Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректоне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суйласси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӗнер университет пуҫлӑхне палӑртнӑ.

Кам ытларах сасӑ пухнӑ-ха? Малтан аса илтерер-ха: ЧППУ ректорне ларассишӗн икӗ кандидат кӗрешнӗ. Унччен тӑваттӑн пулнӑ, анчах РФ Вӗренӳ министерствин собеседованийӗ витӗр иккӗшӗ тухайман. Ҫапла майпа унччен вӗренӳ министрӗ пулнӑ Владимир Иванов, ЧППУн ӳнер тата музыка пӗлӗвӗн факультечӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Ильина ректор пуканӗшӗн кӗрешнӗ.

Владимир Иванов сасӑ нумайрах пухнӑ. Ҫапла майпа вӑл университет ректорӗ пулса тӑнӑ. Сӑмах май, вӑл унӑн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ.

 

Пӗлтерӳ

Темиҫе уйӑх хушши эпир «Эрне хыпарӗсем» рубрика тытса пытӑмӑр. Унта эпир эрне хушшинче пирӗн халӑха хӑш хыпарсем кӑсӑклантарни пирки каласа пама тӑрӑшрӑмӑр. Ҫавах та юлашки тапхӑрта вӑхӑт сахал пулнине пула (пахчапа кил таврашӗнчи ӗҫсем те, ыттисем те ку тӗлӗшпе витӗм кӳчӗҫ) ҫак рубрика пирӗн сайтран ҫухалчӗ.

Ҫавах та унашкал япаларан эпир хӑпас темерӗмӗр, ҫавӑнпа та ӑна ҫӗнӗлле йӗркелес тесе шут тытрӑмӑр. Малашне ҫак пай хӑйне хӑй йӗркеленсе пырӗ. Пӗр-пӗр хыпара уҫсан сулахай енче эсир «Эрне хыпарӗсем» текен пай курма пултаратӑр. Унта вара эрне хушшинче кун ҫути курнӑ чи кӑсӑклӑ, чи нумай вуланӑ хыпарсем пулӗҫ. Ҫапла май эсир пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе паллашмасӑр юлмастӑр тесе шутлатпӑр.

 

Хулара

Шупашкарта каллех тислӗк шӑрши кӗрет. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсем унашкаллине пӗрре мар тӳсеҫҫӗ. Урамра ырӑ мар шӑршӑ сарӑлни унччен те пулнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Мир проспектӗнче, «Виҫӗ юман» микрорайонта, пурӑнакансем япӑх шӑршӑ тухнине сиснӗ. Ку ҫил вӑйлансан уйрӑмах лайӑх палӑрма тытӑннӑ.

«Фермӑри пек пурӑнатпӑр. Каллех ҫӑвӗпе нушаланмалла-им?» — ҫапла ӳпкелешнӗ ҫынсем. Аса илтерер: пӗлтӗр те ҫулла ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче япӑх шӑршӑ тӑнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пурӑнакансем те ырӑ мар шӑршӑ пулнине туйнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41961
 

Пӑтӑрмахсем

Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет ҫурӑра Шупашкарти 1-мӗш Чапаев урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Йывӑҫ ҫурт, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электропралука пула ҫунса кайнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ҫенӗкрен тухнӑ.

Шел те, пушарта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 16 ҫулти, 4-ри тата 6-ри хӗрӗсем ҫунса вилнӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.

«Ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ психологсем вилнисен тӑванӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41969
 

Культура

Чӑваш Енре ватӑсене йӳнӗ хакпа канма майсем туса парасшӑн. Республикӑра кӑҫал йӗркеленӗ Туризм тата культура енӗпе ӗҫлекен информаци центрӗ халӗ шӑпах ҫав ыйтупа пуҫ ватать.

Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ центр аслӑ ҫулхисене ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кантарма май туса парас ыйтӑва туризм енӗпе ӗҫлекен организацисемпе хускатнӑ. Хальлӗхе ыйту татӑлса пӗтмен, анчах калаҫу малалла пырать.

Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ, чи лайӑх проектсемпе паллаштарса регионсенчи пайташсем тухса калаҫнӑ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ.

 

Культура

Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра ветерансен хорӗсем — 23. Вӗсенчен 15-шӗ халӑх ячӗллӗ.

Ветерансен хорне тӗрлӗ ҫулхисем ҫӳреҫҫӗ: тинтерех тивӗҫлӗ канӑва тухнисенчен пуҫласа тӑнлавне самаях пас тытнисем таранах. Хорта ытларах хӗрарӑмсем пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Сӑлтавне специалистсем темле ӑнлантараҫҫӗ те, анчах, сӑнанӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хастартарах, вӗсен кун-ҫулӗ те вӑрӑмрах.

Ҫав вӑхӑтрах чӗрӗ арҫынсем те ҫук мар. Ветерансен хорне ҫӳрекен 600 ытла кинемипе мучи хушшинче 96 ҫулти ҫын та пур. Арсений Питеркин ятлӑскер — хорта чи асли. Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ.

 

Экономика

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксене — унти «Химпромра» — ӗҫлекенсене саламланӑ.

Акционерсен ҫав обществинче 150-а яхӑн тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Продукци пахалӑхне те савутра ҫулсерен лайӑхлатса пыраҫҫӗ.

Уява хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер кӑҫал предприятире производство калӑпӑшне 10 миллиард тенкӗрен ирттерессе шаннине палӑртнӑ.

Предприяти пайташӗсем малашлӑхлӑ темиҫе инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫулталӑкне 30 пин тонна глифосат кӑларакан производство хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ. Перкарбонат кӑларассине икӗ хут ӳстересшӗн. Водород пероксидне туса илесси 40 процент хушӑнӗ.

Ӳлӗмрен тата водород перекиҫне кӑларассине палӑрмаллах ӳстересшӗн. Ку производствӑна 4 миллиарда яхӑн тенкӗ хывмалла.

Кирек епле уяври пекех мероприятире производствӑри маттурсене тата ӗҫ династийӗсене чысланӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск хулинче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртмелле. Унти пирӗн республикӑран та пысӑк делегаци тухса кайнӑ.

Инҫе ҫула тухиччен йыш Шупашкарти Константин Иванов палӑкӗ умне пуҫтарӑнса паллӑ классика сума суса чечек хунӑ.

Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен Акатуйне каякансене Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, унӑн ҫумӗ Валерий Клементьев телейлӗ ҫул суннӑ.

Делегаци ҫула май Пушкӑрт Республикинчи Слакпуҫ ялне, Константин Иванов ҫуралнӑ тӑрӑха, кӗрсе тухнӑ. Унтан Тӗмене, Красноярска ҫитӗ, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ унти мероприятисене хутшӑнӗ. Уява ытти регионсенчи чӑвашсем те пуҫтарӑнмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Ыран пирӗн республикӑра асар-писер ҫанталӑк пулас хӑрушлӑх пысӑк. Кун пирки Чӑваш Енӗн Гидрометцентрӗ асӑрхаттарнӑ. Унтисем систернине кура РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ ҫынсене асӑрхануллӑ пулма ыйтать.

Синоптиксен прогнозне ӗненсен ыран пирӗн республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Вӑл кӑна та мар, ҫил тухса кайӗ. Ҫумӑр вӑхӑтӗнче вӑл ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле.

Асар-писер ҫанталӑк тухса кайсан транспорт ӗҫӗнче, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра йывӑрлӑх пулассине асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫутӑ тата ҫыхӑну пӑралукӗсем татӑлма пултараҫҫӗ. Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче юпасем, ҫӳллӗ строительство техники таврашӗнче тӑма хушмаҫҫӗ.

«Инкек сиксе тухсан ҫӑлавҫӑсене тата пушар сӳнтерекенсене чӗнме карас телефонӗсенчен «01» тата «101» номерсемпе шӑнкӑравламалла», — пӗлтерет РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре каллех ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем миграци саккуне пӑснӑ.

Ют ҫӗршыв ҫыннисене Улатӑр хулинче тытса чарнӑ. Вӗсем Казахстан еннелле ҫул тытнӑ пулнӑ. Автобусра ют ҫӗршыври 9 ҫын пулнӑ.

Тытса чарнӑ ҫынсем тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Миграци саккуне пӑснӑскерсене штраф тӳлеттернӗ: кашнине 2 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене Раҫҫейрен тӑван тӑрӑхне ӑсатмалла тунӑ.

Водитель те ют ҫӗршыв ҫынни пулнӑ. Ӑна та 2 пин тенкӗ штраф ҫырса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41950
 

Страницӑсем: 1 ... 2336, 2337, 2338, 2339, 2340, 2341, 2342, 2343, 2344, 2345, [2346], 2347, 2348, 2349, 2350, 2351, 2352, 2353, 2354, 2355, 2356, ... 3853
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 17

1926
99
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
24
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...