Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Пӗтӗм вырӑссен диктантне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта палӑрнисен йышӗ нумайланнӑ. Чӑваш Ен ку енӗпе рекорд лартнӑ. Кӑҫал вырӑсла диктанта 44 ҫын «пиллӗклӗх» ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — хӗрарӑмсем. «5» паллӑ илнисен йышӗнче улттӑшӗ ҫеҫ арҫынсем. Вӗсен йышӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗ Олег Дмитриев тата ШӖМ ветеранӗ Георгий Фадеев пур. Хальлӗхе диктантра «5» паллӑ илнӗ 40 ҫынна ҫеҫ сертификат панӑ. Ыттисене тупса палӑртайман-ха. Асӑнса хӑвармалла: пӗлтӗр Пӗтӗм вырӑссен диктантӗнче 2 ҫын ҫеҫ «5» паллӑ илнӗ. 2015 ҫулта вара — 7 ҫын, 2014 ҫулта 2 ҫын диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Музейри курав уҫнӑ самант. Геннадий Иванов-Орковӑн страницинчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн «Эрос в творчестве Ивана Дмитриева: истоки, поиски, открытия» (чӑв. Иван Дмитриевӑн пултарулӑхӗнчи эрос: ҫӑлкуҫ, шырав, уҫни) куравӗ уҫӑлнине, ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев музейри эрос теми аптӑратнине эпирпӗлтернӗччӗ. Вӑл музейри курава кайса курнӑ та ачасен ҫара ӳкерчӗкӗсем ӑна педофилие аса илтернӗн туйӑннӑ. Ҫавна май депутат республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ячӗпе ҫыру ҫырнӑ, курава хаклама ыйтнӑ. Депутат ҫырӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн шухӑшне Фейсбукри страницӑра пӗлтернӗ. Вӑл Чӑваш Енре медицинӑпа ӳнер пӗлӗвӗн экспертизи енӗпе ӗҫлекен комисси пуррине (сӑмах май, вӑл хай те комисси пайташӗ) аса илтернӗ май унтисемпе канашлама май пуррине, депутат айӑплавӗпе килӗшменнине палӑртнӑ. Унтан вӑл депутата музея час-час пырса ҫӳреме чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӑван чӗлхене пӗлме кашни ҫынах тивӗҫ Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев патне уҫӑ ҫыру янӑ. Ӑна ҫитсе килекен Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланинчен пуҫланӑ. Унтан «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «ҫак пӗлтерӗшлӗ уява халалласа пуҫарса янӑ #ЭпӗЧӑвашЧӗлхинеЮрататӑп #ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп интернет флешмобне» хутшӑнма йыхравланӑ. Пур районпа хула шкулӗсене, техникум-колледжсене, аслӑ пӗлӳ паракан шкулсене чӑвашла флешмоба хутшӑнма чӗнсе калакан ҫыру яма ыйтнӑ. Ҫак флешмоб ҫинчен кӗскен пӗлтерме те сӗннӗ ҫав ҫырура. Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ӗҫлекенсем тата Юрий Исаев министр «Ирӗклӗх» сӗнӗвне епле йышӑнни хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ырӑ кӑмӑллӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем Ака уйӑхӗн вӗҫӗнчи кӗтмен-туман ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ асар-писер ҫил-тӑман ҫуллахи шинӑсем ҫине куҫнӑ водительсемшӗн уйрӑмах кӗтменлӗх пулчӗ. Шупашкарта паян ирпе кӑна 30 ытла автомобиль пысӑках мар инкеке лекнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн управленийӗ пӗлтерет. Ҫуллахи резинӑллӑ автомобилистсене ҫавна кура ҫула тухассинчен тытӑнса тӑма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар урамӗнче юр ӑшне путнӑ машинӑсене ҫул-йӗр инспекторӗсем те тӗксе пулӑшнӑ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене вӗсем ӳркенмесӗрех пулӑшнӑ. Пакунлисене ырӑ кӑмӑллӑхшӑн водительсем те, иртен-ҫӳрен те тав тӑвать. Сӑмах май, паян Шупашкар урамӗпе пӗри Хӗл Мучи тумне тӑхӑнса утнӑ. «Раштавӑн 20-мӗшӗ пуль терӗм те», — шӳтлесе калаҫнӑ вӑл хӑйӗнпе сӑмахлакан ҫынпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Хула кунӗнче тӗрӗк халӑхӗсен «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале ирттерме палӑртнӑ. Унта фольклор, хореографи, инструмент ушкӑнӗсем килӗҫ, юрӑпа ташӑ ансамблӗсем, алӗҫ ӑстисем хутшӑнӗҫ. Алӑстисем «Тӗрӗксен чӗрӗлнӗ алӗҫӗсем» ярмӑркка ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех наци костюмӗсен «Тӗрӗксен тупри» уяне, пиҫҫиххи ҫыхас енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Ярмӑрккӑра кавирсем, кӑкшӑмсем, эрешлӗ пушмаксем, йывӑҫран касса кӑларнӑ япаласем, тӗрӗсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне ухӑран пенине, сӑнӑ ывӑтнине, артистсен театрланӑ парадне курма май пулӗ. Концерт та иртӗ. Фестиваль «ҫавра сӗтелпе» вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Игорь Моляков (хыҫалти ретри) тата Петр Краснов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗсене ҫӳрекенсем унти ларусем кичем иртменнине, хӑш чух путишлерех самантсем те сиксе тухнине асӑрханах пулӗ. Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ сессире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерсе отчет турӗ. Доклада сӳтсе явнӑ чухне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ишӗлекен ҫурт-йӗртен граждансене куҫарас программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ май ҫапларах ҫавӑрттарса хучӗ: «Пилӗк миллиард илнӗ, эпӗ ҫирӗплетсе каламастӑп, анчах ҫав 5 миллиарда вӑрласа пӗтермен-ши тесе шикленетӗп». Сессие тӗнче тетелӗнче трансляциленӗрен ӑна кирек кам та итлеме пултарать. Чӑваш Енӗн Юстици министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне Моляков сӑмахӗ обществӑна начар витӗм кӳмен-ши тесе тишкерме ыйтса ҫыру янӑ. Институтӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов «Правда ПФО» интернет-хаҫата вӑл ҫырӑва илнине хирӗҫлемен. «Ун пек калани япӑх реакци ҫуратма пултарнӑ. Анчах Интернета тишкернӗ чух эпир ун пек ахрӑм асӑрхамарӑмӑр», — тенӗ Петр Краснов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку юр хӑҫан ирӗлсе пӗтӗ? Ахӑртнех, ҫак ыйту халӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил-тӑман ҫӗрле чарӑнӗ. Хальлӗхе республикӑра юр ҫӑвать-ха. «Мой город» портал хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫунӑ юр (вӑл самай хулӑн ҫунӑ) тунтикунччен выртӗ. Чӑваш гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ака уйӑхӗнче ҫакнашкал юр ҫуни тахҫанах пулманнине каланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр шӑпах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канашра юр ҫунӑ. Анчах вӑл вӑйлӑ пулман. Паян юр ҫунипе пӗрле ҫулсем шуҫлак пулӗҫ. Чӑваш Енре ҫитес эрнере ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр эрне вӗҫне синоптиксем 20 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Никколай Иванччӑ — Николай Иванович Егоров, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор; Витталий Иванччӑ — Виталий Иванович Родионов, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор. Статья тӗшшине сӑнарлӑн кӑтартни. (хаваслӑ шарж тейӗпӗр, хамӑр ӳкермен пулсан та). 1979-мӗш ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатӗнче В.Г.Родионовӑн "Чӑваш этноним ӑҫтан пуҫланнӑ?" статйи пичетленсе тухнӑ. Ахӑртнех, чӑваш тенине ҫӑваҫ тенипе чӑнласах ҫыхӑнтарас шухӑш чӑн малтан ҫавӑнта палӑрӑннӑ пулмалла. Малалла ҫав статьях "Тӑван Атӑл" журналта (1980, февраль, 2№) кун ҫути курать. Ҫав вӑхӑталлах (1980, февраль, 12-13), Шупашкарти гуманитари институтӗнче В.Г.Егоров ҫурални 100 ҫул ҫитнине паллӑ туса ӑслав сессийӗ пулса иртет. Ку сессире Н.И.Егоров "К этимологии этнонима чуваш" ятпа доклад туса парать. Докладӑн тезисӗсем ҫав ҫулах Шупашкарта пичетленсе тухаҫҫӗ (Егоров Н.И. К этимологии этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: Тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене хӗл таврӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Паян ав Шупашкар шурӑ юрпа витӗннӗ. Синоптиксем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗр уйӑхри юр ҫуса лартасса маларах систернӗччӗ. Анчах ҫулсене хыракан машинӑсем ӗҫе ир-ирех тухман, ҫавна май общество транспорчӗ те, машинӑсем те шар курнӑ: юр ӑшне пута-пута ларнӑ, тӑвайккисенчен ара хӑпарнӑ. Паян общество транспорчӗ чарӑнӑвӗсенче халӑх хӗвӗшнӗ, пурин те ӗҫе ҫитмелле-ҫке-ха. Маршруткӑсем те, троллейбуссем те лӑк тулли ҫӳренӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 10 сехетрен пуҫласа аэродрома хупнӑ. Унта самолетсем вӗҫсе хӑпармалли полосана тасатаҫҫӗ. «Шупашкар – Мускав» ирхи рейс йӗркеллех кайнӑ. Анчах кӑнтӑрлахи, ахӑртнех, тытӑнса тӑрӗ. Тӗп вокзалта та паян улшӑнусем пулнӑ. Унта ют хулана ҫӳрекен 117 маршрута яман. Тепӗр 52 рейс районсене кайман. Паянлӑха Хусана, Чулхулана, Чӗмпӗре, Саранска каякан рейссене хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Тӗнче тетелӗ
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов хатӗрленӗ саккун проектне кӗҫех пӑхса тухӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, 14 ҫул тултарман ачасен халӑх тетелӗнче регистрациленме юрамасть, регистрациленекен ҫынран паспорт ыйтмалла. Питӗ лайӑх шухӑш ку. Атту халӗ ачасем шкула кайнӑ-кайман халӑх тетелӗнче ларма тытӑнаҫҫӗ. Ку кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрланне те халӑх тетелӗнче регистрацилет, лешӗ лайӑх ҫырма-вулама хӑнӑхиччен унӑн ятӗнчен хӑйсемех лараҫҫӗ. Саккун проектӗнче пӗр ҫын ятӗнчен темиҫе страница уҫма юраманнине те палӑртнӑ. Ҫакна та ырламалла. Халӗ ҫынсем урӑх ятпа регистрациленсе лараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче вара халӗ темӗнле ушкӑн та, темӗнле ҫын та пур. Суя ятран ҫынсен пуҫне минретекенсем сахал-им вара? ИГИЛа та (ӑна Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ) ҫамрӑксене халӑх тетелӗ урлӑ илӗртнӗ тӗслӗх нумай пулнӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксен пуҫне минретекен ушкӑн та сахал мар. Нумаях пулмасть «Контактра» халӑх тетелӗнче «Синий кит» вӑйӑ анлӑ сарӑлнӑ. Унти ушкӑнра тӑракан ачасемпе ҫамрӑксем ку вӑййа выляса анраҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |