Статистика
![]() Республикӑра ҫын вилеслӗхӗ кӑштах чакнӑ пулин те вилекенсен йышӗ ҫуралакансенчен нумайрах. Мӗншӗн? Ача ҫуратакан сахалланнӑ. Чӑваш Енре ҫын вилеслӗхӗ ача ҫураласлӑхӗнчен 20 процент пысӑкрах. Ку — кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчи кӑтарту. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 4 422 ача ҫуралнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 868 ҫын сахалрах. Ҫав вӑхӑтрах 5 274 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 76 ҫын сахалрах. Республикӑра ҫынсем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе вилеҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — усал шыҫӑ. Унтан — апат ирӗлтерекен тата сывлав тытӑмӗсен чирӗсем. Палӑртмалла: 1 ҫул тултарман ачасем вилеслӗхӗ те пысӑкланнӑ. Пӗлтӗр ку тапхӑрта 15 ача вилнӗ пулсан кӑҫал — 18. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре 9-мӗш класра вӗренекенсен патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш кунхине шкул ачисем ют тата чӑваш чӗлхисемпе экзаменсем тытнӑ. Экзамен пулнӑ пӗр пункта сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Вӗсем – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков, ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев. Хӑнасем Шупашкарти 56-мӗш шкулта пулнӑ. Унта 4-мӗш гимнази, 17-мӗш тата 19-мӗш, 60-мӗш шкулсенче ӑс пухакансем экзамен тытнӑ. Михаил Игнатьев тимӗршыравҫӑн тӗрӗслевӗпе паллашнӑ, экзамен тытмалли аудиторие пӑхса ҫаврӑннӑ, видеосӑнав мӗнле ӗҫленине пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ачасемпе калаҫнӑ. Палӑртмалла: республикӑра ют чӗлхепе 600 яхӑн ҫын экзамен тытать, чӑваш чӗлхипе — 350 ҫын ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт пайӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Анчах вӗсем икӗ эрне ӗҫлесе татаҫҫӗ-ха. Палӑртмалла: унта вӑй хуракансенчен пӗри пӗр уйӑхран сахалрах ӗҫлет. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлнӗ тӑрӑх, кунашкал лару-тӑрӑва нумаях пулмасть 40-мӗш маршрут тӗлӗшпе ирттернӗ тӗрӗслевпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ун чухне транспорт пайӗнче ӗҫлекенсене полици пайне икӗ хутчен илсе килнӗ. Сӑмах май, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче йӗрке хуралҫисем транспорт пайӗн пуҫлӑхне тата ӑна пӑхӑнакан ҫынна взятка илнӗшӗн тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер ҫӑмӑл атлетика енӗпе командӑсен хушшинче Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Тӳрех палӑртар: пирӗн ентеш Анжелика Сидорова, Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлекенскер, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Сочири курорт хулара иртет. Унта 500 ытла ҫӑмӑл атлет хутшӑнать. Шӑчӑпа сикес енӗпе 13 спортменка вӑй виҫнӗ. Европа чемпионки, тӗнче чемпионачӗн призерӗ Анжелика Сидорова ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ку сезона 4 метр та 60 сантиметр ҫӳллӗшне сиксе уҫнӑ. Малтан Анжелика 4 метр та 50 сантиметра парӑнтарнӑ. Унтан 10 сантиметр ҫӳлерех сикме пултарнӑ. 4 метр 70 сантиметра виҫӗ хутчен сиксен те парӑнтарайман. Ҫапах Анжеликӑн кӑтартӑвӗ – чи лайӑххи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче йӑлана кӗнӗ Иванов вулавӗсем иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркеленнӗ. Иванов вулавӗсем 2015 ҫултанпа иртеҫҫӗ. Пӗрремӗш хутӗнче ӑна чӑваш литературин классикӗ К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ. Мероприятие И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем хутшӑннӑ. Литература музейӗн заведующийӗ Ирина Оленкина мероприятие уҫнӑ. ЧППУн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Пафнутьева «Чӑваш классикӗсене шкулта вӗрентесси» хӑтлавпа паллаштарнӑ. ЧППУн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин доценчӗ Николай Осипов «Хальхи калавӑн хӑйне евӗрлӗ философийӗ» доклад вуланӑ. Пӗтӗмпе мероприятире 20 докладпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ҫӑлавпа шырав слкжби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Ку 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ойкассинчен ҫын путса вилни пирки шӑнкӑравласа хыпарланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Водолазсем пӗвере тӗплӗн шыранӑ. Унтан шывран арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Хальлӗхе ҫав арҫын кам тата ӑҫтан пулнине пӗлтермен. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май МЧС шыв хӗрринче каннӑ тата шыва кӗнӗ чухне асӑрхануллӑрах пулма хистет, унта эрех ӗҫме юраманни пирки асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ. Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ. Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьевпа Алексей Репик «Ӗҫлӗ Раҫҫей» (чӑв. Деловая Россия) бизнес-пӗрлешӗвӗн президенчӗ Алексей Репик Чӑаш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Мускава йыхравланӑ. Пурӑнма е ӗҫлеме мар. Бизнес-пӗрлешӗвӗн паян иртнӗ анлӑ ларӑвне. Унта Раҫҫейӗн инвестици климачӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ларӑва Раҫҫей усламҫисен кунне халалласа йӗркеленӗ. Пухӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, тӗрлӗ регион ертӳҫисем, аталану енӗпе ӗҫлекен институтсен пайташӗсем хутшӑннӑ. Чӑаш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Алексей Репик пирӗн республика ертӳҫине маларах ҫапла хакланӑ: «Регион Пуҫлӑхӗн ушкӑнӗ тухӑҫлӑ ӗҫлесен унта ҫитӗнӳсем те ҫук мар. Ӗҫлеме пултаракан командӑра кӑтартусем пысӑк. Бизнеса аталантарассине тимлӗх уйӑрсан, тӗп приоритет тесе йышӑнсан ҫитӗнӳ те пур. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьев ку енӗпе ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Вӑл ертсе пыракан команда тухӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлнине пӗр хутчен ҫеҫ мар ҫирӗплетсе панӑ. Вӗсем регион аталанӑвӗ предпринимательсен вӑйӗнчен те сахал мар килет текен ӑнлава тӗпе хурса ӗҫлени ытти субъектсемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ирина Клементьева Шупашкар хула мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ, ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен кӑларнине те хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн следователӗсем вӑл «Чувашия-Мед» страхлав компанийӗн тӗп директорӗ пулнӑ май саккуна пӑсса икӗ сделка тунӑ, кун пирки директорсене пӗлтермен, компани пурлӑхӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. И. Клементьева 370 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑка хӑйӗн упӑшки ертсе пыракан фирмӑна 10 ҫуллӑха йӳнӗ хакпа тара панӑ пулать. Кунсӑр пуҫне вӑл страхлав компанийӗ ячӗпе тӗп бухгалтерӑн амӑшне 1,7 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ сутнӑ имӗш. Темиҫе миллион тенкӗ тӑраканскере 1,5 миллионпа парса страхлав компанине тӑкак кӳнӗ-мӗн. Следовательсем Ирина Клементьевана тытса чарма хальлӗхе сӑлтав ҫук тесе пӗлтернӗ иккен. Ку хыпара «Новости» РИА паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Юлашки вӑхӑтра республикӑра агроклассем уҫӑлаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри паллӑ ҫыннӑн Аркадий Айдакӑн тӑван ялӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче, кунашкал класс йӗркеленӗ. Унта ӑс пухакан ачасем инженери тата естественнӑй ӑслӑлӑхсем енӗпе ӑс пухӗҫ. Агрокласс шкул ачисене Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тытӑмӗн аталанӑвӗпе ҫывӑхрах паллашма май парать – ҫапла палӑртать ЧР Ял хуҫалӑх министерстви. Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансем хальхи технологисемпе, хатӗр-хӗтӗрпе тата техникӑпа паллашаҫҫӗ. Кунашкал агроклассем республикӑри темиҫе районта уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |