Ҫурт-йӗр
![]() Йӗпреҫри кӗпер Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсакан подряд организацине палӑртнӑ. Ӗҫе «Полимер» тулли мар яваплӑ общество кӳлӗнӗ. Ку ыйтӑва, саккун ыйтнӑ пек, конкурс ирттерсе татса панӑ. Аса илтерер, кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫак уйӑхра атӑлса ӳкнӗччӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ хыҫҫӑн унта специалистсем тухса кайнӑччӗ. Ку ыйтупа ирттернӗ канашлӑва республикӑн Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе тимлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем, ҫул-йӗр тата пӗве-плотина тӑвас енӗпе тӑрӑшакан экспертсем, «Чӑвашупрдор» предприяти специалисчӗсем хутшӑннӑччӗ. Вӑл канашлура юсавччен юханшыв шайне шлюзсем уҫса чакарма, асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарма йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хавалти» сӑн ӳкерчӗк «Хавал» ҫуллахи уйлӑх кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут пуҫтарӑннӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Нина Царыгина ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн чӗлхепе кӑсӑкланакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. 14—16 ҫулсенчи хӗрсемпе яшсем валли хальхинче ятарлӑ программа та хатӗрленӗ. Масая Сещимо ятлӑ ҫамрӑк Японирен вӗҫсе килнӗ. «Хӑй вырӑсла пӗр-икӗ сӑмах ҫеҫ пӗлет пулин те ыттисемпе эсперантӑлла е акӑлчанла хутшӑнать. 31 ҫултискер Японири пӗр пӗчӗк хулара компьютер администраторӗнче вӑй хурать», — тенӗ хаҫат корреспонденчӗ. Ҫул ҫӳреве тухма, ют чӗлхесене вӗренме кӑмӑллаканскер нумаях пулмасть финн-угор ушкӑнӗнчи чӗлхесемпе интересленме тытӑннӑ, удмуртла вӗреннӗ. Ӑна Аспарух лекци вуламашкӑн йыхравланӑ. Атӑлҫи регионӗсенче мӗнле халӑхсем пурӑннине тӗпчеме пуҫласан чӑвашсем пирки пӗлнӗ. Ҫакӑнтан пуҫланнӑ та чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наталья Мажукова тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлере кама асӑрханине тем тесен те пӗлейместӗр. Унта «Татьянин день» сериалта ӳкерӗннӗ Кирилл Сафонов килнӗ! Паллӑ актер кафере апатланнӑ. Унти ӗҫчен Наталья Мажукова Кирилл Сафоновпа сӑн ӳкерӗнне. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паллӑ актер бозбаш, чалагач, ҫӗрулми нимӗрӗ, «Цезарь» салат ҫинӗ. Ӑна йӑлтах килӗшнӗ. Ҫавна май вӑл кафе ӗҫченӗсем валли ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ. Кирилл Сафонов пӗччен пулман. Вӑл Ҫӗмӗрлене «Викинг» фильмӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе ҫитнӗ. Кафе ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, паллӑ актер питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче медицинӑпа экономика канашӗн черетлӗ, иккӗмӗш, ларӑвӗ иртнӗ. Ку орган ҫак ведомствӑра ҫӗнӗ. Ӑна Владимир Викторов министра ларнӑ хыҫҫӑн вӑл пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ҫӗнӗлӗхе министерствӑрисем консультаципе канаш органӗ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл республикӑра сывлӑх сыхлавне аталантарас ҫул-йӗре палӑртмалли орган шутланать. Паянхи канашлӑва Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗ Валерий Андреев хутшӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗнчи менеджмент ыйтӑвне халалланӑ ыйтӑва хускатнӑ май ертӳҫӗсен пӗлӳ шайӗ хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫлӗ пулмалли пирки калаҫнӑ. Ҫакна шута илсе республикӑн сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен аслӑ звенори кадрсене «Менеджмент в здравоохранении» (чӑв. Сывлӑх сыхлавӗнчи менеджмент) программӑпа вӗрентме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мария Кузнецова Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийӗнчи Кӗрешӳ спорчӗн федерацийӗн президентӗнчен Михаил Мамиашвилирен Тав ҫырӑвӗ килнӗ. Мамиашвили пирӗн тӑрӑхра кӗрешӳ спортне аталантарма тата пысӑк шайри кӗрешӳҫӗсем хатӗрлеме витӗм кӳнӗшӗн Михаил Игнатьева ырласа ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Германири Дортмунд хулинче хӗрсем хушшинче ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе Европа шайӗнче юниорсен ӑмӑртӑвӗсем иртнине аса илтернӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем пӗтӗмпе пухмача 18 медаль пуҫтарнӑ. Ылтӑн медале тивӗҫекенсенчен пӗри Чӑваш Ен спортсменки — Мария Кузнецова. Хӗрсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче унӑн ҫитӗнӗвӗ чи ӑнӑҫли пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак кунсенче Польшӑри Вроцлаве хулинче Пӗтӗм тӗнчери 10-мӗш вӑйӑсем иртеҫҫӗ. Унта спортсменсем Олимпиада программине лекмен дисциплинӑсемпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш Енрен унта хутшӑнма Алексей Германов аэробист тивӗҫнӗ. Вӑхӑтӗнче ҫав яша Чӑваш Ен Элтеперӗ стипендийӗпе те хавхалантарнӑччӗ. Ӳркенмен тата спортпа ачаранпах туслӑ каччӑ Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Оксана Дьячук патӗнче пултарулӑха туптать. Алексей Германов Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсене унччен те хутшӑннӑ. 2013 ҫулта Колмубинче вӑл ташӑ гимнастикипе кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ, гимнастика платформинче - бронза. Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсене тӑватӑ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ. Ӑна йӗркелесе ирттерме Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри общество телекуравӗн (ОТР) журналистне интервью панӑ. Малтанах Михаил Васильевич «Шупашкар: 500 ҫул» парк пирки каласа кӑтартнӑ. Элтепер ӑна студентсем валли хута янине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев студент вӑхӑтӗнче шӑпах ҫав паркра хӗре юратса пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл пулас арӑмӗпе паллашнӑ чухнехи саманта аса илнӗ. Интервьюра тата мӗн пирки калаҫнӑ-ха? Элтепер ялсенче никама кирлӗ мар вырӑнсем сахалланнишӗн савӑннине палӑртнӑ. Кашни ялта тенӗ пекех вӑрҫа хутшӑннӑ ҫынсене халалласа палӑк лартаҫҫӗ. Юлашкинчен Элтеперпе журналист кӳлмеке кайнӑ, хӑнана ҫав илемлӗ вырӑнпа паллаштарнӑ. Михаил Васильевич ҫакӑнтан ӗҫе велосипедпа каять-мӗн, каялла та ҫаплах килет. Пирӗн Элтепер ӑҫта канма юратнине пӗлес килет-и? Алтайра. Хӗлле вара – республикӑра. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑна туристсем ытларах килме тытӑннӑ. Вӗсене Атӑл, кунти экологи килӗшет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Айӑплава пурнӑҫа кӗртес службӑн Чӑваш Енри управленийӗнче хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Станислав Андреев малашне Чӗмпӗр облаҫӗнче тар тӑкӗ. Унта ӑна облаҫри управленин пуҫлӑхӗн пуканне панӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекенсемшӗн Станислав Андреев кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе хӑйсен ҫынни пулса тӑма ӗлкӗрнӗ тесен те юрать. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫав вӑхӑтранпа вӑл Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Станислав Андреева ӗнер официаллӑ майпа облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗпе Сергей Морозовпа, облаҫ прокурорӗпе Сергей Хуртинпа паллаштарнӑ. Чӗмпӗрсене Станислав Андреев тивӗҫе кирлӗ шайра тата тивӗҫлипе пурнӑҫлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Алексей Самаркин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Самаркина килте арестлесе усрама йышӑннӑ. Маларах суд Каҫал тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ирӗклӗн тухса ҫӳреме чарнӑччӗ. Каҫал пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗс пуҫарнӑччӗ. Комсомольски район администрацине ертсе пыракан Алексей Самаркинпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ хыпара кӑларӑма хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ. Самаркин кӳнтеленсене витӗм кӳнӗ пулать, ҫавна май унӑн килте ларма тивӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе ҫапла мера йышӑнма тӗпчевҫӗсем йышӑннӑ. Вӗсемех суда тавӑҫпа тухнӑ. Унтисем пакунлисен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ҫемҫе пукан йышӑнакан ҫынна тӗпчев вӑхӑтӗнче килте арестлесе усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Йошкар-Олара нацисен хушшинчи хутшӑнусен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин хутшӑннӑ. Владимир Владимирович хӑйӗн сӑмахӗнче наци чӗлхине вӗренесси кашнин ирӗкӗ пулнине, ӑна вӑйпах ӑса хывтармалла маррине пӗлтернӗ. «Кашни территорире этника хушшинче кашнин хӑйӗн хутшӑнӑвӗ, паллах, вӗсене шута илмелле. Тӗслӗхрен, шкулсенче вырӑс чӗлхине тата Раҫҫейри халӑхсен чӗлхине вӗрентнӗ чухне. Хисеплӗ туссем, аса илтеретӗп: пирӗншӗн вырӑс чӗлхи — патшалӑх чӗлхи, нацисемпе хутшӑнмалли чӗлхе. Ӑна нимӗнпе те улӑштарма ҫук. Ӑна кашнинех пӗлмелле, — тенӗ Владимир Путин. — Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисем — Раҫҫейри халӑхсен культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Вӗсене вӗренесси — Конституци прави, ирӗклӗ право. Ҫынна тӑван мар чӗлхене вӗрентме юрамасть. Вырӑс чӗлхине вӗрентессин шайне тата вӑхӑтне чакарма та ирӗк ҫук». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |