӑн Чӑваш Республикин культуринчи пӗлтерӗшӗ, утса тухнӑ кун-ҫул каҫалӑкӗ ҫинчен вӑл питех те тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Культурӑн, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви культура отраслӗнче вӑй хуракансем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутласа кӑларнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач—ҫурла уйӑхӗсенче культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи сакӑр уйӑхринчен 3,7 процент ӳснӗ. Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра ӗҫ укҫи уйӑхсерен вӑтамран 16 пин те 83 тенкӗ 60 пуса ларнӑ. Шалу патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлени тӑрӑх уйрӑлса тӑрать. Статистика цифрисем ҫапларах: патшалӑх учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем уйӑхсерен вӑтамран 19 пин 865 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ, муниципалитетӑн культура учрежденийӗсенче вӑй хуракансен шалӑвӗ кӑҫалхи кӑрлач—ҫурла уйӑхӗсенче 13 пин те 952 тенкӗ те 90 тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Улатӑрти мӑнастирти Пахомий атте Идель.Реалии сайтра Ярсубай Янгаров журналистпа Улатӑрти арҫынсен мӑнастирӗпе паллаштаракан кӑсӑклӑ материал пичетленӗ. Манахсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ интервьюра Ҫветтуй Троицк мӑнастирӗнчи Пахомий (Тарасов) пачӑшкӑпа та калаҫнӑ. «Пахомий атте, Вырӑс православи чиркӗвӗ чӑвашсен чӑн тӗнне ӗненекенсемпе хирӗҫет текен сӑмах ҫӳрет Шупашкарта. Этноссен религине чӗртсе тӑратассине эсир еплерех йышӑнатӑр?», — кӑсӑкланнӑ журналист. «Эпир нумай конфессиллӗ ҫӗршыв, пурне те йӳнеҫӳллӗн йышӑнмалла. Ҫынна тӗне ирӗксӗрлесе тата хистесе ӗнентерме ҫук, вӑл шалтан тухать. Ытти религие тавлашуллӑн йышӑнассинчен Тур сыхлатӑр. Иисус юратупа илӗртнӗ», — чунтан тухакан сӑмахсемпе хуравланӑ пачӑшкӑ сайт журналистне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ. Инҫетри йӑхташӑмӑрсем автономин кӑҫалхи ӗҫне тишкернӗ май автономи президенчӗ Геннадий Храмов каласа кӑтартнине тимлесе ирттернӗ. Сакӑр уйӑхра епле ӗҫленине тишкернӗ май Красноярск чӑвашӗсем ҫӑмрӑксемпе тата ачасемпе ӗҫлессине вӑйлатма йышӑннӑ. Килес ҫулхи пирки те вӗсем халех шухӑшлаҫҫӗ: ӗҫ планӗ проектне пӑхса тухса ӗнерех ҫирӗплетнӗ. Иккӗмӗш ыйтупа вара Чӑваш наци конгресӗн вуннӑмӗш, юбилейлӑ, сьездне делегатсем суйланӑ. Унта хутшӑнма В.Е. Разманова, О.В. Ровда, Г.И. Храмов тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен Раҫҫейӗ халӑх художникне, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Владимир Мешкова асра тытса астӑвӑм турнирӗ ирттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма суд сакки ҫине лартнӑ. Вӑл ачисене тивӗҫлипе пӑхман, вӗсемпе хӑйне лайӑх тытман-мӗн. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 2 ҫулти тата 9-ти ачисене воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫлемен. Вӑл амӑшӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламан имӗш: гигиена, психика, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ӗҫлемен. Кунсӑр пуҫне ҫак хӗрарӑм, ӳсӗрскер, ҫемьери ытти ҫынпа харкашнӑ, усал сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫакна вара йӑлтах ачисем илтнӗ. Суд икӗ ача амӑшне айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта Владимир храмӗн турӑш лавккине ҫамрӑксем ҫаратнӑ. Полицейскисем вӑрӑсене тытса чарнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ик ҫамрӑк турӑш лавккине кӗнӗ те кӗлӗ саккас панӑ. Каччӑсенчен пӗри сутуҫӑпа калаҫнӑ вӑхӑтра тепри сентре ҫинчи ешчӗке йӑтса кайнӑ. Унта вара халӑх пухнӑ укҫа пулнӑ. Пӗтӗмпе – 800 тенкӗ. Сутуҫӑ ҫакна асӑрхасан полицие пӗлтермелли пускӑча пуснӑ. Ҫав вӑхӑтра чиркӳ старости тухнӑ, каччӑсем хыҫҫӑн чупнӑ. Пӗрне тытса чарма май килнӗ. Теприне, 17 ҫултине, тепӗр кунхине ярса илнӗ. Вӑл курупкана ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ. Ҫав ҫамрӑксем профилактика шутӗнче тӑраҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |