Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсене кӑҫал та тӑвасшӑн. малалла аталантарасшӑн. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Светлана Ананьева кӑҫал 25 ФАП уҫмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна та палӑртмалла: 2013 ҫултанпа пурӗ 128 ФАП ҫӗнӗрен хӑпартса лартнӑ. Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара республикӑри кашни тӑваттӑмӗш фельдшер пунктне ҫӗнетнӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтерер, 46 ФАПра фельдшер ҫукчӗ. Вӑрнар районӗнче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Владимир Викторов министр коллегинче каланӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче «Мобильлӗ фельдшер» пилот проекчӗ ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкереҫҫӗ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ. Кино ӳкерекенсем паян Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ. Документлӑ фильмра ӳкерӗнекен Шупашкарти 5-мӗш гимнази ачисемпе «Путешествие в загадочный Китай» (чӑв. Асамлӑ Китая ҫулҫӳрев) музейри клуб пайташӗсем те ӳкерӗннӗ. Вӗсем «Катюша» юрра китайла тата вырӑсла юрланӑ. Кииай тӗпчевҫине Никита Бичурина халалланӑ урокра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та Шупашкарта кӑна мар, республикипех «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫлӗ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Кӑҫал ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Шупашкарти пур микрорайонта та ял хуҫалӑх продукцийӗпе сутӑ тӑвӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗр ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Ҫав тапхӑрта 1736 тонна ял хуҫалӑх продукцине сутнӑ. Пӗтӗмпе 21,9 миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Ҫав шутра ҫынсем 1343 тонна ҫӗрулми туяннӑ. Ытти пахча ҫимӗҫе – 393 тонна. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче ватӑ тата сусӑр ҫынсене тавара тӳлевсӗрех киле ҫитерсе параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн председателӗ Ольга Зайцева пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул йывӑр чирленӗ. Анчах, шел те, чире парӑнтарайман. Ольга Юрьевна Украинӑри Донецк облаҫӗнчи Енакиево хулинче ҫуралнӑ. 1986 ҫулта вӑл хӗрӗпе тата мӑшӑрӗпе Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса килнӗ. 2009 ҫулта Ольга Зайцевӑна «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн председательне суйланӑ. Вӑл тӑрӑшнипе организаци тавра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пысӑк пайӗ чӑмӑртаннӑ. 2012 ҫулта ӑна каллех председатель тивӗҫне пурнаҫлама суйланӑ. Тӑрӑшулӑхне кура Ольга Юрьевна чылай наградӑна тивӗҫнӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Андрей Николаев Ӗнер строительсем хӑйсен професси уявне палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсаникунӗнче ҫулсерен палӑртакан ҫак кунпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламларӗ. «Строителӗн пултаруллӑ ӗҫӗ кирек хӑш саманара та сумлӑ тата хисеплӗ шутланать. Сирӗн ӗҫӗре пула ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳсет, ял-хула инфратытӑмӗ лайӑхланать: пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ку чухнехи вӗренӳпе медицина учрежденийӗсен, культурӑпа спорт объекчӗсен ҫурчӗсем ӳссе лараҫҫӗ, общество хутлӑхӗсем илемленсе хӑтлӑланаҫҫӗ», — тенӗ вӑл. Ҫак ӗҫре тӑрӑшакансене хисеп тунине Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев та палӑртас тенӗ. Муниципалитетӑн ҫур ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетекен эрнекунхи пухура вӑл «авалхи професси ҫыннисене» саламланине пӗлтернӗ. Авалхи професси тесе хӗрарӑмсем ӳт сутса пурӑннине калаҫҫӗ те, залра ларакан строительсем ҫеҫ мар, ытти професси ҫыннисем те вӑрттӑн кулса илнӗ. |
Ҫул-йӗр
![]() Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Мускавра тӗрлӗ ҫӗре ҫӳрекен 265 автобуса тытса чарнӑ. Вӗсем тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑррине пула кӑлтӑклӑ пулнӑ. Тытса чарнӑ автобуссем хушшинче Мускавран Шупашкара ҫӳрекеннисем те пулнӑ. Тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑр транспорта ятарлӑ стоянкӑна кайса лартнӑ. Йӗркесӗр транспорт пассажирсене вӑрттӑн, саккунлӑ мар майпа турттаракансен пулни паллӑ. Пассажирсене турттаракансем тенӗрен ҫакна аса илтерер. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнине, анчах ҫӗртме уйӑхӗнчине унта тӳлеменнине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑвашавтотранс предприятире шалӑвӑн пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи суйлав кунӗнче чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмелле. Ытларахӑшӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, РЛДП, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» тата пенсионерсен ячӗпе суйлава хутшӑнать. Вӗсен нихӑшӗн те суйлавҫӑсене алӑ пустармалла мар. Пенсионерсен партийӗ ячӗпе кӗрешӗве ветерансем ҫеҫ мар, ҫамрӑк политиксем те тухнӑ. «Парламента тата муниципалитет пухӑвӗсене эпир ултӑ кандидата тӑратрӑмӑр», — тенӗ пенсионерсен партийӗн регионти ертӳҫи Николай Степанов. Хӑш-пӗр кандидат ҫамрӑккишӗн вӑл пӑшӑрханма сӗнмест, мӗншӗн тесен вӑхӑт хӑвӑрт иртет, паянхи ҫамрӑксем сисмӗҫ те тивӗҫлӗ канӑва тухӗҫ. Тата ҫамрӑксем пенсионерсен правине хӳтӗлесшӗн иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Ӗҫлев министерстви сусӑр ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртме сӗнет. Малашне хевтесӗррисене ӗҫ тупма кӑна мар, унта хӑнахма та пулӑшӗҫ. Шупашкарти нумай функциллӗ центрта ав 4 сусӑр ҫын ӗҫлет. Ӗстешӗсем вӗсене лайӑх кӑмӑлпа йышӑннӑ. Сергей Дацюкӑн куҫӗ япӑх курать. Вӑл ҫак центрат 1 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Сергей Волков вара 2 ҫул ӗҫ тупайман. Вӑл шалкӑм ҫапнипе аптӑрать. Сергей кулинар тата медик профессийӗсене алла илнӗ. 20 ытла фельдшер-лаборантра ӗҫленӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӑна та пулӑшнӑ. Пенси укҫи ҫитменрен вӑл савута ӗҫлеме кайнӑ. Халӗ савутра 4 сусӑр ҫын вӑй хурать. Вӗсене унта пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Роспотребнадзор Турцири Анталья тата темиҫе курорт туристсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтерет. Ку – Коксаки вируса пула. МИХсем ҫырнӑ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыннисем вируса пула Турцирен каялла таврӑнаҫҫӗ. Анчах ҫав курортсенчен вирус сарӑлнине Ростуризм ҫирӗплетмен. Коксаки – энтеровирус, вӑл хырӑмлӑхпа пыршӑлӑхра сарӑлать. Вирус ерсен ӳт температури хӑпарать, вар-хырӑм пӑсӑлать, алӑ тупанӗ ҫине шатрасем тухаҫҫӗ. Чир 7-10 куна пырать. Унпа ытларах шкул ӳсӗмне ҫитмен ачасем чирлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти стройкӑра 17-ри каччӑ вилнӗ. Ӗҫе вӑл вӑхӑтлӑх килӗшӳпе вырнаҫнӑ. Каччӑ балконти эвакуаци шӑтӑкне персе аннӑ. 9 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗскер ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. 2000 ҫулта ҫуралнӑ яш Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ районӗнчи стройкӑра ӗҫленӗ. 16 хутлӑ пурӑнмалли ҫурта хӑпартнӑ ҫӗрте вӑл пулӑшакан рабочи пулса тӑрӑшнӑ. Производствдӑри инкек сӑлтавне халӗ тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк рабочин ҫӳллӗ хутра ӗҫлеме ирӗк пулнипе пулманнине, ӗҫ вырӑнӗ хӑрушсӑрлӑх нормине тивӗҫтернине шута илӗҫ. Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗн специалисчӗсем те стройкӑри тӑрӑма хак парӗҫ. Строкӑри ӗҫ вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ. | ||
| Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |