Политика
![]() Шупашкарти депутатсем хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламан. Кунашкал йышӑнӑва Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ. Лару ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ. Кун йӗркине пилӗк ыйту кӗртнӗ. Малтанах хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйласси пирки хушма ыйту кӗртнӗ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна ырламан. Аса илтерер: экс-мэр Ирина Клеменьева хӑйӗн тӗлӗшпе тӑватӑ пуҫиле пуҫарсан ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Унтанпа мэр тивӗҫӗсене Николай Владимиров пурнӑҫлать. Ҫитес лару авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртӗ. Тен, хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне ун чухне суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать. Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ. Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче экзоскелета тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл кӳмере ларакан сусӑрсене ура ҫине тӑма пулӑшать. Кунашкал аппарата Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫейри темиҫе хулара – Мускавра тата Екатеринбургра – тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Сколковӑри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ. Экзоскелет медицина реабилтацийӗ тата социаллӑ адаптаци валли кирлӗ. Пациентсем сывлӑхне лайӑх енне улӑштарма май туса панӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем бруссем ҫине тренировка ирттереҫҫӗ, унтан костыльпе утма хӑнӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хулин экс-мэрне Ирина Клементьевӑна килти ареста лартнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть следовательсем суда ходатайствӑпа тухнӑ. Вӗсем килти ареста 3 уйӑхлӑха тӑсма ыйтнӑ. Суд следовательсем ыйтнине тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа Ирина Клеменьева кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен килти арестра пулӗ. Аса илтетер: экс-мэра должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн 3 эпизодпа айӑпласшӑн. Следовательсем 19 ухтару ирттернӗ, 40 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Ирина Клеменьевӑн 40 ытла пин тенкине, Шупашкарти, Чулхулари виҫӗ хваттерне, виҫӗ ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Ирина Клеменьева хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистрале ҫитес ҫул тума пуҫласшӑн. Халӗ Мускавран Чулхулана ҫити магистраль проектне ырланӑ иккен. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей Правительстви магистраль проектне юсама тавӑрса панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Правительстви проекта ҫӗнӗрен тишкерме ыйтнине экспертсем патшалӑх хӑй хывакан укҫа сая ан кайтӑр тенипе сӑлтавланӑччӗ. Кӑҫал ҫул проектне туса пӗтермелле. «Мускав–Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тума пуҫлассине «Территория смыслов на Клязьме» Пӗтӗм ҫӗршыври форумра Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен вице-президенчӗ Александр Мишарин ҫамрӑксен ыйтӑвне хуравланӑ май каланӑ. «Мускав—Хусан» магистраль 770 км тӑршшӗ пулӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тума палӑртнӑ: «Мускав—Чулхула» тата «Чулхула—Хусан». Проект хакӗ — 1,2 трлн тенкӗ, ҫав шутран 613,5 млрд тенки пӗрремӗш тапхӑрта инфраструктура тума кайӗ, 501,4 миллиарчӗ — иккӗмӗшне валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Дина Гаврилова кӗнеки Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑн «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Эстонию» кӗнекине хӑтлӗҫ. Ҫӗпӗртен Эстоние ҫитнӗ кушак ҫинчен ҫырнӑ юмаха социаллӑ сатира шутне кӗртнӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать. Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн. Чӑваш Енре Эстони ҫыравҫи Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата Валерий Туркай сӑвӑҫсемпе тӗл пуласшӑн. 2015 ҫулта Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче «Силпи» фестиваль иртнӗ чух ҫав чӑваш поэчӗсемпе паллашнӑ та вӗсем тӑван культурӑшӑн хыпса ҫуннине курнӑран килӗштернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче каҫхи клубра арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Шупашкарти Ленин районӗнчи тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмахпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр каҫ Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи кану заведенийӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хурал хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хунӑ та пӗр вӑхӑт ҫапла тытса тӑнӑ. Арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫ-тӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш каччисемпе хӗрӗсем Ҫурла уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнче спортӑн тата вӑйӑсен наци енӗсемпе Никама Пӑхӑнман Ҫӗршывсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен пиҫиххипе кӗрешме, кире пуканӗ йӑтса, шашка выляса, самбо енпе, вӗрен туртса, ухӑран персе, чушкӑлла выляса тата мас-рестлинг енӗпе тупӑшма тивнӗ. Ӑмӑртӑва Азербайджанран, Арменирен, Беларуҫран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Таджикистанран, Молдавинчен, Туркменистанран тата Раҫҫейрен пухӑннӑ 300 ытла ытла спортсмен хутшӑннӑ. Мас-рестлингпа Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне пирӗн республикӑран Роман Савинов, Екатерина Тришина, Надежда Осипова тата Алина Алексеева кӗнӗ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче ӑсталӑха илеҫҫӗ. Ҫак маттурсем кӗнӗ команда ыттисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ. Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Дмитрий Степанов тата Финнпа угр халӑхӗсен ҫамрӑксен ассоциацийӗ Чӑваш Енре ик чӗлхелӗх пӗртанлӑхӗшӗн кӗрешни тата республикӑра чӑваш чӗлхипе усӑ курни ҫинчен вебинарне ирттереҫҫӗ. Вебинар Шупашкар вӑхӑчӗпе каҫхи 07:30 сехетре пуҫланать. Вебинарта регистрациленмелли каҫӑ: mafun.clickmeeting.com/irekleh/register. «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр», «Инфостикерсем», «Чӑваш патшалӑх паллисем — наци пуянлӑхӗ», «ХӐЮллӑ пул» акцисем пурнӑҫлать, Шурча вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса, хисеп туса юман лартать, «Эпӗ Чӑваш чӗлхипе калаҫатӑп», «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп», «КонтактраЧӑвашла» интернет-флешмобсем ирттерет. «Ирӗклӗх» тӑрӑшнипе хулари халӑх транспортӗнче чӑвашла ытларах пӗлтерме тытӑннӑ, аэропортра рейссем пирки чӑвашла калаҫҫӗ, информаци юписем ҫинче (ҫӗнӗрен лартнисем пирки) чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла ҫырнӑ, чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртес тесе Патшалӑх Канашӗ саккун проектне хатӗрлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ. | ||
| Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |